Комментировать

28 Апр, 2020

Анатолий ХМЫТ: Сăнарсен хуйхи-савăнăçне чун витĕр кăларса çыратăп

Совет çарĕсене Афганистанран илсе тухнăранпа 31 çул иртрĕ. Анчах çак вăрçă суранĕсем пирченнĕ теме çук. Хаяр та тискер Афган вăрçине Чăваш Енрен 5692 çын хутшăннă, 115 салтак вăхăтсăр куç хупнă, 272 çамрăк аманса таврăннă, вĕсенчен 131-шĕ сусăр пулса юлнă. Юнпа пĕвеннĕ, куççульпе тăварланнă аса илÿсем иртнине манма памаççĕ. Анатолий Хмыт çыравçăн пултарулăхне те витерсе тăраççĕ вĕсем. Кăçал Чăваш кĕнеке издательствинче унăн повеçĕсемпе калавĕсен пуххи «Тĕлленмен тĕлĕк» ятпа пичетленчĕ. Хамăра кăсăклантаракан ыйтусен хуравне тупас тĕллевпе авторĕпе тĕл пулса калаçрăмăр.

— Анатолий Дмитриевич, ахăртнех, хайлаври Яша Ямбулкин сăнарĕ çывăх сире.

— Ку калавра хам курнă тĕлĕке сăнларăм. Сюжет тăрăх, Яша Ямбулкин /вăл эпĕ ĕнтĕ/ дувал патĕнче тăрать, душмансен калаçăвне ăнсăртран илтет. Шурависем /совет салтакĕсем/ ирпе çула тухсан вĕсен колоннине тапăнса тĕппипех аркатасси пирки каварлашаççĕ тăшмансем. Каччă ку хыпара хăйсеннисене пĕлтерме гарнизона çил пек хăвăрт вĕçтерсе çитет. Анчах аслисем ăна итлесшĕн те, ĕненесшĕн те мар — гауптвахтăна хупса хураççĕ. Ирпе тăрсан салтак никама та курмасть. Пурте çула тухнă, ăна пăрахса хăварнă… Шиклĕх туйăмĕ ярса илет Яшăна. Унчченрех «Горячее сердце» фильма пăхни те витĕм кÿнĕ пулĕ мана çакнашкал тĕлĕк курма. Кинора та салтак пĕччен тăрса юлать.

— Тĕлĕк сирĕн пултарулăхра уйрăм вырăн йышăннăн туйăнать. «Ан тăк куççуль, аннеçĕм» калаври Вероника Ивановнăн — салтак амăшĕн — тĕлĕкĕ те чуна çÿçентерет. «Юнпа пĕвеннĕ Пăва çулĕнче» те Натуле курăнни чăна çаврăнать: «Çумăр мар вăл — этем юнĕ! Айăпсăр ачасен, ашшĕсен юнĕ çăвать çÿл тÿперен…»

— Çапла. Манăн произведенисенче сăнланнă тĕлĕксенчен чылайăшне хам курнă. Хăшĕ-пĕри повеç е роман сыпăкĕ пулса тăнă. Пĕри виçĕ-тăватă хутчен те тĕлленнĕччĕ. Тĕпсакайĕнчен ăнсăртран ача сиксе тухать те мана куçран чăр-р пăхать пек. Шарт сиксе вăранса каятăп вара.

— Кĕнекене пурнăçри ĕç-пуçа сăнланă повеçсемпе калавсем кĕнине палăртнă. Чăн пулнă самантсемпе хайлавсенче чылай усă курнă-и?

— Кашни хайлаврах чăнлăх тĕпре. Чылай чухне сăнарсен ячĕсем те прототипĕсенни пекех. Чун тĕпĕнчи тĕллевĕм — Афган вăрçин паттăрĕсен шăпине çутатса парасси, вĕсен мухтавлă ĕçĕ-хĕлĕ çинчен çырасси. Юлашки вăхăтра Афганистан пирки аса илми пулчĕç. Анчах геройĕсем хамăр çумрах çÿреççĕ, ман вĕсем çинчен каласа кăтартас килет. Ку — манăн тивĕç. Манăçа ан тухтăр вĕсем мĕн туни. «Айша» повеçри Кирилл-Владимирăн прототипĕ, сăмахран, — Шăмăршă районĕнче пурăнакан Володя Кириллов. Салтакра чухне водитель пулнă, автоколоннăра çÿренĕ, çакăнтах Айша ятлă афган хĕрĕпе паллашнă. Чăн пурнăçра вăл — Ленинградри /халĕ Санкт-Петербург/ пединститутăн вырăс чĕлхипе литературин факультетĕнчен тин çеç вĕренсе тухнă Зульфия. Хайлавра — медицина енĕпе аслă пĕлÿ илнĕскер, Кирила вилĕмрен çăлать, пулăшать. Çамрăксен чĕринче чăн пурнăçра та, произведенире те юрату туйăмĕ вăй илет. Айша, юнлă вăрçăран ывăннăскер, совет салтакне качча тухса Афганистанран аякка тарма ĕмĕтленет, шанчăклă мăшăр пулма сăмах парать. Анчах каччă чирлесе ÿкет те çыхăну татăлать. Повеçре çак лару-тăрăва эпĕ çивĕчлетрĕм. Истори кунпа кăна вĕçленмест. Нумай çул иртсен Кирилл, Чăваш Енре тĕпленнĕскер, çемьеленнĕскер, ача-пăчаллăскер, Айшăна телевизорпа курать. Ку та чăнласах пулнă. Айăплă арçын ун умĕнче. «Мунча кĕрсе тухса тасалса пĕтейĕп-ши?» — тет. «Пĕччен йывăçа çил хуçать» повеçри Андрейпа Мирон сăнарĕсенче манăн характерăн тĕрлĕ енĕ палăрать: пĕри — Афганистанран тĕрĕс-тĕкел таврăннăскер, пурнăçа юратаканскер; тепри — вăрçă йывăрлăхĕсемпе хуçăлнăскер (мĕнлерех пулма пултарни). «Амăшĕн чĕри» калаври сюжета та пурнăç хăй панă.

— Сăнарсен прототипĕсем хăйсене хайлава кĕртнине мĕнле йышăнаççĕ?

— Кашнинпе канашласа çырма ирĕк ыйтса илетĕп. Паллах, калав е повеç — документлă очерк мар, кунта илемлĕх мелĕсемпе усă курса хамран хушни, ыйтăва çивĕчлетни, тĕрлĕ лару-тăрупа ирĕклĕ усă курни, урăхлатни мала тухать. Кашни хайлавăн тĕшши пулмалла, унсăрăн вăл пушă. Тĕслĕхрен, «Паваркасси çăл куçĕ» калав никĕсĕнче — Володя Михайлов каласа кăтартни. Çăл куç унта символ пек тухса тăрать. Ашшĕн сăнарĕ те питĕ пĕлтерĕшлĕ.

— Филологи ăслăлăхĕсен кандидачĕ Николай Осипов «Çăлтăрсем вылянă каç» калавра ăнсăртлăх идейи çупăрласа тăнине палăртать: ăнсăртран машина вăрланă каччăсем, ăнсăртран чĕнсе тухнă пике, кимĕпе ярăнма ăнсăртран шут тытни, хум кимме килсе çапнипе ăнсăртран персе янă пăшал… Калав сюжетне пурнăçран илнĕ-и?

— Вася Дроздовпа Слава Алексеев — пурнăçри çынсемех. Салтак наркотикпе минресе офицерсене аманата илни, вĕсене автоматпа хăмсарни, ку истори синкерлĕ вĕçленни пирки Славăранах илтрĕм. Мĕншĕн çапла пулса тухнине, Васьăна тĕрĕс çул çинчен пăрăнма мĕн хистенине тĕпчес килчĕ манăн. Эпĕ ун чухне «Салют» пионер лагерĕнче воспитательте ĕçлеттĕм. Хăшпĕр чухне çăмăлттайлăха пула хĕрсем хулари юлташĕсемпе пĕрле каçхине лагерьтен тухса тарни пулкалатчĕ. 1988 çулхи çурла уйăхĕччĕ. Пĕррехинче пирĕн пата усал хыпар çитрĕ: юхан шывра икĕ виле тупнă, вĕсенчен пĕри — çап-çамрăк хĕр. Вася Дроздовăн салтака лекичченхи пурнăçĕпе çак ĕçсене çыхăнтарса калав шăрçаланчĕ.

— «Шурă кĕпеллĕ хĕртен юлнă йăмăх» повеçри Зульфияпа Тимри пĕр-пĕрне чунтан юратаççĕ. Анчах каччă хĕсметрен урасăр таврăнсан «хамăн ĕмĕре уксахпа ирттерессĕм килмест манăн» тесе хĕр савнă тусне пăрахать. Ĕненес килмест…

— Ку повеçе Володя Лебедев тусăма халалларăм. Пурнăçра хайлавринчен кăшт урăхларах пулнă. Юлташăм яла пырса кĕнĕ чухне шăпах савнă хĕрĕн туйĕ кĕрленĕ, вăл урăх çынна качча тухма килĕшнĕ…

— Нумай хайлав çырнă эсир. Хăвăршăн чи хакли пур-и?

— Пурне те пĕр пек юрататăп. Кашниех хаклă. Кăçал çĕнĕ кĕнеке тухрĕ, уншăн савăнатăп. Тен, «Сутăн илнĕ чыс» драма чуна çывăхрах-и?.. Пичетленсе тухсанах хăшĕ-пĕри ăна хытă тиркенĕрен.

— Хайлавăрсем чуна пырса тивеççĕ, чĕрене тăпăлтараççĕ. Çырма мĕн хистет, мĕн хавхалантарать?
— Пурнăç. Астăватăп-ха: Афганистанра ту çинче выртатпăр, чуллă вырăн, пулеметран пени илтĕнет, хăрушă; аялта шăпчăксем юрлаççĕ, сад пахчисем курăнаççĕ. Çавăн чухне хама сăмах патăм: ку шăтăкран чĕрĕ тухсан Шупашкара каятăп, вĕренме кĕретĕп, çак вăрçă çинчен çырса кăтартатăп. Юлташсем, пĕлĕшсем чуна пырса тивекен ĕç-пуç çинчен каласа кăтартсан çырмасăр чăтаймастăп.

— Эсир Шупашкарти 18-мĕш шкулта чăваш чĕлхи вĕрентетĕр, тĕрлĕ мероприятие хутшăнатăр. Çырма хăш вăхăтра май тупатăр? Çулталăк вăхăчĕ пĕлтерĕшлĕ-и сирĕншĕн?

— Çулла 4 сехетре тăратăп та чей ĕçетĕп, тусан сăтăратăп, урай шăлса каятăп, пÿлĕме уçăлтаратăп. Виççĕмĕш курка чей ярсан тин, ирхи 5-6 сехетре, çырма ларатăп та кăнтăрлаччен ĕçлетĕп. Ытти вăхăтра уроксем хыççăн пушансан килте каçхи вуннăччен çыратăп. Çапла майпа «Леш тĕнчерен» романа вĕçленĕччĕ. Тĕрĕссипе, ирхине ĕçлеме лайăхрах, анчах хĕвеллĕ кунсенче кăнтăрла хыççăн та аван, кăмăл çĕкленет, хавхалану килет. Кунне пĕрер сыпăк çырни те пулнă. Малалла вулас...

www.hypar.ru

Ольга ИВАНОВА калаçнă.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.