- Чăвашла верси
- Русская версия
Юман йĕкелĕпе те хырăма улталанă
Красноармейски районĕнчи Кушкăра пурăнакан Нина Степанова вăрçă ачисен кăмăл çирĕплĕхĕ çинчен каласа кăтартать. Темле йывăр пулсан та 4 аслă шкултан вĕренсе тухнă вăл.
Чĕнтĕрлĕ тумтир сутнă
Унăн ашшĕпе амăшĕ Иванпа Дария Ивановсем Шупашкарти вăрçă хатĕрĕсем тăвакан заводра ĕçленĕ. Иван Иванович кирлĕ специалист — электрик — пулнă. Çавăнпах ăна çапăçу хирне илсе кайма тăхтанă, броньпе хăварнă. 1942 çулта вăл та вăрçа тухса кайнă.
Дария Леонтьевна хунямăшĕпе, упăшкин икĕ йăмăкĕпе пĕрле пурăннă. Çак йыш, нумай ытти çемье пекех, çав тери чухăн пулнă. Çавах пуç усман вĕсем. Дария Иванова апат- çимĕç туянмалăх укçа пултăр тесе тĕрĕллĕ, чĕнтĕрлĕ тумтире, ытти хатĕр-хĕтĕре сутнă.
Амăшĕ çут тĕнчене васкакан тĕпренчĕкне çуратма 25 çухрăм утнă. Ача çуратмалли çурта аран çитсе ĕлкĕрнĕ.
Çамрăк хĕрарăмăн пĕчĕк Нинăна утьăкка сиктерме май пулман. Вăл кăкăр ачине асламăшĕпе хăварса йывăр ĕçе кÿлĕннĕ.
Виçĕ çула çитсен хĕр пĕрчине амăшĕ Элĕк районĕнчи кукамăшĕ патне илсе кайнă. Нина Ивановна вăрçăран киле вăхăтлăх янă ашшĕпе тĕл пулнине лайăх ас тăвать. Арçын кучченеç — кăнтăр çимĕçĕсем — илсе килнĕ.
Иван Иванов пулемет тытса тăшмана хирĕç çапăçнă. Вăрçă хирĕнче сулахай хулне хытах амантнă. Снаряд ванчăкĕсем унăн кĕлеткинче юлнă. Каярах йывăр аманса пĕчченех хамăрăннисем патне тухнине, салтаксем пĕр-пĕрин çине ÿксе вилнине, нимĕçсем хускалаканнисене персе çÿренине, хăй çинче виçĕ çын вилли выртнине чуна хытарса аса илнĕ ашшĕ.
Фронтра куçне амантнă кукашшĕ кунне-çĕрне пĕлмесĕр ĕçленĕ, йывăç япаласем ăсталанă. Кайран мăшăрĕпе иккĕшĕ катка-пичке, чĕрес, уйран çÿпçи, йĕке, кĕнчеле сутмашкăн пасара тухнă. Çав вăхăтра Нинăна кÿрше хăварнă.
Пир кĕпепе, çăпатапа
Вăрçă хыççăн ĕне илни хăйне май савăнăç мар-и? Ун чухне кĕтÿ пуçтармалăх выльăх пулман. Хĕрача кинемейсемпе пĕрле ĕне пăхма çÿренĕ. "Пăвансем тапăнсан вăрмана тарса кĕретчĕç. Выльăха макăра-макăра шыраттăм", — ачалăхне куç умне кăларать Нина Ивановна.
Ашшĕ хаяр кăмăллă пулнине, çывăх çыннисем çине алă çĕкленине пытармасть хĕрĕ. Ахăртнех, вăрçă терт-нуши, пирчейми сурансем усал витĕм кÿнĕ арçынна.
Сусăрланса таврăннă Иван Иванов ял хуçалăх шкулĕ хыççăн колхозра та, вăрман питомникĕнче те ĕçлеме ĕлкĕрнĕ. Çав вăхăтрах килти пахчара 40 ытла улмуççи лартса ÿстернĕ. Катки-каткипе пан улми йÿçĕтнĕ.
Пĕчĕккĕллех ĕçе кÿлĕннĕ Нина ашшĕ валли колхоз витинчен лаша çавăтса килнĕ, кÿлсе панă, тăварса каялла леçнĕ. 4-мĕш класра вĕреннĕ чухне хĕрача кил хуçи хушнипе çăпата хуçнă. «Ĕнсÿ çинче пуçу пур, ăна вара шухăшлама тунă», — ĕç майне кăтартас вырăнне татса каланă арçын.
Кантăр лартса çитĕнтерни те Нина Степановăн асĕнчен тухас çук. Пир кĕпе çĕлесе тăхăниччен ĕçĕ сахал пулнă-и? Кантăр вăрринчен ашшĕ çу хатĕрленĕ.
Пĕррехинче ăста алăллă арçын аслă хĕрĕ валли йĕлтĕр янтăланă. Вăр-вар хĕрача чăнкă тăвайккинчен те хăрамасăрах ярăннă. 7-мĕш класа куçсан ăна Шупашкартан йĕлтĕр туянса панă. Эх, мĕнешкел хăпартлантарнă çакă ял ачине. Йĕлтĕр сырса Муркаш районĕнчи Оринин шкулне туххăмрах вĕçтерсе çитнĕ вăл.
Унăн ашшĕнчен ял-йыш кăмака тума та, çăматă тĕплеме те, çава туптама та пулăшу ыйтнă. Çав вăхăтрах урапа-çуна та хăех ăсталанă вăл.
Çурлапа аллине кастарнă
7-мĕш класс хыççăн Нина та колхоз ĕçне хутшăнма пуçланă. Аслисемпе тан вăй хунă вăхăтра çурлапа алă кастарни те пулнă. Çамрăксем каникул вăхăтĕнче кăна мар, уроксем хыççăн та уя çĕр улми пуçтарма кайнă, йĕтĕм çинче авăн çапнă.
Ашшĕ туяннă çĕвĕ машинипе ĕçлеме хăнăхнă хĕрача. Йăмăкĕсене те, юлташĕсене те çи-пуç çĕлесе панă. Шкулпа сыв пуллашнă чухне тăхăнакан бал кĕписем те килĕшÿллĕ пулса тухнă.
Иванпа Дария Ивановсем пысăк та хăтлă çурт лартма вăй çитернĕ. Хăйсемех Атăл леш енче вăрман каснă. Машинăпа турттарса килнĕ пĕренесене ачисем те сĕтĕрме пулăшнă. Кил хуçи пÿрт тăррине турпаспа витни, çиелтен сăмалапа сăрлани ĕлĕкхи пурнăçа сăнланă. Çапах ун чухне çĕнĕ кил çав тери килĕшÿллĕ курăннă.
«Атте вăрманта каснă ватă шĕшкĕсене илсе килетчĕ. Эпир кăчкисене пуçтараттăмăр. Анне типĕтсе çăнăх тăватчĕ, пашалу пĕçернĕ çĕре яратчĕ.
Шăн çĕр улмирен крахмал çăнăхĕ хатĕрлеттĕмĕр. Ăна хушса пĕçернĕ икерче нимĕн те çитместчĕ.
Мăян çулçи янă яшкана та юратса çиеттĕмĕр. Çавнашкалах анне апат пĕçерме улăхран вĕлтĕрен, пултăран, серте татса килетчĕ.
Çăка вăррине тутансан ăш канатчĕ. Сарай хыçĕнчи пилеш çуллен ăнса пулатчĕ. Шăн çырла уйрăмах тутлăччĕ.
Юман йĕкелне вĕри кĕл çине пăрахса пĕçерсе çиеттĕмĕр. Ăна выльăха та паратчĕç», — апат- çимĕç енчен хĕсĕк вăхăтра та аптăраманнине палăртать Нина Ивановна.
Выльăха йĕрке хуралçисемпе шыранă
Ял хуçалăх аслă шкулне вĕренме кĕрсен хĕрне ашшĕ 50-мĕш виçеллĕ фуфайкăпа кирза атă илсе панă. Çамрăк хăех тумтир çĕленĕ, çăм нуски çыхнă. 29 тенкĕ стипендие 3 çул пухса пальто туянма май тупнă вăл. Тумтир илме ятарласах Хусана кайнă. Çав вăхăтрах стипенди укçипе йăмăкĕсемпе шăллĕсем валли кучченеç туяннă. Вăрăм черете тăрса илнĕ шурă çăнăхпа амăшĕн кăмăлне çĕкленĕ.
Диплом илсен Етĕрне районĕнчи кăтартуллă пĕр хуçалăха ĕçлеме янă ăна. Специалист тĕп зоотехника вырнаçнă. Ĕç майне хăнăхса пынă. Каярах Красноармейски районĕнчи «Мичуринец» совхоза килме лекнĕ унăн. Ĕçлекенсем çитменрен çамрăка зоотехникран экономиста куçарнă. Хут ĕçĕ тиеннĕ ун çине. Республика, çĕршыв шайĕнчи комиссисем экономист ĕçне тĕрĕслесех тăнă. Унсăр пуçне ĕçлĕ çул çÿреве тухнисем «Мичуринец» совхозăн ĕç опычĕпе паллашма пынă.
Ĕçре тĕрлĕ пăтăрмах сиксе тухни тавра та сăмах пуçарать Нина Степанова. Пĕррехинче аша панă пĕр ĕне, тепрехинче çур ĕне тухман. Йĕрке хуралçисене, завод директорне чĕнсен тин тупăннă «ураланнă» выльăх. Виççĕмĕш хутĕнче вара пуснă хыççăн 35 чăх шутласа кăларайман. Мĕн тетĕр? Тĕрĕслевçĕсем вĕсене те тупма пулăшнă. Майне пĕлмен пулсассăн çухалнă выльăха, чăх-чĕпе Нина Степановăранах шыраса илме пултарнă-çке.
Кăмăла уçакан юрă
Нина Ивановна пĕрремĕш тĕпренчĕкне çуратсан 56 кунранах ĕçе тухнă. Çамрăк зоотехник 3 пин чăх чĕппи илсе килнĕ. Пĕчĕкскерсене Тăватпÿрт ялĕнчи клуба вырнаçтарнă. Куçран вĕçертменнине кура пĕри те вилмен.
Нина Степановăна ачисене пăхма ватă хĕрарăмсем, Муркашри шăллĕ пулăшнă. Вăл совхоз ĕçне тÿрĕ кăмăлпа пурнăçлама тăрăшнă. Малалла вулас...
Марина ГРИГОРЬЕВА.
Комментари хушас