Çĕрулми çитĕнтерекенсен ăнăçу никĕсĕсем
Çĕнĕ технологисемпе анлăн усă курни, çĕр ĕçне пĕлсе тата ăна наукăпа агротехника ыйтнă пек туса пыни, пахалăхлă вăрлăх çеç акни, туслă коллектив пĕлĕвне пĕрмай ÿстерме ăнтăлни - шăпах çак самантсем "Çĕрулмине мухтав-Елчĕк" агрофирмăна яланах малтисен йышĕнче пулма май параççĕ. Кăçалхи çитĕнÿсем те савăнтараççĕ, çавна май асăннă ОООра тăрăшакансем ЧР Ялхуçалăх тата тирпейлекен промышленноç ĕçченĕсен кунне лайăх кăмăл-туйăмпа кĕтсе илеççĕ.