100 çулти кинемейĕн юратнă кăларăмĕ — «Дом-2»

15 Чÿк, 2019

«100 çулта сирĕн пек курăнас тесен пурнăçа епле пурăнса ирттермелле? Вăрттăнлăха уçсамăр: тен, сăн-пите çамрăклатмалли маска тăватăр?» — Шупашкарта пурăнакан Клавдия Якимовăран çапла ыйтмасăр чăтаймарăм. «Нимĕнле вăрттăнлăх та çук. Йăлтах çут çанталăк пани. Эпĕ маска мар, хам ĕмĕрте пите крем сĕрсе, тута сăрласа курман», — терĕ вăл.

Икĕ хутчен ăнман

Клавдия Якимова Сĕнтĕрвăрри районĕнчи вырăс салинче Кушникра çуралнă. Çемйи вĕсен пуян та, чухăнах та пурăнман. Ултă ачаран Клавдия — асли, ыттисем — ывăлсем. Арçын ачасенчен пĕри пĕчĕклех вилнĕ. Хĕрача ялти шкула 2 çул кăна çÿренĕ. Вĕренме вăхăт пулман, шăллĕсене пăхма тивнĕ. Колхоза вĕсем тÿрех кĕмен, хăйсен çĕрĕ çинче ĕçлесе пурăннă.

Вăрçă пуçланиччен хĕр тусĕсемпе пухăнса ларма çÿренĕ. Купăс каласа юрланă, ташланă. Капăрланмалли çукки те хавасланма чарман. Клавăн Леша ятлă савни пулнă, унпа 4 çул çÿренĕ. Кайран вăл салтака кайнă. Çав вăхăтра хĕрĕн тепĕр каччă Иван тупăннă. Вăл та хăйсен ялĕнчен, çартан тин кăна таврăннăскер. 1941 çулхи нарăс уйăхĕнче вĕсем çемье çавăрнă. Ун чухне Клавдия 20-ре пулнă. Арăм пулса тăнă хыççăн вара хĕр чухнехи ырлăха хĕрĕх йытăпа та шыраса тупаймăн теççĕ. Хунямăшĕ кинне çав тери юратман. Мăшăра уйăрас ĕмĕтпе пурăннă. Ывăлне вăл пуян арăм тупса парасшăн çуннă. Чăнах та, 6-7 уйăх пурăннă хыççăн пысăк хырăмлă Клавдия тăван килне таврăннă.

Вăрçă вăхăтĕнче Клавдия Ивановна конюх пулнă. Икĕ шăллĕ фронта тухса кайнă, пĕри кăна чĕрĕ-сывă таврăннă. «Эпир çĕрле çывăрса курман, çи-пуçа хывса выртман. Пирĕн вăхăтра йăлтах алă вĕççĕн акнă-вырнă пулин те çĕре хальхи пек пушă вырттарман. Кăнтăрла халăхпа тан уйра ĕçленĕ, çĕрле лаша пăхнă», — аса илчĕ тыл ĕçченĕ. Окоп чавма вĕсене Куславкка районĕнчи Тĕрлемес тăрăхне илсе кайнă. Ун чухне Клавдия ача кĕтнĕ. Хĕрарăмсем декрет мĕнне пĕлмесĕр ĕçленĕ. «Ларса кан-ха», — тесе хĕрхенекен те пулман. Кĕç-вĕç çăмăлланма вăхăт çитсен тин Клавдийăна киле янă. Унччен вара окоп чавма ирсерен уй тăрăх 4 çухрăм çуран утнă, çын патĕнче хваттерте пурăннă.

Вăрçăран таврăнсан 1946 çулта Иван иккĕмĕш хут авланнă, тепринпе те вăл лайăхах пурăнман. Амăшĕн ĕмĕчĕ пурнăçланман — тепĕр кинĕ те пуянах пулман. Иван сутуçăра ĕçленĕ чухне Клавдия унпа тĕл пулас мар тесе лавккана çÿремен, амăшне янă. Иван пĕрремĕш арăмĕнчен çуралнă ывăлне йышăнман, унпа хутшăнман, çапах укçа паркаланă.

Пĕрремĕш савнийĕ, салтака ăсатнă Леша, вăрçă пуçланнă çулах пуç хунă. Клавдия ăна юратнă. Ывăл çуратсан унăн ятне панă.

Иван авланнă хыççăн Клавдия та хăйĕн пурнăçне çĕнĕрен йĕркелеме тĕв тытнă. Авланса уйрăлнă арçын ачаллă хĕрарăма пĕрле пурăнмашкăн ÿкĕте кĕртнĕ. Çапла майпа Клавдия Ивановна иккĕмĕш хут качча тухнă. Анчах 11 уйăх пурăннă хыççăн вĕсен çулĕсем юпленнĕ. Клавдия упăшки патĕнчен 2 уйăхри хĕрне йăтса тухса кайнă. Хальхинче пĕрремĕш арăмĕ вĕсен хушшине кĕнĕ. Упăшки пулнăскере каялла тавăрас тесе юмăçа та чупнă имĕш, çапла унăн пуçне çавăрнă. Клавдийăн пепки çулталăк та çичĕ уйăхра шалкăм çапнипе вилнĕ.

Çав çулсенче Клавдия Якимова мĕн тÿснине тавçăрасси кăна юлать. Кун пирки вăл халĕ те чунне ыраттармасăр аса илеймест: «Икĕ хутчен арçынпа пурнăç тума тăтăм, нихăшĕнпе те ăнмарĕ. Мĕн чухлĕ макăрнă пуль? Мĕн тери йывăр пулнă… Ĕмĕрĕме пĕчченех ĕмĕрлерĕм».

«МăВăДра» ĕçлетĕп!»

1951 çулта ывăлне амăшĕпе хăварса /ун чухне ача 2-мĕш класра вĕреннĕ/ Шупашкара ĕç шыраса килнĕ. Иккĕмĕш сыпăкри аппăшĕ ШĔМре — штукатурта, унăн упăшки хуралçăра вăй хунă. Вĕсем Клавдия пирки пуçлăхпа калаçнă та ăна кăмака хутмашкăн ĕçе йышăннă. Çулла вара ШĔМĕн стройкинче тăрăшнă. Кирпĕч турттарнă, çуртсем çĕкленĕ, штукатурка тунă, акшарпа шуратнă... Кайран министерство çуртне тирпейлÿçе илнĕ ăна. Кунта та мĕн кăна пурнăçлама тивмен? Титан вĕретнĕ, столовăйра пуçтарнă, вутă турттарнă, хатĕрленĕ... Шалу лайăх тÿленĕ. Оклад — 45 тенкĕ. Ĕçе ирпе е каçпа кайнă, кăнтăрла — килте. Вăл пуçлăхсен — министрсен, заместительсен, генералсен — пÿлĕмĕсене тасатнă. Ывăлне вара 5-мĕш класа каймашкăн хулана илсе килнĕ.

Клавдия Ивановна халĕ те яштака та çÿллĕ. Çамрăк чухне мĕнле илĕртÿллĕ пулнă-тăр? Çавăнпах тĕлĕннĕ: «Мĕншĕн эсĕ пĕччен? Кĕлеткÿ те пур, сăну та». Вăл ĕçленĕ вырăнта та арçын сахал мар пулнă-çке. «Эпĕ хулана килнĕ чухне 30-таччĕ, çамрăк, вăй питти. Унти арçынсем — пакунпа, эпĕ — швабрăпа. Юратуллă хутшăну пуçарма вăтаннă. Пĕр-пĕр бухгалтер е секретарь пулас тăк, тен, урăхларах туйăттăм хама. Эпĕ ывăлшăн пурăнтăм. Ют арçын ăна кÿрентересрен шикленсе никампа та çемье çавăрмарăм. Çапах эпĕ питĕ кăмăллă, мана капла та хисепленĕ, пулăшнă. Малтан пÿлĕм пачĕç, кайран виçĕ хутчен хваттер улăштартăм. Яланах мухтав хучĕпе чысланă, манăн сăна хисеп хăми çине виçĕ хутчен çакнă. Медаль те нумай», — аса илчĕ ĕç ветеранĕ.

Вăл пĕрре кĕнĕ ĕç вырăнĕнчен ниçта та кайман, çавăнтах ĕмĕрленĕ. Ĕç кĕнекинче мĕнле должноçа куçарни пирки мар, наградăсем илни çинчен çырни ытларах. Çавăнпа ăна ШĔМ ĕçченĕсем халĕ те астăваççĕ. 100 çулхи юбилей ячĕпе те саламлама килнĕ.

ШĔМре тасалăха тĕрĕслесе тăнă. Санчаçре тусана мамăкпа сăтăрнă. Тирпейлÿçĕсем унта 3-ĕн пулнă. Ятарлă списокра ыттисен хушамачĕ тĕлне хура тăваткал ÿкернĕ, Клавдия Якимовăнне — яланах хĕрли. Ку лайăх ĕçленине пĕлтернĕ. Пуçлăхсен пÿлĕмĕнчи полировкăллă сĕтел-пукан йăлтăртатса тăнă. Чÿрече каррисене киле илсе кайса çунă. Кантăка краççын тумлатнă татăкпа сăтăрнă. /Ялав çĕлемелли хĕрлĕ пусма панă./ Хальхи пек хими таврашĕ пулман. Пурпĕр шыв графинĕсем çап-çутă йăлтăртатнă. Пирус тĕпне хумалли савăтсене те çуса тăнă. Клавдия Ивановна отпускра чухне пуçлăхсем «хурах!» кăшкăрнă, вăл тухасса кĕтнĕ. ШĔМ тирпейлÿçин тĕп енĕсенчен пĕри — чĕлхене çыртма пĕлни. Ку енĕпе те ăна ырланă кăна. «Ирпе урай çунă чухне пуçлăх патне дежурнăй сводка килетчĕ. Ăçта мĕн пулса иртни пирки сăмахлатчĕç. Мана вăрттăн пÿлĕме пуçтарма та шаннă, — каласа пачĕ Клавдия Ивановна. — «МăВăДра ĕçлетĕп» тени хăех мĕне тăрать! Эпĕ кунпа мăнаçланатăп». Малалла вулас...

www.hypar.ru

Алина ИЗМАН.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.