Пăлхав
"Каганлăх тĕпренчĕкĕ" роман сыпăкĕсем
ПĔРРЕМĔШ ПАЙĔ
Уесран килнĕ çирĕме яхăн стражник мăйăхне çил хăванла чăнк пĕтĕрнĕ уретник ертсе пынипе Тăрăна тул çутăлас умĕн пырса кĕчĕç. Хурал пÿртне хупса хунă пуçлăхсене кăларса вĕсем таврари ялсене саланчĕç. Пăлхава пуçаракан çынсем çинчен стражниксене элеклесе паракансем, яланхи пекех, туххăм тупăнчĕç. Хĕвел тухнă тĕле вун сакăр чăваша влаçа хирĕç тăнă тесе вулăс кантурĕ умне пырса пăрахрĕç.
Становой пристав, Калабанов хушаматлăскер, лутра пÿллĕ, кукăр ураллă, хĕсĕкрех куçлă мăнтăркка çын, выртакан хресченсене пăхса çаврăнчĕ, ÿпне выртакансене тапса çавăрчĕ.
— Азиатсем, инородецсем, патак сахал çитернĕ сире! — пĕр урам çухăрашрĕ вăл. — Упăтесем! Пăлхав çĕклесшĕн апла! Влаçа хирĕç тăма ăс çитертĕр пулать! Ним латсăр сăнăрсене курсан — хăсас килет, шуйттан та сиртен илемлĕрех! — умĕнче выртакан хресчене тапрĕ пристав.
— Хăвна тĕкĕрте курнă-и эс? Каснă лартнă вăрă-хурах! Эпĕ — вырăс, сăн-пите Турă панă. Санăн туту-çăвару та чалăш, куçу та хĕсĕк. Ылханлă Тугарин-Çĕлен йăхĕнчен пулни тÿрех паллă. Йăх-ях несĕлÿсене пирĕн асаттесем хăй вăхăтĕнче ăса лайăх вĕрентнĕ. Халĕ хăвна çын пек туякан пулнă, — кулса ячĕ аллисене хыçалалла туртса çыхнă Никита Кузнецов. — Тупăннă ăратлă вырăс!
Хыпса илнĕ пристав тимĕрçĕне таканлă аттипе кĕрĕслеттерчĕ те пырне хаяр пăрăç ларнăн питне-куçне вылятса крыльца çине хăпарчĕ. Кантура кĕрсе пĕр курка шыв лăнклаттарсан кăшт лăпланчĕ. Хыçлă пукан илсе тухрĕ, урине явса ларчĕ: сăн-пичĕ чултан касса кăларнăн, хĕсĕк куçĕ ху-пăнсах ларнă — влаç çынни!
— Кашнине аллăшар хут çапăр. Çавна, калаçма ытла юратакана, вунă
теçетке те шалкă мар. Пакăлтатма вĕреннĕ, пыйтă, — тимĕрçĕ çине кăтартрĕ вăл стражниксене.
Лешсем йăпăр-япăрах вăрăм сак илсе килчĕç, кĕпине çурса, пилĕк таран салтăнтарса, Кузнецова вырттарса çыхса хучĕç.
— Курса тăр, хура халăх! Влаçа хирĕç тăрсан мĕн пулать — пĕлĕр! — кăшкăрчĕ уретник пуçтарăннă çынсене. — Пар-ха мана, кăтартам мĕнле çапмаллине! Алăсене те хăнăхтарсах тăмалла! — каппайчăк уретник имшеркке стражникрен пиçĕ хурăн хулли илчĕ, тимĕрçĕн çара çурăмĕ çине лачлаттарса сурчĕ те сулăнса-тăсăлса, ухлатса илсе пĕррех çатлаттарчĕ. Сывлăша çурса шăхăракан хулă çара ÿт çине хĕрлĕ йĕр хăварчĕ. Уретник тепре сулса çапрĕ, унтан — тата, тата. Тимĕрçĕ çурăм çинче юнпа тулнă ултă енлĕ хĕрес ÿкерĕнчĕ.
— Ак çапла, Турра асăнса, хĕрес хывса пуçлар ăса кĕртме, — уретник лĕнчĕрленнĕ хулла ывăтса ячĕ, витрере йĕпенсе тăракан çыхăран тепĕрне илсе стражнике тыттарчĕ. — Малалла эсĕ ĕçле, ачам. Шалу ахаль тÿлемеççĕ сана. Мĕнлерех çапмаллине пурте куртăр-и? Çакă ĕнтĕ вăл — тип мунча!
— Хитре! Аллу пырать. Чиркÿсем тăрăх иккун сăрласа çÿрекен манах та пултараймасть кунашкал. Питĕ хитре пулса тухрĕ. Картинкка. Пăхса тăма та кăмăллă, — мухтаса илчĕ ăна кăмăлĕ таврăна пуçланă пристав. — Тата мĕн ÿкерсе кăтартан?
— Ку ухмах чăтаймасть ун аллине. Вилсе кайĕ те каторга çăтмахне те курса ĕлкĕреймĕ. Стражник вĕрентĕр, ăсталăхне ÿстертĕр, — терĕ приставпа юнашар тă-ракан Пичугин тиек.
Ăнсăртран лекмен вăл ку яла — Теччĕ уес управинче хырçă пуçтарас енĕпе ырми- канми тăрăшать. Вунă çул каялла алли кукăр пулнăшăн Чĕмпĕрти кĕпĕрне управинчен Течче ярсан, уесăн çак чи инçетри тăрăха хăй суйласа илнĕччĕ вăл. Кунти çĕрсем хура тăпраллă, хресченĕсем те тĕпрен илсен ытла чухăнах мар, çитменнине — пуçлăхсене шанма хăнăхнă. Ултала та ултала вĕсене, нимĕн те сисмеççĕ. Тата мĕн кĕтмелле инородецсенчен? Ахальтен мар çурма этемсем.
Теччĕре ĕçленĕçем чăваш-тутара çын вырăнне хума пăрахрĕ Пичугин. Вунă çул çаратса пурăнчĕ вăл хресченсене, Калабанов приставпа ытти хăш-пĕр пуçлăха явăçтарчĕ, пая кĕртрĕ. Сахал мар ĕç турĕç вĕсем. Ултавпа илнĕ мулăн ытларах пайĕ Пичугин кĕсйине кĕрсе пычĕ. Хăйĕнпе пĕр каварлисене те уямарĕ — май пур чух улталарĕ. Халиччен пурте йĕркеллех пычĕ, халĕ акă ун пăтранчăк ĕçĕсем тăрă шыв çине тухас хăрушлăх тухса тăчĕ. Юрать, тÿрех систерчĕç пăлхав çинчен.
Куракин сĕмсĕррĕн улталаса хăварнă хыççăн тепĕр куннех Карамурза ялне тухса вĕçтерчĕ. Мĕн кирлине ыйтса пĕлчĕ, никама систермесĕр каялла çаврăнса пристав патне кайрĕ. Ăнăçлах пулса пыраççĕ вăл шутланисем. Халăха пăтратакансене тытнă. Ыран вĕсене Хусана ăсатĕç, кайран — Çĕпĕре. Вăрттăн ĕçсем вăрттăнах юлаççĕ. Тупăш илме мĕнле майсем пуррине хăй вăхăтĕнче пристава паллаштарса Пичугин тĕрĕс турĕ. Пурте йĕркеллĕ пулать халь пристав хÿттипе. Алла ал çăвать.
Инкеке сиснĕ пекех, виçĕ эрне каялла Пичугин ĕçлеме урăх уеса куçасси пирки калаçса татăлнăччĕ. Кирлĕ çынсене укçа та чышма тиврĕ — чылай расхутланчĕ тиек. Куçса ĕлкĕреймерĕ — пăтăрмах сиксе тухрĕ. Улталани-çаратнине кĕпĕрнере пĕлмерĕç, Турра шĕкĕр. Вăхăтра ĕлкĕрчĕ пристав, халĕ хресченсенчен нихăшĕ те сăмах та чĕнмĕ. Ĕç-пуç лăпланса çитессе кĕтмелле те — урăх çĕре куçсан тепĕр çур çултан каллех çанă тавăрса ĕçе пикенмелле. Малалла вулас...