Пилӗк кушак
Пирĕн çемье чĕр чунсене юратать, пуринчен ытларах — кушаксене. Вĕсем пурĕ пиллĕкĕн. Кашни хăйне майлă. Поля — чи асли. Вăл хăйне тытнине юратмасть, кунĕпех чӳрече янахĕ çинче çывăрма пултарать. Питĕ сыхă кушак, Кантăр тĕслĕ, хитрескер.
Уля питĕ лăпкă. Вăл ăслă, анне ăна ватă çын пек тет. Тирпейлĕ, пысăк симĕс куçлă. Шăши нумай тытать. Урама тухас килсен алăк патне пырать те ачашшăн макăрать, вăл аннен юратнă кушакĕ.