Айăплă мар вăл
Тĕнче пысăк. Унта пĕр вăхăтрах темĕн те пулса иртет: савăнмалли те, кулянмалли те, макăрмалли те. Çак тĕрлĕ енлĕ туйăмсене кашни хăйне май чăтса ирттерет. Эпир ытларах çĕнтерÿçе, мала тухакана куратпăр, парăннин, выляса янин ăшĕнче мĕн пулса иртнине тепĕр чух асăрхамастпăр та. Çакăн пек вылявлă туйăм тараси таçта та, уйрăмах ĕçре, спортра, пурлăх шайĕнче сисĕнет. Искусствăра та çавах. Çитĕнÿ туса çĕкленÿллĕ кăмăлпа ĕçлекен çумĕнче тепри, кĕвĕç чунли, тупăнатех çав.