соцпроект
Ашшӗне уй хапхи тăрринче кӗтсе ларнӑ
Ача кĕтекен Еленăн пĕр кунхине тăрук юн кайма пуçланă. Мăшăрĕ Дмитрий Морозов ăна лав çине хунă та Ишлейри больницăна çул тытнă. Анчах тухтăрсем патне илсе çитереймен — арăмĕ çул çинчех сывлама пăрахнă. Арçын лашине каялла çавăрнă, çул тăршшĕпех макăрса пынă. Яла кĕрсен, килĕ умне çитсен, тăлăха юлнă пĕчĕк хĕрĕсемшĕн хурланса кăшкăрса йĕнĕ. Ун чухне асли Зоя — 6 çулта, кĕçĕнни Роза 2 çулта пулнă. Халĕ Роза Морозова — 83-ре, çуралса ӳснĕ тăрăхĕнчех, Красноармейски районĕнчи Кушкă ялĕнче, пурăнать.