Вăрттăнлăхсен управçи тата шăпăрлансен тусĕ

15 Сен, 2016

Ĕлĕкех те мар, хальтерех те мар кукамай кĕнчелеççи тытатчĕ те çăм арлама ларатчĕ. Шăллăмпа иксĕмĕр, чарусăрскерсем, лара-тăра пĕлменскерсем, самантрах шăпланаттăмăр, ун çумнерех йăпшăнаттăмăр. Сÿтĕлетчĕ вара сăмах çăмхи...

Хаклă та юратнă çыннăмăр пире, мă¬нукĕсене, тĕрлĕ юмах-халап, чăн пулнă историсем каласа паратчĕ. Çавăн пекех питĕ нумай тупмалли юмах астăватчĕ кукамай. Епле хăпартланса та ăмăртса шыраттăмăр-ха вĕсен тупсăмĕсене шăллăмпа. Никамăн та айванрах пулас кил¬местчĕ. Ара, тĕрĕс хурава тавçăраймасан кукамай пире пĕр-пĕр çынна сутса яратăп тесе шÿтлесе хăрататчĕ. Çакăнпа çыхăннă та ĕнтĕ тупмалли юмаха сутмалли тесе шахвăртни.

Çулсем иртеççĕ, самани улшăнать... Чылай йăла-йĕрке е пăрахăçа тухать, е тепринпе ылмашăнать. Апла пулин те тупмалли юмахсем XXI ĕмĕрте те хăйсен пĕлтерĕшне çухатман-ха. Ăс-хакăла пуянлатас, тавçăрулăха ÿстерес, тавракурăма аталантарас тĕлĕшпе паянхи вăйăсенчен пĕртте кая мар вĕсем. Ачашăн тупмалли юмах яланах кăсăклă: вăл вăрттăнлăхпа çыхăннă. Вăрттăнлăх вара хăватлă та илĕртÿллĕ.

Çакна асра тытса Чăваш кĕнеке издательстви чи пĕчĕк вулакансем валли чăннипех асамлă кĕнеке хатĕрлерĕ. 1000 экземплярлă тиражпа тухнăскер «Загадки. Тупмалли юмахсем» ятлă. Унăн авторĕ — Алимпиада Кручинина, редакторĕ — Ольга Иванова. Ку кăларăмра интереслĕ те янă¬равлă тупмалли юмахсем çеç пуçтарăннă. Маттур, хастар арçын ачасемпе хĕр пĕрчисем вĕсене вырăсла та, чăвашла та вулаяççĕ, мĕншĕн тесен кĕнеке икĕ чĕлхепе пичетленнĕ. Алимпиада Петровнăн сăвăлла тупмалли юмахĕсене чăвашла куçараканĕ — Юрий Сементер Чăваш халăх поэчĕ.

Куçару чĕлхин çыпăçулăхĕпе килĕшÿ- лĕхне хăвăр та хак пама пултаратăр. Кашни çаврара — сăнарлăх, тарăн шухăшлăх, илем. Авторпа куçаруçă вулакансене йывăç- курăкпа чĕрчунсен тĕнчине, çут çанталăк пулăмĕсене сăнама хистеççĕ. Улшăнусене асăрхаса палăртма кăна мар, чунлăрах та ырă кăмăллăрах пулма вĕрентеççĕ.

Рос здесь дуб большой, огромный!

С массой желтых желудей.

Под его красивой кроной

Прятались мы в знойный день.

Кто-то вырубку задумал,

Без разбора дзень! да дзень!

Плакала пила-зануда,

Рос здесь дуб — остался ...

Улăп пек юман ларатчĕ,

Юлташсемĕр, çакăнта!

Çулсерен йĕкел сапатчĕ

Сар тÿшеклĕ вăрманта.

Такам килчĕ, касса ячĕ

Каш! кашлан пин турата.

Юман ÿкрĕ, тăрса юлчĕ

Пуш сĕтел пек ...

Епле хурланмăн-ха улăп пек юма¬на касса янишĕн, вăрмана тăлăха хăварнишĕн. Тавралăх илемĕпе киленекенсем кăна мар, ăна сăтăр тăвакансем те пур çав. Çут çанталăк йынăшни те витереймест чул чĕресене. Пин турат кашланине те илтмеççĕ мăкланнă хăлхасем...

Кĕнекере чечек-курăк, чĕр чунсемпе кăпшанкăсем çинчен калакан тупмалли юмахсем те пур. Тепĕр савăнăçлă самант — кăларăм страницисенчи ÿкерчĕксем эсир сăрласа илемлетессе кĕтеççĕ. Татьяна Кузьмина художник вĕсем урлă тупсăмсене пĕлтерет сире. Капăр ÿкерчĕксене курсанах алла кăранташ тытса сăрлама пуçлас килет.

Хаклă тантăшăмăрсем, эсир кăткăс ыйтусен хуравĕсене шырама, çут çанталăка сăнама, ÿкерме те сăрлама юрататăр пул¬сан «Загадки. Тупмалли юмахсем» кĕнеке — сире валли. Унпала эсир вăхăта хаваслă та усăллă ирттерĕр.

Ольга АВСТРИЙСКАЯ.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.