Чăваш халăх историне шкулта вĕрентĕç-и?
«Хăйĕн историне пĕлмен халăхăн пуласлăхĕ çук», - теççĕ. Эпир, чăвашсем, хамăр историе пĕлетпĕр-и? Ачасем кăна мар, аслисенчен чылайăшĕ тĕшмĕртмест çакна ахăртнех. Шкулта ăна вĕрентмеççĕ, хăв тĕллĕн литература шĕкĕлчесен кăна ăс пухайăн ку енĕпе. Манăн шухăшпа, чăвашла калаçма именни, наци йăли-йĕркине манăçа кăларни те хамăр халăх историне пĕлменнипе çыхăннă.







«Чи хакли - яш ĕмĕр», - тенĕ чăвашсен паллă поэчĕ Митта Ваçлейĕ. Чăнах та, çамрăк чухне сывлăх та вĕри кăвар пекех хĕмленсе тăрать, кăмăл-туйăм та яланах çĕкленÿллĕ, ĕмĕтсем вара тухăçăн сенкер сăпкинче ярăнса хăпаракан хĕрÿ хĕвел пекех çутă. Ял-хулари çамрăксен вăй-халне, пархатарлă хавхаланăвне пĕр тĕвве пĕрлештерсен мĕнле кăна ырă ĕç тума пулмасть-ши?






