- Чăвашла верси
- Русская версия
Иван Николаевич пекки тата кам пур-ши?
Çĕрпÿ районĕнчи Куснарпуç ялĕнче пурăнакан Анна Моисеевна Николаева вăрçă вăхăтĕнче хăйĕн мăшăрне Николай Павловича фронта куççуль витĕр ăсатнă. «Ах, каялла ырă-сывă таврăнмалла пултăрах. Ачамсене ашшĕпех ÿстерес килет», — тенĕ хуйхăрса. Нуши-тертне чылай астивнĕ фронтовик арăмĕ. Тĕпренчĕкĕсене выçă усрас мар тесе кунне-çĕрне пĕлмесĕр тăрăшнă, вырмаран та юлман. Пĕррехинче ăнсăртран куçне çурлапа лектернĕ вăл. Суранлă куçне аллипе хупланă та: «Ах, ку инкеке пĕлсен мăшăрăм мана пăрахса каять ĕнтĕ. Хăрах куçлă хĕрарăмпа мĕн тăвĕ малашне?» — тесе куляннă. Тÿсмелле мар ыратакан куçне халăх мелĕпе усă курса каçхине эмел хатĕрлесе çыхнă. Ир енне куçĕ шăтса юхнă...
Вăрçăран Николай Павлович таврăннă. Çук, инкек тÿснĕ мăшăрне кÿрентермен вăл. Пушшех хĕрхенсе пу-лăшса пынă.
1946 çулхи сентябрĕн 17-мĕшĕнче çемьере йыш пысăкланнă. Чи кĕçĕнни, çиччĕмĕшĕ Иван çут тĕнчене килнĕ. Тĕпренчĕкĕсене ытлă-çитлĕ пурнăç парнелес тесе ылтăн алăллă кил хуçи çынсене çурт хăпартма, мунча-кĕлет тума пулăшнă. Анчах йывăр чир ăна яланлăхах çемйинчен уйăрнă. Мăшăрне пытарса таврăнсан çичĕ ачине сĕтел хушшине лартнă Анна Моисеевна: «Ачамсем, текех аçу çук... Пирĕн вара мĕнле те пулин пурăнмаллах. Шкулта лайăх вĕренĕр, аслисене хисеплĕр. Пулăшу ыйтаканран нихăçан та ан пăрăнăр. Манăн пит сирĕншĕн нихăçан та ан хĕрелтĕр», — тенĕ куççульне шăла-шăла.
...Çак ылтăн евĕр хаклă сăмахсене Мускавра пурăнакан, час-час тăван тăрăха килсе çÿрекен Иван Николаевич Николаев полковник мĕн ĕмĕрĕпех асра тытать. Чăн та, амăшĕ пилленĕ пекех пурнăçĕнче никама та сивĕ сăмах каласа курман. Вăл «çук», «пултараймастăп» йышши сăмахсене пĕлмест те тейĕн. Ун пирки мĕн чухлĕ çын ăшă сăмах кала-масть пуль!
Унăн пуçарăвĕпе темиçе çул каялла «Тăван çĕршыв ывăлĕсем» юлташлăх йĕркеленнĕ. Чăваш Енрен тухнă, халĕ Мускавра, ун таврашĕнче тата ытти хулара пурăнакан çар çыннисене пĕрлештерсе тăрать вăл. Унти офицерсем кашни çулах республикăри тĕрлĕ шкулта пулса Паттăрлăх урокĕсем, ăмăртусем ирттереççĕ. Пурнăçĕсене çарпа çыхăнтарас тĕллевлĕ мал ĕмĕтлĕ çамрăксене çул уçса пама тăрăшаççĕ.
Шупашкарта пурăнакан, çав-çавах тăван тăрăхне Вăрмар районĕнчи Çĕнĕ Вĕренер ялне кайса çÿрекен Николай Алексеевич Иванов та Иван Николаевич пирки ыррине калани асрах-ха.
Ун чухне, 2014 çулхи ака уйăхĕнче, Николай Алексеевичăн аслашшĕне, вăрçă вăхăтĕнче хыпарсăр çухалнă Иван Филиппович Филиппова, çитмĕл çул иртсен Вăрмар тăрăхне илсе килсе пытарчĕç. Унăн шăм-шакне илме Тверь хулине тăванĕсемпе пĕрле Иван Николаевич Николаев полковникпа Мус- кавра пурăнакан ытти офицер та тухса кайрĕ.
— Тĕрĕссипе, Иван Николаевича нихăçан та курман эпĕ. Çапла, пирĕншĕн, пачах палламан çынсемшĕн ырă ĕç туни куççуль кăларттарчĕ. Шел, асатте пирки эпĕ мар, атте те йĕркеллĕ пĕлместчĕ. Тинех хаклă çыннăмăр вил тăприйĕ çинче пулса чун ыратăвне ирĕке яратпăр. Пирĕншĕн вăл йăх тымарĕ пулнă, эпир — унăн турачĕсем... Çак пысăк ĕçе хутшăннă Иван Николаевича çĕре çити пуç таятпăр, — терĕ ун чухне вăл.
— Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине пула хам та аттесĕр ÿсрĕм. Çавăнпа кашни çын нушине ăнланма тăрăшатăп. Тверь хулинчи «Паттăрлăх» шырав ушкăнĕ, авă, вышкайсăр пысăк ĕç турĕ. Куратăр-и, тĕнче ырă çынсемсĕр мар. Вĕсен тăрăшулăхне пулах аслаçăр тăван ял масарĕнче канлĕх тупрĕ, — палăртрĕ хăй шухăшне полковник.
Вăрнар районĕнчи Калинино шкулĕ те Иван Николаевичпа мухтанать, мăнаçланать. Ун пирки шкул директорĕ Татьяна Павловна Ефимова сехечĕ-сехечĕпе калаçма хатĕр.
— Пирĕн шкултан вĕренсе тухнисенчен çар енĕпе кайнисем сахал мар. Кунта офицерсен тÿпи вышкайсăр пысăк. Шкулта час-час тĕлпулусем ирттереççĕ. Унсăр пуçне вĕсем йĕркеленĕ респуб- лика шайĕнчи смотр-конкурссенче яланах пĕрремĕшсем пултăмăр. Тата та хĕпĕртемелли — 2012 çулта «Патриот», 2015 çулта «Çăлтăр» кадет ушкăнĕсем Мускавра иртнĕ хĕрÿ ăмăртуран тăван тăрăха 1-мĕш вырăнпа таврăнчĕç! Иван Николаевича çĕр çинче мĕн пур ыррине сунатпăр. Малашне те хамăр шкула ăшă кăмăлпа йыхравлатпăр! — çирĕплетрĕ Татьяна Павловна.
Унпа никам та
танлашайм.
Канаш районĕнчи Ачча ялĕнчи Николай Васильевичпа Александра Константиновна Желудкинсемшĕн Иван Николаевич пилĕк-ултă çул каялла пачах ют çын пулнă-тăк, паян — чи çывăх тăван. Полковник Чăваш Ене килсен ăна Желудкинсем яланах хăнана чĕнеççĕ, килте янтăланă апат-çимĕçпе сăйлаççĕ.
— Ывăлăм, Руслан, шкултан ылтăн медальпе вĕренсе тухрĕ. Мĕн пĕчĕкрен пограничник пулма ĕмĕтленнĕскер Раççей Федерацийĕн пограничниксен институтне çул тытрĕ... Дагестан Рес- публикинчи Тлярата тата Цунтинск районĕсенче службăра тăчĕ кайран. Подполковнике çитрĕ. 2010 çулхи çурла уйăхĕн 22-мĕшĕнче вăтăр виççĕри ывăлăма ирсĕр боевиксем вĕлернĕ... Пысăк хуйхă пулчĕ. Унăн ÿтне тăван тăрăха илсе килсе пытартăмăр. Тепĕр çулхине вара Иван Николаевич курсантсемпе, офицерсемпе Русланăн вилтăпри çинче пулса чĕрĕ чечексем хучĕç, тăвансемпе курса калаçрĕç... Çак кунтан пуçласа Иван Николаевичпа пирĕн çемье туслă çыхăнура. Пĕр-пĕрин патне шăнкăравласах тăратпăр, пурнăçпа кăсăкланатпăр. Ывăлăмăрăн çуралнă кунне кашни çулах килет вăл. Çакă пире савăнăç куççулĕ те кăларттарать, савăнтарать те... Çавăн пек пысăк çын, пирĕн пек пĕчĕк çынсене хапăл тунăран мĕнле хĕпĕртемĕн-ха? Ытла кăмăллă çын вăл, ăна эпир пичче вырăнне хурса хисеплетпĕр. Чăн-чăн çар çынни вăл. Сассине нихăçан та хăпартмасть, пĕр шайра тытать. Уçă кăмăллă, вĕри чĕреллĕскер. Пысăк çын тесе пуçне каçăртмасть, каланă сăмахне çилпе вĕçтермест. Пĕлетĕр-и, çĕр çинче Иван Николаевич пекки урăх çук! Ку сăмаха эпĕ пĕрре мар, çĕр-çĕр хут çирĕплетме пултаратăп! Вăл — пĕрре! Унпа никам та танлашаймĕ: ăсĕпе те, кăмăлĕпе те, ĕçĕпе те, тараватлăхĕпе те... Хĕрĕм Людмила та ашшĕ пекех юратать, хисеплет ăна. Вăл Мускавра госпитальте выртнă чухне ун патне кайнă хĕрĕм. «Салам, мĕнле сывлăхсем?» — кăсăкланнă вăл чăн-чăвашла алăкран кĕрсен. Иван Николаевич вара: «Ай, ку чăваш хĕрĕ юнашар выртакан патне килнĕ пулас», — тесе шухăшланă чăваш сăмахне илтсе хĕпĕртенĕскер. Людмила: «Иван Николаевич, салам! Эпĕ Сирĕн пата», — тенĕ çаплипех йăл кулса. Хĕрĕме палласа илсен: «Людмила, эсĕ-и ку? Чăнах, тĕлĕк куратăп пулас», — тенĕ хĕпĕртесе.
Пирĕн кил-çурт алăкĕ Иван Николаевичшăн яланах уçă. Кирек хăçан, хăть кăнтăрла, хăть çур çĕрте кантăкран шаккатăр — пирĕншĕн ăмăр çанталăк- ра хĕвел пăхнă пекех пулĕ. Тавах унăн амăшне, Анна Моисеевнăна, Тăван çĕршыва юрăхлă ывăл ÿстернĕшĕн. Иван Николаевича вара амăшĕ пекех вăрăм ĕмĕр сунатпăр, сывлăхне куç шăрçи пек упратăрччĕ, — терĕ Руслан Желудкинăн амăшĕ Александра Константиновна.
Çапла, пĕтĕм ĕçне пăрахса, тепĕр чухне апат çиме мансах кирек кама пулăшма хатĕр Иван Николаевич 70 çул тултарчĕ! Ăна эпир те, «Тантăш» ĕçченĕсем тата унăн хастар вулаканĕсем çирĕп сывлăх, вăрăм ĕмĕр, телей сунатпăр. Тахçантанпах редакципе çыхăну тытакан хисеплĕ çыннăмăр малашне те хаçатăн шанчăклă тусĕ пуласса шанатпăр.
Элиза ВАЛАНС.
Комментировать