Archive - 21 Кăрлач, 2015

21 Кăрлач, 2015

Купăста тупăш парать. Камсене?

Ĕлĕкхи пек каласан - "спекулянтсене"

Пахча çимĕç туянакансем Шупашкарти лавккасенче купăста хакланса кайнăшăн ялхуçалăх организацийĕсене ÿпкелеççĕ. "Укçа çапаççĕ!" - теççĕ.

Купăста хакĕ мĕнлерех хăпарса пынă? ЧР Ялхуçалăх министерствин "Агро-инновацисем" хысна предприятийĕ пĕтĕмлетнĕ тăрăх - ваккăн сутакан лавккасенче кашни кг купăстана 2014 çулхи сентябрь уйăхĕнче вăтамран - 12,62, октябрьте - 11,6, ноябрьте - 16,3, декабрьте - 22,3, кăçалхи январĕн 15-мĕшĕнче 30,9 тенкĕлле - иртнĕ çулхи сентябрь уйăхĕнчипе танлаштарсан 2,4 хут хаклăрах - сутнă.

21 Кăрлач, 2015

Вĕсене 2008-2010 çулсенче улталанă

Паянхи влаç тăрăшман пулсан Çĕнĕ çула ăшă хваттерте мар, шăннă пăр çинче кĕтсе илетчĕç

Çынсене укçалла хваттер туса пама шантарнă, анчах сăмаха çилпе вĕçтернĕ строительсем йывăрлăха кĕртсе ÿкернĕ çемьесен ыйтăвĕсене республика влаçĕпе муниципалитетсем еплерех татса пани çинчен Çĕнĕ çул умĕн ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ-строительство, архитектура, пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх министрĕ Олег Марков çапла пĕлтерчĕ:

21 Кăрлач, 2015

Йывăр чух алă тăсни сăваплă

Пурнăç кал-кал та хăй еккипе пынă чухне никам та йывăрлăх пирки аса илмест-тĕр: шанчăклă пÿрт, ирсерен киленсе утма юратнă ĕç пур, çемье сывă та тĕреклĕ, ачасемпе мăнуксен телейĕ те куç виçейми... Кунтан ытла мĕн кирлĕ-ши? Анчах та пĕр-пĕр уяр кунхине кĕтмен-туман инкек, хуйхă йăтăнса ансан вара чăнах та тĕнче пĕтнĕнех туйăнать. Çапла пулса тухнă та Украинăри Луганск облаçĕнче /халĕ - Луганск Халăх Республики/ пурăннă Головкосен çемйипе. Хăйсен чун суранне сиплеме пирĕн çĕршыва суйласа илнĕ: Юхмапа Пăла тăрăхне килсе тĕпленнĕ.

Pages