Çамрăк ăрушăн çирĕп тĕрев - çемье

28 Апр, 2020

РФ Конституцине çемьене упрассипе те улшăнусем кĕртмелле

Надежда БАЙМУШКИНА, Елчĕк районĕнчи ЗАГС пайĕн пуçлăхĕ:

— Конституцин 72 статйинче /1-мĕш пай, «ж» пункчĕ/ çемьене, амăшне, ашшĕне, ачалăха хÿтĕлесси, ачасене çемьере тивĕçлипе воспитани пама условисем туса парасси, çул çитнисен ашшĕ-амăшне пулăшасси пирки калани пур.

Пурнăç пĕр вырăнта тăмасть. Вĕçĕмех çĕнелет, улшăнать. Унпа пĕрлех çынсен шухăш-кăмăлĕ те. Кăткăс тапхăрта çемье пуянлăхне упраса хăварни, ачасене тивĕçлĕ воспитани пани уйрăмах пĕлтерĕшлĕ. Çирĕп те туслă çемьере кăна телейлĕ ачасем çитĕнеççĕ. Вĕсем çĕршывшăн та шанăçлă çынсем пулĕç, ашшĕ-амăшне пăрахмĕç.

Конституцире арçынпа хĕрарăм кăна пĕрлешсе çемье çавăрнине палăртнă. Чăн та, ют çĕршывсем хыççăн кайса ĕмĕртен ĕмĕре пыракан ырă йăлана мĕншĕн пăрахăçламалла пирĕн

Эпир районта çамрăксемпе çемье пĕлтерĕшĕ пирки калаçусем час-часах ирттеретпĕр, ăнлантаратпăр. Вăрах вăхăт пĕрле пурăнакан çирĕп мăшăрсене тĕлпулăва чĕнетпĕр. Шел, çемье пĕлтерĕшне ăнланманнисем те пур-ха. Çулсерен мăшăрланакансемпе пĕрлех уйрăлакансем те сахал мар. Ку енĕпе пирĕн ĕçлемелĕх пур. Çитĕнекен ăрăва ашшĕ-амăшĕ юнашар пулни кирлĕ. Çамрăк ăрушăн çемье çирĕп тĕрев пулмалла.

www.hypar.ru

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.