Ачасен прависем енĕпе ĕçлекен уполномоченнăй йывăр чирлисем валли укçа уйăрнă

Ĕнер, ака уйăхĕн 13-мĕшĕнче, Чăваш Енре "Ку вăл тĕлĕнтермĕш" ыр кăмăллăх фончĕ йывăр чирлĕ ачасене пулăшма аукцион йĕркеленĕ. Унта республикăри предприяти-организаци ертÿçисем, ĕçлĕ ушкăн представителĕсем пуçтарăннă. ЧР Ачасен прависем енĕпе ĕçлекен уполномоченнăй Елена Сапаркина та унта хутшăннă, йывăр чирлисене пулăшма килĕшнĕ уçă кăмăллă çынсене тав тунă.

"Ку вăл тĕлĕнтермĕш" (вырăсла унăн ячĕ - "Это чудо") ыр кăмăллăх фончĕ коммерцилле мар организаци шутланать. Виçĕ çул хушшинче вăл 50 ытла йывă чирлĕ ачана пулăшнă. Елена Сапаркина фонд ячĕпе ăшă сăмах каланипех çырлахман аукцион пухмачне хăйĕн тÿпине хывнă.

www.hypar.ru

Вера ТИТОВА. Фондăн

Комментари хушас