Архив - 10 Апр, 2020
Чăваш тĕнчин чикки çук
"Хыпар" хаçатăн "Мухтавлă 100 ентеш" социаллă проекчĕ
"Хыпар" хаçатăн "Тĕп тема: наци проекчĕсем" социаллă проекчĕ
Авалхи юрăсене шăрантарма кăмăллать
100 çула пуснă Евдокия Димитриевăн сасси çамрăк чухнехи пекех уçă
Евдоки аппа… Çапла хисеплесе чĕнеççĕ ăна Вăрманкас ялĕнче пурăнакансем. 100 çула ярса пуснă пулин те шураппа ăс-хакăлпа хавхаланăвне çухатман-ха, шӳтлет, чăвашсен ĕлĕкхи юррисене шăрантарать.
Çывăх çыннине ăçта пытарнине пӗлейменшӗн пăшăрханать
Вăрнар районĕнчи Вăрманкас ялĕнче çуралса ӳснĕ, халĕ Шупашкарта пурăнакан Иван Краснов ашшĕне вăрçа ăсатнă куна халĕ те астăвать. «1942 çулхи авăн уйăхĕн 2-мĕшĕнче шкултан килтĕм. Атте шăпах кайма хатĕрленет. «Ну, ывăлăм, эсĕ халĕ ман вырăна юлатăн. Аннӳне, аппусене пулăш. Эпĕ хăвăртах килме тăрăшатăп», — терĕ мана атте. Çук, таврăнаймарĕ. Аттене паянхи кун та кĕтетпĕр, ăна ăçта пытарнине те пулин пĕлесчĕ тесе ĕмĕтленетпĕр», — чунĕ хурланнине пытараймарĕ 86 çулти Иван Захарович.