Archive - 28 Ака, 2020

28 Ака, 2020

Садсем джунглие аса илтереççĕ

Çамрăк чухне тăван ялта, Канаш районĕнчи Атнашра, пĕр вăхăт агроном-пахчаçăра вăй хунăран-ши — чечеке ларнă улма-çырла сачĕ час-часах тĕлленет. Иртнĕ ĕмĕрĕн 70-мĕш çулĕсенче çуллен миçе тонна паха çимĕç туса илнĕ-ши — калама пултараймастăп. Çитĕннисене яланах пахчаçăсен бригадинче ĕçлеттернĕрен пирĕн çуллахи каникул çулленех садра иртетчĕ. Астăватăп: пан улмисене çапăнса лапчăнасран пĕр-пĕрин хушшине типĕ турпас тултарнă ещĕксене пуйăспа Çĕпĕре çитиех ăсататчĕç. Колхоз пысăк тупăш илетчĕ.

28 Ака, 2020

Анатолий ХМЫТ: Сăнарсен хуйхи-савăнăçне чун витĕр кăларса çыратăп

Совет çарĕсене Афганистанран илсе тухнăранпа 31 çул иртрĕ. Анчах çак вăрçă суранĕсем пирченнĕ теме çук. Хаяр та тискер Афган вăрçине Чăваш Енрен 5692 çын хутшăннă, 115 салтак вăхăтсăр куç хупнă, 272 çамрăк аманса таврăннă, вĕсенчен 131-шĕ сусăр пулса юлнă.