«Никольский витĕмне яланах туятпăр...»
Иртнĕ эрнере Муркаш районĕнчи Купăрля ялĕнче «Хыпар» хаçат никĕслевçин, чăвашран тухнă пĕрремĕш профессорăн Николай Никольскин çуралнă кунне паллă турĕç. Çу уйăхĕн 19-мĕшĕнче сумлă ăсчах, этнограф, тĕпчевçĕ ячĕпе унăн палăкĕ умĕнче митинг ирттересси йăлана кĕнĕ. Тăван халăх аталанăвĕшĕн курăмлă нумай ĕç пурнăçланă паллă çынна пуç тайма вырăнти тата районти ертÿлĕх çеç мар, республикăн тĕп хулинчен те хăнасем йышлăн килчĕç. Мероприятие аслă ăру çыннисемпе пĕрле çамрăксем хутшăнни те савăнтарчĕ.