Архив - 2016 - Тантăш

сентября 22nd

сентября 15th

15 Сен, 2016

Астăвăма лайăхлатма

1. Тимлĕ пулăр. Пирĕнтен чылайăшĕ кирлĕ пек туйăнакан информацие çеç ăса хывать, ыттине вара хăлхана чикмест. Пуç мимине аталантарас тесен питĕ нумай пĕлмелле. Ансат хăнăхтару. Сĕтел çине 10 тĕрлĕ япала хурăр. 10 таран шутланă май кашнине тимлĕн сăнама тăрăшăр. Унтан çурăмпа çаврăнăр та çав япаласене сăнласа парăр.

2. Вулăр. Телевизор пăхнă чухне пуç ĕçлемест. Вуланă вăхăтра вара моторлă тата курăмлă астăвăм, пуç мимин ятарлă пайĕсем ĕçлесе каяççĕ.

сентября 8th

8 Сен, 2016

Анкета

Эпĕ текех шкул ачи мар. Çапах та çав ырă вăхăтсем асрах. Пирĕн ачалăхра чаплă йыш¬ши смартфонсем, ноутбуксем тата, паллах, социаллă тетелсем çукчĕ. Хĕрачасенчен чылайăшĕ анкета пуçлатчĕ. Çав ыйту тетрадьне мĕн тĕрлĕ капăрлатман-ши: пĕрисем унта тĕрлĕ тĕслĕ журналсенчен касса илнĕ хитре хĕрачасене çыпăçтаратчĕç, теприсем ÿкерчĕксемпе илемле¬тетчĕç. Анкетăна пĕр-пĕрне çырса хуравлама параттăмăр, калаçма юратманнисене те тыттараттăмăр.

Страницы