Archive - 2019

февраль 14th

Надежда Краснова шкулсăр пурăнаймасть. Пĕлÿ çуртне кашни кун сукмак такăрлатни уншăн сывлăш евĕрех. Вĕренÿшĕнех унăн кăмăлĕ çĕкленет. Шкулти мероприятисене пула малалла утма вăй пухăнать.

«Асамат кĕперĕ»

Пурăннă пулсан пирĕн ентеш Алексей Баланов кăрлач уйăхĕн 28-мĕшĕнче 41 çул тултарĕччĕ. 2000 çулхи çурла уйăхĕнче унăн çамрăк чĕри тапма чарăннă. Ку инкек «Курск» К-141 атомлă карап çинче пулнă.

— Чăвашла вĕренме йывăр мар. Кăркăс тата чăваш чĕлхисенче пĕрпеклĕхсем пур. Тĕслĕхрен, «аппа». Ман тăван чĕлхере вăл «анне» тенине пĕлтерет, «атте» кăркăсла «ата» пулать.

Иртнĕ шăматкун, нарăсăн 9-мĕшĕнче, Патăрьелте чаплă туй кĕрлерĕ. Унăн евчи — «Çамрăксен хаçачĕ». Шăпах пирĕн кăларăм пулăшнипе паллашнă хĕрпе каччă çемье çавăрчĕç.

«Сире таçта курнă пек…»

Пукане театрне юмах курма килнĕ ачасемшĕн сцена çинче пулса иртни — чăн-чăн асамлăх. Паян эпир ăна хатĕрлекенсем патне Шупашкарти Пукане театрĕн чаршавĕ хыçне кĕрсе курăпăр. Бутафори цехĕнче ятарлă вырăнта пуканесем çакăнса тăратчĕç — вĕсене кунта юсама илсе килнĕ.

Етĕрне районĕнчи Чурпай ялĕнче пурăнакан Верăпа Иван Охтеровсем пирки тĕслĕх çемье тесе каларĕç. Çамрăк мăшăр 5 ачана кун çути парнеленĕ.

февраль 13th

Pages