Archive - Çурла 2020

август 6th

6 Çурла, 2020

Фрезер станокне те «çăварлăхланă»

Вăрçă хыççăнхи çулсенче ялти кашни çемьере тенĕ пекех пилĕк-ултă е ытларах та ача çуралнă. Вăл вăхăтра лайăх çитерме-тăхăнтартма, пăхса ÿстерме çăмăлах пулман, çавах йыш хушăннишĕн никам та кулянма пĕлмен. Елчĕк районĕнче пурăннă Кадышевсен умлă-хыçлах тĕнчене килнĕ виçĕ хĕр хыççăн тăваттăмĕшĕ те ывăл пулманни Люсьăн ашшĕ-амăшĕн кăмăлне кăштах хуçнă-тăр. Кÿршĕ-аршăра тепĕр чухне пепке йĕрмĕшнине е кăкăр ĕмесшĕннине юриех асăрхаманçи туни тĕлĕшпе сăмах тухнă.

Ашшĕнчен вăрттăн

6 Çурла, 2020

Юман йĕкелĕпе те хырăма улталанă

Красноармейски районĕнчи Кушкăра пурăнакан Нина Степанова вăрçă ачисен кăмăл çирĕплĕхĕ çинчен каласа кăтартать. Темле йывăр пулсан та 4 аслă шкултан вĕренсе тухнă вăл.

Чĕнтĕрлĕ тумтир сутнă

6 Çурла, 2020

Çул çинче асăрханар!

Çул çинче асăрхануллă пулмаллине, правилăсене пăхăнмаллине пире шкулта час-часах аса илтереççĕ. Анчах хăшĕ-пĕри манса каять пулмалла. Ялта пулсан та лавккана кайнă чухне машина килнине туйсан айккине пăрăнатпăр, çул урлă каçнă чухне малтан енчен енне пăхатпăр. Хăшĕ-пĕри вара ним çук пекех çул урлă каçать.

6 Çурла, 2020

Ача усал йăлана çемьере курать

Çул çитмен ывăл е хĕр киле ÿсĕр таврăннине нимĕнле ашшĕ-амăшĕ те лăпкăн йышăнаймĕ. Анчах ăса вĕрентме пиçиххи хатĕрличчен чи малтан шухăшламалла: ача мĕншĕн эрех ĕçнĕ? «Симĕс çĕлен» ырри патне илсе çитерменнине пурте пĕлетпĕр. Унăн тыткăнĕнчен çамрăксене епле хăтармалла?

Pages