Садсем джунглие аса илтереççĕ
Çамрăк чухне тăван ялта, Канаш районĕнчи Атнашра, пĕр вăхăт агроном-пахчаçăра вăй хунăран-ши — чечеке ларнă улма-çырла сачĕ час-часах тĕлленет. Иртнĕ ĕмĕрĕн 70-мĕш çулĕсенче çуллен миçе тонна паха çимĕç туса илнĕ-ши — калама пултараймастăп. Çитĕннисене яланах пахчаçăсен бригадинче ĕçлеттернĕрен пирĕн çуллахи каникул çулленех садра иртетчĕ. Астăватăп: пан улмисене çапăнса лапчăнасран пĕр-пĕрин хушшине типĕ турпас тултарнă ещĕксене пуйăспа Çĕпĕре çитиех ăсататчĕç. Колхоз пысăк тупăш илетчĕ. Тăван хуçалăха çĕр улми пуçтарма пулăшнă кунсенче пире, шкул ачисене, сĕтеклĕ пан улмипе сăйлатчĕç. Халĕ сада никам та пăхмасть. Çатракаланса кайнăран вăл джунгли евĕрех туйăнать. Çамрăклăха аса илсен чĕре ыратать. Шкул пахчинче те темĕн тĕрлĕ улма-çырла çитĕнетчĕ. Унта çуркуннерен пуçласа хура кĕрчченех тăрăшаттăмăр: тислĕк тăкаттăмăр, тăпрана çемçететтĕмĕр, çум çумлаттăмăр, пан улми типĕтме пулăшаттăмăр… Хĕл кунĕсенче компот мĕн тери пахаччĕ. Район, республика шайĕпе илсен халĕ мĕн чухлĕ юхăннă сад-пахча!
Улма-çырла кирек камшăн та усăллă, çитĕнекен организма вăл уйрăмах кирлĕ. Специалистсем палăртнă тăрăх, пан улми вар-хырăма, чĕрене лайăх ĕçлеттерет, юн тымарĕсене çирĕплетет, артери юн пусăмне, сахăр шайне кирлĕ виçере тытса тăма пулăшать. Симĕсси хĕрлинчен усăллăрах. Варта хăвăртрах ирĕлет, витамин нумайрах, аллерги памасть... Анчах паянхи кун сутлăхра хамăр тăрăхра çитĕннĕ, экологи енчен таса çимĕç çукпа пĕрех. Ăшă енчен кÿрсе килнĕскере нумай вăхăт пăсăлмасăр упрама парафин, ăвăс е сиенлĕ ытти хутăш сĕрнĕ. Çиелтен пăхма питĕ хитре те илĕртÿллĕ, шултра та йăлтăркка, тин кăна çуса тасатнă тейĕн — тиркеме нимĕнле сăлтав та çук. Хакне пăхмасăрах туянас килет. Анчах чылай вăхăт выртнăран тата химикат витĕмне пула витаминăн, çавăн пекех организмшăн усăллă чылай япалан шайĕ, пирĕн тăрăхра туса илнипе танлаштарсан, самаях пĕчĕк. Çитменнине, çуллахи шăрăхра хурт-кăпшанкă вăйлă ĕрченине пула, пестицидпа темиçе хут та усă курнă. Çавăнпа сиенĕ ытлашшипех пухăннă. Раççей ял хуçалăх надзорĕ Польшăран кÿрсе килнĕ пан улмине тĕрĕслесе РФ требованийĕсене тивĕçтермесĕр сиенлĕ япала нормăран темиçе хут ытларах пулнине палăртнине чылайăшĕ астăвать пулĕ-ха. Нефтьрен тăвакан парафина ăшă шывра супăньпе, щеткăпа çусан та пан улмирен тасатма йывăр. Хушăран пирĕн çемье те туянать-ха унашкал çимĕçе. Лайăх çуса тасатнă хыççăн хуппине шурататпăр. Пĕррехинче ача садĕнче ĕçленĕ, халĕ тивĕçлĕ канăва тухнă повартан ыйтнăччĕ çакăн пирки. «Ĕçре кам шуратса лартăр? Килте мăнуксене хуппинчен тасатса çитеретĕп», — тенĕччĕ вăл. Манăн шухăшпа, хамăрăнне нимĕн те çитмест. Импортпа танлаштарсан, пирĕн продукцире усăллă япала темиçе хут нумайрах. Тĕрĕссипе, Раççейĕн хăйне тивĕçтерме кăна мар, экспорта кăларма та майсем пур. Республикăра улма-çырла çителĕклĕ çитĕнтерме условисем пуррине Канаш районĕнчи Ăвăспÿрт Кипечре пурăнакан Николай Семенов пахчаçă та çирĕплетрĕ.
Тăпра хăйне евĕрлĕхĕ тата çанталăк ырă витĕм кÿнĕрен чăваш халăхĕ сĕм авалтан улмуççи çитĕнтерме кăмăллать. Тăмлăрах çĕр нÿрĕке йăпăр-япăр антарса ямасть — лайăх тытса тăрать. Пирĕн тăрăхра ĕмĕрхи юмансем лайăх ÿсеççĕ, вĕсене те тулăх йĕкел панăран çимĕç кÿрекен йывăçсен йышне кĕртсен йăнăш пулмĕ. Пĕвелесе шыв шайне хăпартма, йывăç, вăл шутра улмуççи те, лартма çырма нумай пирĕн. Етĕрне районĕнчи «Ленинская искра» хуçалăхра паллă ертÿçĕ пулнă Аркадий Айдак çул-йĕрĕпе пырса паянхи кун та çырмасемпе туллин усă кураççĕ. Çанталăк пĕтĕмĕшле ăшăтса килни /кăçал хĕл епле ăшă пулчĕ!/ çимĕç йывăççисене аталанма пулăшать çеç. Федор Карягин профессор тĕпчевĕсем иртнĕ ĕмĕрте сывлăш температури хăпарнине çирĕплетеççĕ. Çуркунне ир килнĕрен, кĕр вăрăма кайнăран кăнтăрти çимĕçсем юлашки çулсенче Чăваш Енре те чиперех хĕл каçаççĕ. Николай Семенов, Геннадий Васильев агроном-педагог сачĕсене çитсе курнă хыççăн хама Абхазире тата Крымра пулнăнах туйрăм. Хамăр лайăх пĕлекен улма-çырла йывăç-тĕмсĕр пуçне абрикос, алыча, черешня, ытти те аван çитĕнет. Çĕнĕ сортсене ĕрчетес тĕлĕшпе Сергей Герасимов /Шупашкар районĕ/, Александр Ванюшкин /Муркаш ен/, Николай Вьюгов /Шупашкар хули/ тата нумай ăста çине тăрса ĕçлет. Вăйлă çĕрнĕрен çуллахи сортсене, çавăн пекех сорт пахалăхне тахçанах çухатнă аниспа антоновкăна манма вăхăт ĕнтĕ. Малашне çу уйăхĕчченех лайăх упранакан хĕллехи çирĕп сортсене çитĕнтермелле. Вĕсем çинчен Николай Семеновпа Геннадий Васильев лайăх пĕлеççĕ.
— Мĕншĕн тыр-пул, сĕт тата аш-какай çинчен кăна калаçатпăр? Улма-çырла пирки аса та илместпĕр, — пăшăрханса калаçрĕ Николай Семенов. — Манăн ăна та тĕп апат-çимĕç шутне кĕртес килет. Диетологсем çирĕплетнĕ тăрăх, çыннăн талăкра пĕр пан улми те пулин çимеллех. Вара вăл чир-чĕр çинчен манса тухтăр патне çул такăрлатма пăрахать.
Сăмах кунта хамăр тăрăхра туса илнĕ экологи енчен таса çимĕç çинчен пырать. РФ Сывлăх сыхлавĕн министерстви çирĕплетнĕ нормăпа килĕшÿллĕн çыннăн çулталăкра 100 килограма яхăн улма-çырла çимелле, вăл шутра пан улми — 50 килограмм. Çырлана çаплипех упрама май çук. Çавăнпа хăшĕсем ăна аш арманĕпе авăртса хĕл валли шăнтса хураççĕ. Малалла вулас...
Валентин ГРИГОРЬЕВ.