Çывăх çыннине ăçта пытарнине пӗлейменшӗн пăшăрханать
Вăрнар районĕнчи Вăрманкас ялĕнче çуралса ӳснĕ, халĕ Шупашкарта пурăнакан Иван Краснов ашшĕне вăрçа ăсатнă куна халĕ те астăвать. «1942 çулхи авăн уйăхĕн 2-мĕшĕнче шкултан килтĕм. Атте шăпах кайма хатĕрленет. «Ну, ывăлăм, эсĕ халĕ ман вырăна юлатăн. Аннӳне, аппусене пулăш. Эпĕ хăвăртах килме тăрăшатăп», — терĕ мана атте. Çук, таврăнаймарĕ. Аттене паянхи кун та кĕтетпĕр, ăна ăçта пытарнине те пулин пĕлесчĕ тесе ĕмĕтленетпĕр», — чунĕ хурланнине пытараймарĕ 86 çулти Иван Захарович.
Пĕртен-пĕр çыру
Захар Краснов тăшмана хăвăртрах çапса аркатса мăшăрĕ, ачисем патне таврăнма ĕмĕтленнĕ. Шел, унăн шухăш-тĕллевĕ пурнăçланайман, хăй фронта кайсан çуралнă ывăлне те курайман вăл, пĕчĕкскере ăшшăн ыталаса утьăкка сиктереймен. Захар Васильевич 1897 çулта Вăрманкасра çуралнă. «Атте Вăрнарти ĕç артелĕнче пуçлăх пулăшуçинче ĕçлетчĕ. Каярахпа ăна пуçлăха куçарчĕç. Çавăнпа аттене бронь панă. 1942 çулта атте вăрçа хăйĕн ирĕкĕпе кайрĕ. «Капла май килмест. Эпĕ, 45-ри арçын, ыттисем вăрçăра çапăçнă чухне кунта ларма пултараймастăп. Ачасене лайăх пăхса усра», — терĕ вăл аннене. Хăй маларах çар комиссариатне кĕрсе фронта яма ыйтса çырнă. Çапла атте вăрçа кайрĕ. Анне, йывăр çын, тăватă ачипе тăрса юлчĕ», — иртнине куçĕ умне кăларчĕ Иван Краснов.
Вăрçă ачи ашшĕнчен пĕртен-пĕр çыру килнине астăвать: «1943 çул пуçламăшĕнче çырнăччĕ ăна. «Эпир халĕ Сталинград патĕнче. Тăшманпа çапăçатпăр. Нимĕç бомба айне тăвать, пире куç уçма та памасть. Мĕнле те пулин чĕрĕ юласчĕ, киле таврăнса ачасене тĕрĕс-тĕкел ӳстересчĕ», — тенĕччĕ унта. Атте çырăвне васкаса çырни сисĕннĕччĕ. 1943 çулхи нарăс уйăхĕнче атте хыпарсăр çухални çинчен хут илтĕмĕр. Унта çывăх çыннăмăр пирки рядовой тесе палăртнăччĕ. Çапах пирĕнтен темиçе ял урлă пурăннă, аттепе пĕрле ĕçленĕ тата унпа пĕрле çапăçнă çын вăл пулеметчиксен командирĕ пулни пирки каласа кăтартнăччĕ. Çапла, эпĕ пулеметчик ывăлĕ. Шел, атте ăçта тата мĕнле вилнине, ăна ăçта пытарнине халĕ те пĕлеймерĕмĕр. Атте вăрçа кайнă хыççăн çуралнă шăллăм — çар çынни. Вăл та, эпĕ те мĕнле кăна архива ыйту ярса шырамарăмăр пуль, нихăшĕнче те «хыпарсăр çухалнă» тенисĕр пуçне татăклă хурав параймаççĕ», — ватă çыннăн куçĕ шывланчĕ.
Чăваш Республикин Астăвăм кĕнекинче те Захар Краснов пирки «хыпарсăр çухалнă» тесе палăртнă. Унăн ячĕ-хушамачĕ Вăрнар районĕнчи Вăрманкас ялĕнчи Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çапăçнă çынсене халалласа лартнă палăк çинче пур. Çапах тăшмана хирĕç тăнă çыннăн ачисемпе тăванĕсем фронтовикăн вил тăприне тупса ун умĕнче пуç тайма май килменшĕн пăшăрханаççĕ.
Йытăсем мар, кашкăрсем
«Анне колхозра ĕçлетчĕ. Ир-ирех тухса каятчĕ те çĕрле çеç таврăнатчĕ. Эпир ăна курман та. Шăллĕ вăрçа кайсан анне кукамая пирĕн пата илсе килчĕ. Ир-ирех тăратса çум çумлама, утă çулма илсе каятчĕç. Эпир, ачасем, çурлана лайăх тытма пĕлместĕмĕр, алăсене каса-каса яраттăмăр. Пучахсене хăварма юрамастчĕ. Ӳкнĕ тырра пĕрчĕн-пĕрчĕн пуçтараттăмăр. Кунĕпе тырă выраттăмăр, авăн çапма каяттăмăр. Кĕлте сĕтĕреттĕмĕр. Ун чухне районĕпе те 2 молотилка çеçчĕ, вĕсем черетпе кашни яла çитетчĕç, пĕр колхозра икĕ кун ĕçлетчĕç. Тырă вырмалли лаптăка тем сарлакăш виçсе парса хăваратчĕç. Эпир, 8-9 çулсенчи ачасем, ывăнаттăмăр, пилĕк çав тери ырататчĕ. «Айтăр, ачасем, путенене тытса юлмалла. Часрах тырă вырар», — йăпататчĕ анне. Путене ана вĕçĕнче-мĕн, ăна тытас тесе тăрăшса ĕçлетпĕр. Ана вĕçне çитетпĕр те — нимĕн те çук. «Путене тарса ĕлкĕрчĕ-шим?» — тĕлĕннĕ пек пулатчĕ анне. Пире çапла йăпатса ĕçлеттеретчĕ. Анне конюх пулнă май лаша пăхатчĕ, çав хушăрах колхозра ĕçлекенсем валли апат пĕçеретчĕ. Пире, 5 ачине, тăрантармалла вĕт. Паллах, эпир аннене пулăшнă. Черет çитсен эпĕ те лаша пăхма каяттăм. Ун пек кунсенче мана кăштах пăтă тата пĕр татăк çăкăр парса хăваратчĕç. Çакă та пысăк савăнăç пулнă!» — калаçăва тăсрĕ Иван Захарович.
Вăрçă вăхăтĕнче ӳснĕ ытти ача пекех, вĕсем те курăк пайтах çинĕ. Малалла вулас...
Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА
Комментировать