Archive - 26 Sep, 2019

Шупашкарта кун кунлакан Ирина Павлова — тавралăх вараланнишĕн, унта-кунта çÿп-çап выртнишĕн питĕ пăшăрханакан çын. Кăнтăр-хĕвел анăç районĕнчи вăрманта унăн тăтăш пулма тивет: дача унта вырнаçнă.
«Кирек мĕнле йĕркеллĕ çын пекех çут çанталăка юрататăп. Дачăна çÿренĕ чухне чун хурланать. Йĕри-тавра çÿп-çап йăванать. Хăçанччен çакна чăтса пурăнмаллаччĕ? «Çитет!» — теес килетчĕ. Пĕрмай сурчăк сирпĕтсе путсĕрсене вăрçнипе, çÿп-çап урлă каçса малалла утнипе усси çук. Пĕшкĕнсе хутаçа чиксен усăллăрах мар-и?» — шухăшне пайларĕ 52 çултискер.