«Çамрăксен хаçачĕ» 38 (6284) № 26.09.2019
* Хăш-пĕр чăваш эстрада артисчĕ урăх халăх юррисене чăвашлатни, кĕввисене «вăрлани» вăрттăнлăх мар. Хамăр артистсен хушшинче пĕр-пĕрин юррисене ирĕк ыйтмасăр, хăйсене кирлĕ пек усă курнă тĕслĕхсем те пур-ха. Унашкал пăтăрмах пирки эпир пĕлтĕрхи раштав уйăхĕнче çырса кăтартнăччĕ. Сăмах — хит пулса тăнă «Эпĕ мар» юрă пирки. Çамрăк юрăç Владимир Егоров ăна: «Кĕвви те, сăмахĕсем те хамăн», — тесе шăрантарнă. Çук çав, ку унăн юрри мар, паллă композиторăн, ЧР искусствăсен тава тивĕçлĕ деятелĕн Анатолий Никитинăн. Халĕ Владимир Егоровăн ку юрра шăрантарма ирĕк çук. Суд çапла йышăннă.
е «Эпĕ мар» юрра Владимир Егорова юрлама чарни пирки. Ирина СТАНИСЛАВСКАЯ)
* Шупашкарти пĕр организацире вăй хунă май Григорий çул çÿреве час-часах тухса çÿреймест. Çу тата кăрлач уйăхĕсенчи уявсене, çуллахи отпуска нумай хутлă çуртсемпе транспорт кĕрлевĕнчен аякра ирттерет. Ушкăнпа утса тухмалли маршрута маларах палăртаççĕ. Гриша каласа кăтартнă тăрăх, тепĕр чухне çул çук çĕрте çÿреме тивет, ансăр сукмаклă вырăнсем те тĕл пулаççĕ. Юхан шыв хĕррипе е тăсăлакан ту тăррипе утни те пулнă.
Сăртлă-туллă вырăнти походра пĕлтерĕшли мĕн-ши? Паллах, турист хатĕрĕсем тата кутамккара мĕн пурри. Унта мĕн тултарасси ăçта, мĕнле маршрутпа тата миçе куна кайнинчен килет. Çÿллĕше хăпарма палăртнă тăк ăшă тумтирсĕр ниепле те май çук. Ăна чи малтан чĕркесе хураççĕ пулĕ. Кашни турист çула тухмашкăн тĕплĕн хатĕрленет. Унăн кутамккинче — час пăсăлман апат-çимĕç, ытларах — кĕрпе, макарон тавраш, шăккалат, типĕтнĕ улма-çырла, пахча çимĕç, упрама хатĕрленĕ какай, типĕтнĕ çăкăр, хлебцы. Унсăр пуçне палатка, аптечка, шыв ăшăтмалли, апат пĕçермелли хатĕр /горелка/, çывăрмалли михĕ, вĕрен, ту çине хăпармалли ятарлă хатĕрсем илмелле. Аванах таять çул çÿревçĕн кутамкки. Вунă кунлăха похода каяс пулсан çурăм хыçне вăтамран та 32-34 килограмм çакмалла. «Çул çÿревре мĕнпе апатланатăр? Хăвăрт пиçекен лапшапа-и?» — Григорий тăтăш илтекен ыйту. Çакă нумай-ăшне кăсăклантарать-мĕн. «Походра та тĕрĕс апатланма май пур, йĕркелемелле çеç. Хуранта яшка, пăтă пĕçеретпĕр, чей вĕрететпĕр. Çул çÿрев кăткăс, чăрмавсемлĕ тĕк вăй пухмашкăн кунне тăватă хутчен апатланмалла», — каласа кăтартрĕ пурнăçа туризмсăр курманскер.
Кăткăс маршрутлă походра пĕрре мар пулса курнă яш. Çапах кăçал Алтая çул тытас умĕн Урал тăвĕсемпе киленнĕ — юрпа витĕннĕ ту тăрринче пурăнмашкăн хатĕрленнĕ. Тăхăр каç кăмакасăр ирттернĕ, çывăрмалли ăшă михĕсемпе кăна усă курнă. Ту тăрринче сивĕ, температура 40 градус таранах чакма пултарать. Епле чăтнă? Гришăшăн ку ним те мар, çул çÿреври йывăрлăхсем пирки вăл кулленхи пулăм пекех калаçрĕ.
Опытлăскер туристсен ушкăнĕн ертÿçи те. Çĕр каçмашкăн е канмашăн палаткăна хăш тĕлте вырнаçтармаллине унран лайăх пĕлекен çук. «Пăр е чулсем йăтăнса анас хăрушлăх çук çĕрте шикленмесĕрех чарăнма юрать. Юхан шыв çыранĕнчен аяккарах вырнаçмалла, каçхине çумăр çурĕ тĕк палатка-качки юхтарса кайĕ. Уçă вырăнта та лăпкăн çывăраймăн, вăйлă çил тустарас хăрушлăх пур. Çавăнпа шанчăклă вырăн тупмалла. Ăна тавралăх тĕттĕмленичченех шырама пуçлатпăр, вырнаçса каçхи апат пĕçеретпĕр. Похода хутшăнакансем çакна черетпе пурнăçлаççĕ. Унти кун йĕркине шÿтлесе санаторирипе танлаштаратăп: йăлтах расписанипе. Ир-ирех çула тухма хатĕрленетпĕр, шуçăмпа мар, тавралăх çуталса курăнма пуçласан. Сăртлă-туллă вырăнта кăнтăрлач-чен çанталăк лайăх, рельеф та аванрах, чулсем шăннă, юр пирчеврех — утма çăмăлрах, хăрушсăрта-рах», — çул çÿрев йĕркипе кĕскен паллаштарчĕ Гриша.
Çуралнă кун — ту çинче
Тăван килтен пин-пин километр аякра, хăтлă пÿлĕмпе çемçе краватьсĕр хăть те мĕн чухлĕ пурăнма пултарать-тĕр вăл. Тепĕр тесен, çул çÿревсене парăннă каччăшăн ку пĕлтерĕшлĕ те мар. Çывăх çыннисемпе тăванĕсем вăл килтен туха-туха кайнине хăнăхнă ĕнтĕ. Çавах пăшăрханаççĕ. Ара, похо-дра тепĕр чухне кĕсье телефонĕпе çыхăнма май çук. Икĕ эрне е ытларах та хыпар пĕлмеççĕ. Кун пек чухне спутник телефонпа çеç çыхăнма пулать, анчах хакĕ «çыртнăран» ăна пур турист та туянай-масть. Яш каланă тăрăх, юлашки вăхăтра похода GPS навигатор илсе çÿресси йăлана кĕнĕ. Унпа маршрута палăртаççĕ. Вăл уйрăмах çăра тĕтре çĕр çийĕн явăннă чухне пулăшать.
Каларăмăр ĕнтĕ, Гришăн çул çинче тем тĕрлĕ йывăрлăха парăнтарма тивет. Алтайри походра тăватă çынран тăракан ушкăн умĕнче пысăк чăрмав сиксе тухнă — 300-400 метр сарлакăш кĕрлекен юхан шыв. Икĕ юхан шыв пĕрлешнĕ вырăн. Тарăнăшĕ те самай. Çамрăксем ун урлă каçмашкăн пĕр сехет тăрăш-нă, кăлăхах. Хăрушлăх ытла пысăкран урăх тĕлтен каçнă. Çавнашкал похода каччăсемпе арçынсем çеç тухаççĕ тетĕр-и? Йăнăшатăр, пикесем те çурăм хыçне кутамкка çакса вăрăм çула парăнтарма шикленмеççĕ-мĕн. Вĕсем сахаллăн, çапах пур. «Лайăх планланă маршрут, похода хутшăнакансем кĕлетке тĕлĕшĕнчен те, чун хавалĕпе те çула тухма хатĕр пулсан ним йывăрри те çук. Кашни мĕн кĕтнине пĕлет. Туризм — экстремаллă спорт тĕсĕ мар. Кăткăс маршрутлă çул çÿреве хĕрсем çÿременпе пĕрех, ансатраххисенче — ытларах», — терĕ яш. Йăлари ĕçсене кирлĕ пек пурнăçлама, сăмахран, çăвăнма сăртлă-туллă вырăнта май килет-ши? Хĕрсене ку тĕлĕшпе кăткăсрах. Çÿçе çума çеç мĕн чухлĕ шыв кирлĕ... Гриша ĕнентерчĕ: походра хăть кашни кун çăвăнса тасалма пулать. Шыв çителĕклех. Ăна ăшăтма май пур. Хăш чухне планпа килĕшÿллĕн туристсем пĕр кун канаççĕ. Ытларах кÿлĕ çывăхĕнче, лăпкă вырăнта вырнаçаççĕ. Тумтире те типĕтеççĕ. Хĕрсемпе çула тухсан вĕсен япа-лисен пĕр пайне каччăсем йăтса пулăшаççĕ. Ахăртнех, пикесемпе хаваслăрах яшсен ушкăнне. По-ходра уявсем те савăнăçлăрах иртеççĕ. Гришăн пĕр тусĕ çуралнă кунне Алтайри Актру тăвĕ тăрринче паллă тунă. Манăçми уяв. «Похода тухса каяс умĕн юлташĕсем ун валли пирĕнтен парнесем пачĕç. Эпир вĕсене Актру ту тăррине çитсен парнелерĕмĕр. Хура тата сарă йăрăмлă нуски, ту евĕрлĕ суве-нир... Тĕлĕнмелле самантсем сăн ÿкерчĕксенче упранаççĕ. Тепринче печенипе çăратнă сĕтрен торт тума хăтлантăмăр», — иртнине куç умне кăларчĕ каччă.
(«Мăнаçлă тусен хушшинче...»)
* Экскурсие реквизиторсен цехĕнчен пуçларăмăр. Пÿлĕмри çÿлĕксем япаларан, хатĕр-хĕтĕртен йăтăнаççĕ. Мĕн кăна çук-ши? Спектакль вăхăтĕнче артист аллинче, сцена çинче мĕн куратпăр — веçех кунта упранать. «Хăш спектакльте мĕнле реквизит кирлине куç хупса калама пултаратăп. Акă «Евгений Онегин» валли, ку «Тысяча и одна ночь» постановкăран…» — çÿлĕксем çинчи япаласене тĕллесе кăтартрĕ реквизитсен цехĕн ертÿçи. Вăл ÿнерпе постановка пайĕн ертÿçипе пĕрешкел ят-хушаматлă — Татьяна Федорова, ашшĕ ячĕсем те иккĕшĕн те — Николаевна. Тĕлĕнмелле вĕт! Вĕсене чылай чух пăтраштараççĕ.
Куç стенаран çакăнса тăракан веерсен тĕлне пулчĕ. Вĕсене солистка мĕн тĕслĕ кĕпе тăхăннине кура суйлаççĕ-мĕн. Реквизитсене ăçтан тупаççĕ-ха? Ку — бутафорсен ĕçĕ. Хăшĕ-пĕрне ятарласа туянаççĕ. «Художникпа режиссер постановкăра усă курмалли япаласен списокне хатĕрлеççĕ. Хăшĕ-пĕри çук тăк эскиз тăваççĕ, ун тăрăх бутафори ĕçлет. Пĕр реквизитпах тĕрлĕ спектакльте усă курни те пулать. Тĕрĕссипе, вĕсене хума вырăн та юлмарĕ», — кула-кула каласа кăтартрĕ театрта 40 çул тăрăшакан Татьяна Николаевна. Спектакль вăхăтĕнче çутă сÿнтерсе илеççĕ, çак самантра реквизиторсем тĕлĕрмеççĕ. Чаршав хыçĕнче тăраканскерсен тĕп тĕллевĕ — сцена çинчи япаласене темиçе минут хушшинче улăштарасси. «Эпир яланах чаршавăн икĕ енче хатĕр тăратпăр. Тĕлĕрсе, çăвар карса тăма вăхăт çук», — шÿтлерĕ яваплăх пысăк пулнине палăртса.
Каларăм ĕнтĕ, сцена хыçĕнче чылай декораци курма пулать. Ытларахăшĕ вара — ятарлă пÿлĕмре. Унта театрти мĕн пур сĕтел-пукана та вырнаçтараççĕ. Чылай çул упранаканнисем те пур. «Евгений Онегин» постановкăри сĕтел, сăмахран, 30 çул ларать. Владимир Лукинпа Александр Ефремов монти-ровщиксем /урăхла вĕсене сцена машинисчĕсем теççĕ/ шăпах декорацисем йăтатчĕç. Вĕсене хатĕрлес ĕçре столярăн тÿпи те пысăк. Сергей Виноградов цехра 4 çул тăрăшать. Унччен вăл урăх хулари пĕр театрта ĕçленĕ, кайран Шупашкара куçса килнĕ. «Театра чун ыйтнипе килтĕм», — йăл кулчĕ вăл. Столяр «Царская невеста» постановка валли декораци хатĕрлеме тытăннă. Фанерăран каркас тунă. Кайран ăна бутафорсем патне илсе çитерĕç.
Сценăна илемлетекенсен йышне художник-декораторсем те кĕреççĕ. Татьяна Кунц, Светлана Андреева, Евгения Соколова ÿнерçĕсем тата Татьяна Труфанова çĕвĕç çĕнĕ спектакль валли хатĕрленсе пуç çĕклемесĕр ĕçлеççĕ. Художниксем икĕ турăш сăрласа илемлетнĕ. Ĕçе 1 кунрах пурнăçланă. Халĕ пысăк пир çине эскизри ÿкерчĕке куçарма тытăннă. Кайран ăна монтировщиксем сцена çине çакĕç.
Артистсен кăмăлне çĕклеççĕ
Театр тумтире çакмаллинчен пуçланать тăк артист сăнарĕ костюмертан килет. Япаласен цехĕ кунта темиçе те: балет ăстисен — хăйсен, хĕрарăмпа арçынсен хорĕн — уйрăм. Эпĕ тĕп солистсенне кĕрсе куртăм. Вера Мирошниченко костюмер каланă тăрăх, унччен çак ĕçре арçынсем те тăрăшнă. Халĕ пурте — хĕрарăм. Костюмерăн тĕп тивĕçĕ — артист тăхăнакан тумтире йĕркене кĕртесси, якатасси. Тÿме татăлса ÿкнĕ-и — ăна та çĕлесе хума пултараççĕ. Анчах унтан-кунтан çĕтĕлнĕ пулсан ăна çĕвĕçсем патне йăтса каяççĕ. «Спектакльсем валли мĕнле тум кирлине пăхмасăрах пĕлетпĕр. Вĕсене уйăрса хурса çакатпăр. Постановка умĕн костюмсене гримеркăна йăтатпăр, артистсене тăхăнтартатпăр. Спектакль вăхăтĕнче тума улăштармалли те пулать. Ун чухне кашнинче гримеркăна чупса çитеймĕн паллах. Чаршав хыçĕнче ширма вырнаçтаратпăр. Постановка вĕçленсен костюмсене каялла цеха илсе килсе çакатпăр», — ĕçĕпе паллаштарчĕ театрта 22 çул тăрăшаканскер.
Сцена çинче пăтăрмахсăр мĕнле? Анчах ку сайра хутра пулать. Ак пĕр артистăн йĕм çурăлнă. Пуç çинчи парик йăтăнса анни те пулнă. «Çавнашкал пăтăрмахсем трагедипе танах. Çавăнпа постановка умĕн артистăн кăмăлне çĕклесси пĕлтерĕшлĕ тесе шухăшлатăп. Вĕсем пăшăрханаççĕ вĕт, çемçе чунлă. Психолог евĕр пулма тăрăшатпăр», — тĕлĕнтерчĕ театрта ăна юратакансем çеç ĕçлеме пултараççĕ тесе шухăшлакан Вера Алексеевна.
(Сцена çинчи пăтăрмах трагедипе танах)