Трак енсене шапăртăк чапа кăларнă

19 Чÿк, 2019

Купăс çук чухне мĕн тумалла? Ушкăнпа пĕрле пĕр харăс, пĕр кĕвĕллĕ тăпăртатса ташламалла. Çапла тунă та чăваш хĕрарăмĕсем. Сăмахăм «Трак ен» халăх фольклор ансамблĕн «Шапăртăк» ташши çинчен. Вăл Красноармейскисен визит карточки пекех.

«Чим-ха, кунта пĕр çаврăм сиксе юлнă»

«Ĕлĕк хĕрарăмсем ĕçкĕ-çикĕре купăс çук чухне шапăртаттарса ташланă. Трак тăрăхĕнчи ялсенче ватăсем ку ташша ташласа кăтартнине виçĕ хутчен çырса илнĕ эпĕ. Чи малтан Яманакри Анфиса Форверц кăтартнăччĕ ăна. Каярахпа Васнарта тата Карай тăрăхĕнчи ватăсем ташланăччĕ. Пурте пĕр хусканусенех тăватчĕç. Ăна эпир хамăр ансамбльпе 1998 çултанпах ташлатпăр. Халĕ те лайăх йышăнать ăна халăх», — çапла пуçларĕ калаçăва Красноармейски районĕнчи культура çуртĕнчи «Трак ен» халăх фольклор ансамблĕн концертмейстерĕ, ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Николай Никоноров. Сăмах май, асăннă пултарулăх ушкăнĕ 1999 çулта Нестер Янкас премине тивĕçнĕ, 2001 çулта ăна халăх ятне панă. «Трак ен» халăх фольклор ушкăнне 1997-2014 çулсенче Николай Михайлович ертсе пынă. Халĕ ертÿçĕ тилхепи унăн мăшăрĕн Антонина Николаевнăн аллинче.
Николай Никоноров пĕлтернĕ тăрăх, Красноармейскисен авалхи йăли-йĕркине, пултарулăхне тĕпе хурса Чăваш патшалăх юрăпа ташă ансамблĕ те «Шапăртăк» ташшине ташлама тытăннă. «Н.Жиганов ячĕллĕ Хусан патшалăх консерваторине пĕтернĕ хыççăн хамăр тăрăхра ĕçлеме пуçларăм. Пĕчĕккĕн ĕçе кÿлĕннĕ май Трак енчи авалхи юрăсене пуçтарас енĕпе экспедицисем йĕркелерĕм. Пирĕн ушкăнра видеооператор та, чăваш чĕлхипе литературин вĕрентекенĕсем те пурччĕ. Эпир Пайсупин, Алманч, Карай, Яманак ялĕсенчи ĕлĕкхи юрра-ташша çыра-çыра илтĕмĕр. Ял-ял тăрăх пĕччен те пайтах çÿренĕ эпĕ. Калăпăр, «Матьшу пусси» юрра мана Пайсупин ялĕнче юрласа кăтартнă. Аннерен Александра Гавриловнăран чылай юрă çырса илтĕм. Анне чĕрçи çинче тĕпренчĕкĕсене сиктерсе ларнă чухне чăваш халăх юррисене шăрантарни халĕ те асрах. Пĕррехинче каçхине аннерен «Шур тутăрне» халăх юррине çырса илтĕм. «Чим-ха, çавăнта тепĕр çаврăм манса юлнă», — терĕ вăл тепĕр кунхине. Унăн юррисем çыпăçуллăччĕ. Фольклор ушкăнĕ эпĕ ĕçлеме пуçланă чухне «Йыхрав» ятлăччĕ. Пуринпе те килĕшсе ăна «Трак ен» тесе улăштартăмăр. Вăл Трак тăрăхне палăртать. Çав вăхăтрах халăх пултарулăхĕн арчи пулса тăрать», — паллаштарчĕ Николай Михайлович. Николай Никоноров паян «Трак ен» фольклор ансамблĕпе кăна ĕçлемест, Красноармейски салинчи культура çуртĕнчи халăх хорне те ертсе пырать. Вĕсем республика шайĕнчи тĕрлĕ конкурса тăтăшах хутшăнаççĕ, малти вырăнсене йышăнаççĕ.

80 çултан каçнă «ахахсем»

«Эпĕ Патăрьел районĕнчи Кĕçĕн Арапуç ялĕнче çуралнă. Шкул сцени çинче юрланă. Хирти Пикшик шкулне пĕтернĕ хыççăн Шупашкарти Ф.Павлов ячĕллĕ музыка училищинче пĕлÿ илтĕм. Дипломлă специалист пулса тăрсан Шупашкарти Калинин районĕнчи ачасен пултарулăх çуртĕнче ĕçлерĕм. 2003 çулта Шупашкарта пулас мăшăрăмпа Николайпа паллашрăмăр. Тепĕр çур çултан вăл Тюмень тăрăхне ĕçлеме тухса кайрĕ. Çулталăкран мана та чĕнсе илчĕ. Эпир унта Тюмень тăрăхĕнчи чăвашсен «Тăван» пултарулăх ушкăнĕпе ĕçленĕ. Унтах çемье çавăртăмăр. 2006 çулта ача çуралчĕ. 2007 çулта Красноармейскине таврăнтăмăр, «Трак ен» фольклор ансамблĕнче юрлама тытăнтăмăр. 2014 çулта мана çак ушкăна ертсе пыма шанчĕç. Упăшкапа икĕ ывăлпа пĕр хĕр çитĕнтеретпĕр. Вĕсем те юрлама, ташлама кăмăллаççĕ. Тĕрлĕ конкурса хутшăнса хăйсен пултарулăхне ÿстерсе пыраççĕ. Хăй вăхăтĕнче эпир çемье ансамблĕпе те сцена çине тухнăччĕ. Манăн атте купăс каланă. Унăн йăмăкĕсем те музыка енĕпе ăста. Анне те юрлама юратать. Унăн сасси питĕ хитре. Юбилейре авалхи юрра шăрантарчĕ. Юлашки вăхăтра анне юрланине илтменччĕ. Тĕлĕнсех кайрăм. «Ай-яй, сасси уçă», — терĕ Николай та. Мăшăр пĕр ĕçре ĕçлени питĕ лайăх. Эпир яланах пĕр-пĕрне ăнланса, пулăшса, хавхалантарса пыратпăр. «Трак ен» ансамбле 19 çын çÿрет. Чи асли кăрлачра 86 çул тултарать. Вăл — Гурий Дубров. Гурий Егорович ансамбле мĕн йĕркеленĕренпех килет. Сцена çинче кăмака питлĕхĕпе ташлакан Зиновий Петров — 82 çулта. Гурий Егорович «Мачьшу пуссине» юрлать. Мĕнле янравлă, илемлĕ унăн сасси. Вĕсем — пирĕн «ахахсем». Ольга Никифоровăпа Леонид Иванов, Ольгăпа Лев Григорьевсем те чылайранпах пирĕн йышра. Эпир тепĕр чухне репетицисене кунĕпех ирттеретпĕр. «Эпир кунта ĕçе килнĕ пек çÿретпĕр», — теççĕ вĕсем. Малашне те авалхи чăваш юррисене çырса илесчĕ. Концерт программине пуянлатма, ташшисене вăйлатма тăрăшатпăр. Çи-пуçа, музыка инструменчĕсене çĕнетес килет. Тĕллевĕ нумай. Пире Красноармейски районĕн администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Кузнецов нумай пулăшса пырать. Нумаях пулмасть баян туянма, костюмсем çĕлетме укçа пачĕ. Концертпа тухса çÿреме автобус уйăрма та шантарать. Эпĕ музыка училищинче вĕреннĕ вăхăтра Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи ялсенче те экспедици ирттернĕ, Кĕçĕн Арапуçĕнче хамăр тăрăхри юрăсене çырса илнĕ. Эпир хушăран хамăр концертсене кĕртетпĕр вĕсене», — калаçăва хутшăнчĕ Антонина Николаевна. Малалла вулас...

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.