Archive - 2 Утă, 2016
Ютти мĕншĕн тутлăрах-ши?
Тĕлĕнмелле ĕçчен те правур ман кÿршĕ. Ĕçкĕпе иртĕхнине халиччен те курман. Андрей уйăхĕ-уйăхĕпе шапашра çÿрет, кашнинчех «вăрăм укçапа» таврăнать. Унтан килсен те ларса канма пĕлмест вăл. Çавна пулах капмар хуралтă çавăрчĕ, машина туянчĕ. Анчах та арăмĕпе ăнмарĕ ăна. Ирĕклĕ те канлĕ пурнăçа килĕштерет чипер Надя. Малтан ялти фермăра пăру пăхатчĕ, халĕ унта та кайми пулчĕ. Иртĕхсех çитрĕ хĕрарăм. Упăшки Мускавран укçа куçарса парасса çеç кĕтсе ларать килте. Картишĕнчи хур-кăвакалне, выльăх-чĕрлĕхне те ватă амăшĕ пĕчченех пăхать.
"Вести Чувашии", (№ 25 (1493)) от 2 июля 2016 года
Вилĕм виçкĕтеслĕхĕ
Бермуд виçкĕтеслĕхĕ çинчен илтмен çын çук-тăр — нумай çул хушшинче пин ытла çын çухалнă унта. Вĕсенчен нимĕн те сыхланса юлман — кĕлеткисем те, багажĕ те... Вĕсем çинчен паянчченех нимĕн те паллă мар. Ăнсăртлăхпа ăнлантарма та çук çакна — ытла та тăтăш пулса иртет усал ĕç. Вилĕмпе, инкекпе тăранса пурăнакан виçкĕтеслĕхре мĕн пулса иртет?