Пин-пин йĕп «тыткăнĕнче»

21 Кăрлач, 2019

Çĕнĕ çула кĕтсе илессипе çыхăннă уяв асамлăхĕ сĕвĕрĕлсе те ĕлкĕреймерĕ — Кăшарни çитсе те тăчĕ. Урамра-и, транспортра-и е интернетри социаллă ушкăнсенче чи çивĕч тема паян — кам ăçти вакка, миçе хутчен чăмни-чăмассине, çавна май кам хăйне мĕнлерех туйнине сÿтсе явасси.
Халăх кăмăлне шута илсе православи тĕнĕн пысăк уявĕ тĕлне пăрлă шыва кĕрсе чунпа тасалмалли ятарлă вырăн республикăра йышлансах пырать. Чăн та, хăтлă купеле çитсе йĕпенме шикленекенсенчен хăшĕ-пĕри ку яхăнта сивĕ шыв витрине пуç çийĕн ÿпĕнтерĕ.

Хĕллехи тапхăрта пăрлă шыва кĕрессине кулленхи пурнăç йĕркине кĕртнисем Кăшарние мĕнлерех кĕтсе илеççĕ-ши? Уяв кунĕнче кăнтăрлахи апат тĕлĕнче Шупашкарти Арçынсен мăнастирĕ çывăхĕнче уçăлса çÿрекенсем çакăн çинчен пĕлĕçех, «моржсен» чун хавалĕнчен тĕлĕнĕç те. Çуллахи пек тăхăннă арçынсемпе хĕр-хĕрарăм ушкăнĕ Атăл кÿлмекĕ таврашĕнчи Чиркÿ çулĕпе Анне палăкĕ еннелле чупса килнине курсан, ан иккĕленĕр, ăс-тăн тĕлĕшĕнчен йĕркеллĕ-ăслă çынсенех хирĕç пулатăр. Республикăри паллă палăк умĕнче сăн ÿкерĕнĕç те килнĕ çулпа Атăл çыранĕ еннеллех васкĕç. Унта вакка чăмса пĕр хушă «ăшăнĕç»: шывра шÿтлĕç-кулĕç, юрă çаврăмĕ шăрантарĕç. Çакăн хыççăн Моржсен çуртĕнче чей ĕçĕç те малалла ăшăнма саунăна кĕрĕç. Унтан каллех — пăрлă шыва! Çапла — виçĕ хутчен: йăлтах Кăшарни çирĕпленнĕ йăлипе килĕшÿллĕн. Вулаканăм, моржсем санăн тата ытларах пĕлес кăмăл çуралчĕ-и? Эппин, диктофонпа фотоаппарат илер те юр-пăр айне пулнă Атăл хĕррине çитсех килер.

Аквайсерсен йышĕ ÿссех пырать

Республикăри чи анлă юхан шывăн илемĕпе тыткăнлакан Мускав çыранçийĕн пĕр кĕтесĕнче, Арçынсен Çветтуй Троица православи мăнастирĕн çывăхĕнче, Моржсен çурчĕ вырнаçнă. Ку хутлăхра çырана вăйлă çилпе пысăк хумсенчен ятарласа картланă: сывлăхне пăрлă шыва кĕрсе пиçĕхтерекенсемшĕн хăрушсăрлăх йĕркине шута илни пĕлтерĕшлĕ. Инкек-синкекрен хÿтĕленесси шăпах çак вырăнта Чăваш Енри аквайсерсен /пăрлă шывра ишекен спортсменсен/ уçă чемпионачĕсем иртнипе те çыхăннă.
Спортсменсем тенĕрен, республикăри опытлă моржсенчен хăшĕ-пĕри вакка кăмăлне çирĕплетессишĕн кăна чăммасть, Раççейри е ют çĕршывра иртекен тĕрлĕ ăмăртăва та хутшăнать. Эппин, хĕллехи уçă вырăнти ишеве чун киленĕçĕ пек йышăнакансемсĕр пуçне чăн-чăн спорт тĕсĕ шайĕнче хакласа çитĕнÿсем патне ăнтăлакан ентеш йышлă. 6 çул каялла Шупашкарта «Аква-АйСпорт- Чăваш Ен» федераци йĕркеленни те çирĕплетет çакна.
Хальхи вăхăтра 100 ытла çынна пĕрлештерекен федерацие Алексей Лисов ертсе пырать. Шывра ишессипе ача чухнех туслашса тĕрлĕ ăмăртăва хутшăннă хастар çак çулсенче хăйне евĕр спортра сахал мар çитĕнÿ тунă.
— Пĕр класра вĕреннĕ тусăмсем пăрлă шыва манран маларах кĕме пуçланăччĕ, ăмăртусене хутшăнатчĕç. Пĕррехинче мана та Мари Элта иртекен чемпионата йыхравларĕç. Килĕшрĕм. Çыран çинче пăхса тăма кайнă-им? Тупăшăва эпĕ те хутшăнтăм, темиçе дистанцире малти вырăна тухрăм. Тусăмсем шÿтле-шÿтлех: «Кам хушнăччĕ-ха пире сана чĕнме?» — терĕç. Маларах вĕсем мана Кăшарни уявĕнче вакра чăмпăлтатма йыхравланăччĕ. Пĕрремĕш хут чăмни килĕшменччĕ. Ара, вĕтĕ тÿмеллĕ кĕпепе кайнă та — шăннă чухне сĕлĕ пĕрчи пекскерне пÿрне тытма-и! Паллах, шăл çумне шăл перĕнми чĕтренипе, пин-пин йĕп «тыткăнĕнче» пулнипе асра юлчĕ çав самант. Кайран хăнăхрăм. 2013 çултанпа, шăпах федераци йĕркеленнĕ кунран пуçласа, пăрлă шыва тăтăш кĕме тытăнтăм, — каласа кăтартать Шупашкарти моржсен хальхи вăхăтри ертÿçи.
Хĕллехи ишевпе сывлăх тĕреклетĕвĕн федерацийĕ «АквАйСпорт» Чăваш Енри моржсен мĕн пур ушкăнне пĕрлештерет. Вăл йĕркеленсенех ăна ертсе пыма Татьяна Александровăна — аквайспорт енĕпе тĕнче виçĕ хут чемпионкине — суйланă. Çак тапхăрта вăл пирĕн тăрăхри моржсемшĕн, уйрăмах хĕрарăмсемшĕн, чăннипех тĕслĕх пулса тăнă. Чукоткăра Семен Дежнев сăмсахĕнче шыва Чăваш Ен ялавĕпе кĕрсе Аляска çыранĕ çине тухнă /шыв температури нихăш тĕлте те 10 градусран ытла ăшă пулман/ харсăр чăваш хĕрĕ. Çак кунсенче вăл — Сочире. Кăçал пуш уйăхĕнче Шупашкара çĕршыв тĕп хулинчен «Поедем, поедим!» телепрограмма /НТВ канал/ черетлĕ кăларăмне ÿкернĕ чухне Джон Уоррен ертÿçĕ Татьянăн çитĕнĕвĕсенчен тĕлĕнмеллипех тĕлĕннĕ.
— Эпир те тĕлĕнетпĕр, — терĕ 11-мĕш хĕл Атăлта шыва кĕрекен Ольга Мочалова. — Эпĕ питĕ хăвăрт шăнаттăм. Çулталăкри сивĕ тапхăра кăмăлламастăм. Çак çул çине çавăнпах тăтăм та. Хушăран вак патне пыриччен кăмăла вăрах çавăрма тиветчĕ. Таня çине пăхаттăм та «сивве чăтма çуралнă пуль» теттĕм. «Манăн та ăшă тумтире хывас, сивĕ шыва чăмас килменни пулать. Туйăм хыççăн каймастăп, çитĕнÿ тăвас тесен самантлăх та чарăнса тăма юрамасть — çавна ăнланатăп та...» — те мана лăплантарассишĕн, те чăннине каласа йăл кулчĕ спортсменка. Тунмастăп: унăн сăмахĕсем ырă витĕм кÿчĕç. Ăмăртусене çÿремелĕхех «пиçсе çитеймерĕм» пулин те сивĕ кĕлеткене чĕпĕткеленине хăнăхрăм, касса вĕрекен çиле те аванах йышăнатăп халĕ, — терĕ Кă-шарнире тусĕсемпе пĕрле вакка чăмса курнă хыççăн çуллен хĕлĕпе Атăлта чăпăл тăваканскер.
Сăмах май, Ольга кирек хăçан та йăл кулса çÿренĕрен, уçă кăмăллă пулнăран федерацире ун пирки «пирĕн çутă хĕвелĕмĕр» теççĕ. Хăйĕн ĕçтешне Вера Крыловăна пĕррехинче: «Кайрăмăр манпа!» — тенĕ вăл. Юлташу хăвăнтан та лайăх пултăр теççĕ-и? Вера вутăш пулсах çуралнă тейĕн: часах ăмăртусене хутшăнма та пуçланă. Ку хĕл те çитĕнÿпе хавхалантарнă ăна: раштав уйăхĕнче Арзамасра иртнĕ чемпионатра 100 метр дистанцие хĕрарăмсенчен пĕчченех ишсе тухса ăста аквайсер пулнине ĕнентернĕ.

Вакра — çемйипех!

Алексей Владимирович ертÿçĕ пулăшнипе моржсемпе малалла палашатпăр.
— Çемйипе çÿрекенсем те пур терĕр, хăвăр та кил-йышпах сивĕ шывра ишетĕр-и? — 2013 çулхи раштав уйăхĕнче Раççей хулисен Хĕллехи ишев 2-мĕш Кубокĕнче Атăлта 1000 метр ишсе рекорд çапнă ертÿçĕрен ыйтмасăр чăтаймастăп. Малалла вулас...

www.hypar.ru

Ирина ИВАНОВА. О. ЗАЙЦЕВА архивĕнчи сăн ÿкерчĕк.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.