Archive - 17 Пуш, 2020 - Хыпар
Çыравччен çур çул кăна юлчĕ
Ăçтан эпир, камсем эпир? Çак ыйтусем хăй мĕнле йăхран иккенне пĕлес текен кирек мĕнле чăваша та шухăша яраççĕ. Çапла, паян кун пирки ăсчахсем çеç мар, наукăпа çыхăнман çынсем те тĕрлĕрен калаçаççĕ.
Олег ЯКИМОВ: Никольский ятне çÿлтех тытасчĕ
Комире, Сочире, Крымра... янăрать чăваш юрри
Сцена ăстисене çул çинче укçа самай тăкакланни те чарса тăмасть
Канаш районĕнчи Катекри «Шевле» халăх фольклор ансамблĕ йĕркеленнĕренпе кăçал 30 çул çитет. Унăн пĕрремĕш ертÿçисем — Людмила Маскинăпа Ольга Егорова. Людмила Петровна, культура çурчĕн заведующийĕ пулнă май, тилхепене паян та çирĕп тытать.
Вăрçă салтаксен паттăрлăхне документсем упраççĕ
Интернетри сайтсенче хальччен пĕлменни те тупăнать
Вăрмар районĕнчи Энĕшпуç ялĕнче пурăнакан Виталий Филиппов Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче вилнĕ ашшĕ пирки ытларах пĕлес, çывăх çыннине ăçта пытарнине уçăмлатас тĕллевпе иртнĕ ĕмĕрĕн 70-мĕш çулĕсенче çар комиссариатĕнчен пулăшу ыйтнă. Шел, унта тĕплĕ хурав парайман ăна.
Çынсем, хăюлăх тата наградăсем