Вера ТИТОВА. Фондăн

14 Ака, 2017

Ачасен прависем енĕпе ĕçлекен уполномоченнăй йывăр чирлисем валли укçа уйăрнă

Ĕнер, ака уйăхĕн 13-мĕшĕнче, Чăваш Енре "Ку вăл тĕлĕнтермĕш" ыр кăмăллăх фончĕ йывăр чирлĕ ачасене пулăшма аукцион йĕркеленĕ. Унта республикăри предприяти-организаци ертÿçисем, ĕçлĕ ушкăн представителĕсем пуçтарăннă. ЧР Ачасен прависем енĕпе ĕçлекен уполномоченнăй Елена Сапаркина та унта хутшăннă, йывăр чирлисене пулăшма килĕшнĕ уçă кăмăллă çынсене тав тунă.