Архив - 28 Апр, 2020
«Хыпар» 46 (27629) № 28.04.2020
Садсем джунглие аса илтереççĕ
Çамрăк чухне тăван ялта, Канаш районĕнчи Атнашра, пĕр вăхăт агроном-пахчаçăра вăй хунăран-ши — чечеке ларнă улма-çырла сачĕ час-часах тĕлленет. Иртнĕ ĕмĕрĕн 70-мĕш çулĕсенче çуллен миçе тонна паха çимĕç туса илнĕ-ши — калама пултараймастăп. Çитĕннисене яланах пахчаçăсен бригадинче ĕçлеттернĕрен пирĕн çуллахи каникул çулленех садра иртетчĕ. Астăватăп: пан улмисене çапăнса лапчăнасран пĕр-пĕрин хушшине типĕ турпас тултарнă ещĕксене пуйăспа Çĕпĕре çитиех ăсататчĕç. Колхоз пысăк тупăш илетчĕ.