- Чăвашла верси
- Русская версия
Сидоровсем
Удмуртири Можга районĕнчи Аслă Пинезь ялĕнчи Никанор Федоровичпа Елизавета Александровна Сидоровсем сакăр ывăлпа пĕр хĕр çитĕнтернĕ. Çапла, тĕпренчĕкĕсем яштака — каснă-лартнă ирĕкре ÿсекен парка чăрăша аса илтернĕ. Çапах кармашма юратакан, ыттисенчен çÿллĕрех ашкăрма-курăнма тăрăшакан пиçен- вĕлтĕренле мухтанман вĕсем, хăйсене сăпайлă тытнă. Ĕçченлĕхĕпе палăрнă. Анчах йывăрлăхĕ кашни утăмра пулнă. Ара, йышлă ачи- пăчине апатлантарма, тумлантарма нухрачĕ çитсе пыман-çке. Хăйсен çĕр лаптăкĕ те тулăхлă пулман. Çемйипе ирĕн-каçăн ĕçлесен те, тăмлă вырăнта лартнă çимĕç начар ÿснĕ. «Эккей, малашне те каплах пурăнсан, выçса та вилме пулĕ. Хура çĕр пулнă-тăк ку нушана курмăттăмăрччĕ ĕнтĕ. Мĕн те пулин шухăшласа кăлармаллах. Ачасем çисе тăраннă хыççăн та сĕтел çинче яланах çăкăр выртнине курас килет», — пăшăрхануллăн пĕлтернĕ кил хуçи мăшăрне.
Пĕртăвансен уйĕ
Хăй сăмахне çилпе вĕçтерме хăнăхман Никанор Федорович шăллĕпе Игнатпа тата тăватă пĕртăванĕпе пысăк ĕçе пуçăннă. Вăрман каснă, кăкланă. Çак йывăр ĕçе хăйсем çеç мар, ачи-пăчине те явăçтарнă. Кĕçех Сидоровсем хăйсен ялĕнчен çак вырăна куçнă. Кĕçĕн Пинезь выçăлкки уçнă. Ура çинче çирĕп тăма пуçланă Никанор Федорович çитĕннĕ ывăлĕсем валли те çурт лартса уйăрса кăларнă. Харăсах Петр, Павел, Федор хăйсен çемйипе çĕнĕ çĕрте тĕпленнĕ. Çапла кĕске вăхăтрах выçăлккăра 16 хуралтă çĕкленнĕ.
Ĕçченсем малашнехи ырă пурнăç пирки ĕмĕтленнĕ, колхоз йĕркеленĕ. Председатель тилхепине Никанор Федоровича шанса панă пĕртăванĕсем. Çĕр çинче юратса ĕçленĕ Сидоровсен туслă та йышлă ушкăнĕ. Пĕр çулхине районта иртнĕ урпа куравне хутшăннă, чи ăнăçлă тĕш-тырă туса илекенсем сумлă ята тивĕçнĕ.
Никанор Федоровичăн аслă ывăлĕ, Петя, ал ăсти пулнă. Çурт хăпартас текен ăна яланах нимене чĕннĕ. Хастар çамрăк пулăшу ыйтма пыракана хапăл тунă. Кăмака тăвассипе те палăрнă яш. Колхозра вара хăй пĕччен пысăк кĕлет çавăрса лартнă. Ĕçне кура — хисепĕ. Тăрăшуллăскере бригадира суйланă.
Тепĕр ывăлĕ, Арсентий, чаплă сунарçă пулнă. Пушă вăхăт тупăнсанах пăшал çакса вăрмана васканă. Кун-не 50-70 çухрăм утнă пулин те, тулли кăмăлпа, пысăк кутамккапа таврăннă киле. Тăванĕсене аш-пăшсăр ус-раман вăл. Пĕррехинче чĕн пиçиххипе çÿлевĕç çавăтса килсе халăха тĕлĕнтернĕ.
Павел та ĕçе юратнă. Вăл Петьăпа утар тытнă, тухăçлă тупăш туса илнĕ. Пыла пурне те валеçнĕ вĕсем. Кÿршĕ-арша та сăйланă.
Купăспа выляса хитре юрлакан Якова халăх пĕр уявран та хăварман. Вăл праçниксенче пурне те юр-латтарнă, ташлаттарнă, савăк кăмăл парнеленĕ. Тата вăйлă спортсмен пулнă. Çарта та чи вăйли пулнă. ГТО значокне çăмăллăн илнĕ, тĕл персе пурне те тĕлĕнтернĕ.
Çăмăл атлетикăра Саша та палăрнă. Салтакра та хисеплисенчен пĕринчен тус-юлташĕ тĕслĕх илнĕ.
1941 çул. Арсентие повестка килнĕ. «Ара, каллех çар пухăвĕ пуль. Пĕр-икĕ уйăхран таврăнатăп киле», — тенĕ çамрăк йăл кулса. Анчах... Вăрçă пуçланнă текен хăрушă хыпара илтсен: «Темĕн, час таврăнасси пулас çук ахăртнех. Чун сисет», — тенĕ кĕскен.
Август уйăхĕ. Уйра кĕрхи ĕçсемпе тăрмашакан Петр патне мăшăрĕ макăрса чупса пынă та повестка тыттарнă. «Ах, уй тулли тĕш-тырă выртать те, мĕнле пăрахса каяс? Хĕл хырăмĕ аслă, çăкăр кирлĕ», — тенĕ анасем çинелле пăшăрханса пăхнă май.
Çапла, вăй-питти 35-ри Петр, мăшăрĕпе, икĕ ачипе, ашшĕ-амăшĕпе тата тăванĕсемпе сывпуллашса фронта тухса кайнă.
Федор та уйра тăрăшнă. Ăна та мăшăрĕ çакăнтах куççульпе повестка тыттарнă. «Мĕнле-ха капла? Пичче вăрçа кайни темиçе кун кăна иртрĕ, черечĕ мана та çитрĕ-им? Пирĕн ылтăна, çăкăра, кам пухса кĕртĕ? Юр айне пулмĕ-ши капла?» — куляннă Сидоровсен вăталăх ывăлĕ те.
1942 çул. Василипе Павăлăн та вăрçа кайма черет çитнĕ. Малтанлăха иккĕшĕ те çывăх хулара пулнă. Вĕсем патне арăмĕсем час-час кайса çÿренĕ. Василин мăшăрĕ Зоя вара: «Хамăн мăшăра пин салтак хушшинче те палласа илетĕп. Хăйне курмасан та — сассинчен. Мĕнле хитре юрлатчĕ вĕт-ха вăл уявсенче», — тенĕ куççульне шăла-шăла. Пĕртăвансене вара çав хулара нумай тытман, фронта ăсатнă.
Çапла, Никанор Федоровичпа Елизавета Александровна умлă-хыçлăн çичĕ ывăлне вăрçа ăсатнă. Кĕçĕнни Алексей çеç юлнă. 1943 çулхи шартлама сивĕ февраль уйăхĕнче ăна та повестка панă. Куççуль витĕр ăсатнă тĕпренчĕкне вăрçа Сидоровсем. Анчах харсăр яш палăртнă вырăна çитеймен, вĕсен эшелонне нимĕçсем тĕп тунă...
Паян сывă, ыранхине пĕлместĕп.
Кĕçĕн ывăлĕ килĕнчен тухса кайсан пысăк та хăтлă пÿрт пушанса юлнă. Сидоровсем вара кашни кун ывăлĕсенчен çыру кĕтнĕ. Киле вара час-час хыпар вĕçтерекенĕ Яков пулнă. «...Юратнă çыннăмсем... Савăнăр, паян сывă эпĕ. Ыранхине вара пĕлместĕп. Ывăлăрсемшĕн ан кулянăр, çак вăхăтра эпир килте ларма пултараймастпăр. Пурте Тăван çĕршывшăн кар тăратпăр. Ĕненĕр, шанăр, эпир çĕнтеретпĕрех! Ан çиленĕр, анчах киле таврăнасси пирки шантарма пултараймастăп. Кунта тем те сиксе тухĕ», — тесе çырнă вăл юлашки предложенисенче.
Çĕнĕ Çул умĕн Сидоровсем хурлăхлă çыру илнĕ. «Сирĕн ывăлăр, сержант Яков Никанорович, де-кабрĕн 21-мĕшĕнче Сталинград çывăхĕнче паттăрсен вилĕмĕпе вилнĕ. Çавăнтах пытарнă», — тенĕ унта.
1943 çулта «Паттăрлăхшăн» медале тивĕçнĕ Василий куçĕсене ĕмĕрлĕхех хупнă. Унăн юлташĕ вара Сидоровсем патне çыру янă: «...Вăл кун хаяр çапăçу пулчĕ. Нимĕçсем бомба тăкнăран çĕр çÿлелле мамăк пек вĕçсе тăчĕ. Хĕвел çухалчĕ. Сывлăш та пÿлĕнме тытăнчĕ. Çанталăк сĕм-тĕттĕм каç евĕр пулса ларчĕ. 2 сехет хушшинче ирсĕрсем пирĕн 33 танка тĕп турĕç... Чылай салтака çухатрăмăр, çав шутра Василине те... Каçарăр, упраймарăмăр сирĕн ывăлăра», — тенĕ унта.
Петр, Александр, Федор, Арсентий, Алексей хыпарсăр çухалнă.
Çапла... Шăкăл-шăкăл кил-çурт кĕске хушăрах вăрă чăлхатса хăварнă арча пек пушанса, арăш-пирĕшленсе юлнă. Çирĕп тымарлă юман пек ура çинче тĕреклĕ тăракан Сидоровсем... Çил-тăвăл лăсканăн, темиçе кунра çÿçĕсем тăм тивнĕ купăста пек шуралса ларнă.
Сакăр пĕртăванран Павел çеç тăван тăрăха йывăр аманса таврăннă. Суранĕсене пула час-час госпиталь-сенче сипленнĕ. Шел, нумай пурăнайман, çĕре кĕнĕ. Сидоровсем сакăр ывăлĕсĕр, кĕрÿшĕсĕр, тăрса юлнă. Пилĕк кинĕпе хĕрĕ тата сакăр мăнукĕ тăлăха юлнă.
— Ах, пĕр кĕтмен çĕртен, сасартăк ванчĕ пирĕн телей. Тÿпе евĕр... Авă, тавралăх тин кăна янкăр тăратчĕ, хĕвел йăлкăшатчĕ. Тепре пăхатăн та, типме- кушăхма сарнă шăналăк пек çĕтĕк-хăмăр пĕлĕтсем карса илме те ĕлкĕрнĕ. Анчах пирĕн хуйха тÿпепе танлаштарни вырăнсăр. Çил вăйлăрах вĕрсен тÿпе хăйне хупăрласа илнĕ хура пĕлĕтсене хăвалать. Пирĕн хуйхă темле кĕтсен те нихăçан та сирĕлеймĕ... — хÿхленĕ Елизавета Александровна.
1958 çулта яла вут хыпнă. Сидоровсен çурчĕ те кĕл купине çаврăннă. «Ах, Турри тата мĕнле инкек ярса парĕ-ши пире? Тата та чуна ыраттараканни, ывăлăмăрсен çырăвĕсемпе сăнÿкерчĕкĕсем те çунса кайни. Кашни кун çавсене тытса йăпанаттăмăр, хăйсемпе калаçнăнах туйăнатчĕ. Ĕнтĕ... йăлтах пĕтрĕ. Пĕр пĕрчĕ вăй та юлмарĕ пурăнмашкăн», — хÿхленĕ салтаксен амăшĕ.
Анне аттене м.н виличченех к.тр.
Тем пек йывăр пулин те, çĕнĕ вырăна куçса кайнă вĕсем. Хыпарсăр çухалнă ывăлсенчен пĕри, тен, таврăнĕ яла тесе кашни кун шанчăкпа укăлча умне утнă тăхăр ача амăшĕ. 1965 çулхине вара çут тĕнчерен уйрăлнă вăл. Никанор Федорович пысăк хуйха епле те пулин чăтса ирттерес тесе çĕр ĕçĕпе тăрмашнă. Хăйне тем пек алла илме тăрăшсан та, хуйхă-суйхă авнă ăна. Мăшăрĕсĕр çичĕ çул пурăннă хыççăн çĕре кĕнĕ.
Аслă Çĕнтерÿ 60 çул тултарнă чухне паттăр Сидоровсене халалласа, вăрçăччен ĕçленĕ уй çывăхне палăк лартнă. Çав лаптăка Сидоровсен уйĕ тенĕ. Ăна уçнă çĕре чылай халăх пуçтарăннă.
Ял библиотекинче «Сидоровсен уйĕ» ятлă картина вырăн тупнă. Екатеринбург киностудийĕ «Сидоровсен уйĕ» ятлă фильм парнеленĕ. Удмурт халăх художникĕ П.С. Семенов Никанор Федоровича сăнланă картинăна пурте куççульпе тинкернĕ. «Пĕлетĕр-и, чылай картина ÿкернĕ эпĕ. Çăмăллăнах. Анчах паттăр салтаксен ашшĕне ÿкернĕ чухне пырта тем капланчĕ, куçăм куççульпе тулчĕ. Алăсем чĕтрерĕç. Ĕç ниепле те малалла каймасть. Хама алла илме чылай вăхăт кирлĕ пулчĕ. Пурпĕрех картинăна куççуль витĕр вĕçлерĕм», — тенĕ вăл ял халăхне. Удмурт халăх поэчĕсен О. По-скребышевпа Н. Байдеряковăн «Саккăрăн» ятлă сăввине, «Сакăр пĕртăван» балладине пурте хумханса шĕкĕлченĕ.
— Унти йĕркесене пĕрремĕш хут вуланă чухне мана пĕрре пăчăлантарчĕ, тепре шăнтрĕ... Ара, эпĕ Павел Никаноровичăн мăнукĕ, Юрий Васильевич Сидоров- çке... Асаттепе унăн пĕртăванĕсемшĕн паянхи кунччен те чун ыратать. Вĕсем ирсĕр тăшмана пула çамрăкла куçĕсене хупнă. Мăн асаттепе мăн асанне умĕнче вара çĕре çити пуç таятăп. Вĕсем Тăван çĕршыва юрăхлă ачасем çитĕнтернĕ, ывăлĕсем хăйсен пурнăçĕсене шеллемесĕр фашистпа кар тăрса кĕрешнĕ, — тенĕ вăл.
Вăрçă чарăнсан, чылай çул иртсен вырăнти корреспондент Василий Никанорович Сидоровăн хĕрĕ патне çитсе килнĕ.
«...Валентина Васильевна алăка вăйсăррăн уçрĕ. Эп мĕн ĕçпе килнине пĕлсен тути кăшт кулчĕ. Сĕтел хушшине йыхравларĕ. Ĕлĕкхиллех пурăнать паттăр хĕрĕ. Иртнĕ ĕмĕрĕн 80-мĕш çулсен пуçламăшĕнче туяннă «Минск» ятлă холодильник, кивелнĕ кантăксăр сервант çеç пур хваттерте. Стена çине вара юратнă ашшĕпе амăшĕн сăнÿкерчĕкĕсене вырнаçтарнă.
— Манăн аннен, Зоя Федоровнăн, хĕр чухнехи хушамачĕ те Сидорова пулнă. Качча кайнă хыççăн хушамат ылмашăнман. Икĕ пиччĕшĕ те, Андрейпа Михаил, вăрçăра пуçĕсене хунă. Анне аттене хăй виличченех кĕтрĕ. Укăлча умне тухса йăваланса макăратчĕ. Ялта купăс сассине илтсен те йĕретчĕ. «Ах, манăн Вася та ăстаччĕ купăс калама-а-а. Нивушлĕ урăх нихăçан та кураймăп ăна, — тетчĕ хурланса. Шел, хам та аттесĕр ÿсрĕм. Пĕлетĕр-и, паянхи кун маншăн чи хакли — аттепе анне сăнÿкерчĕкĕ. Эпĕ вĕсене нимĕнле мулпа та ылмаштармастăп, — терĕ Валентина Васильевна. Чăнах, хам та йывăррăн тухрăм çав хваттертен. Чунра пушăлăх хуçаланчĕ», — тесе çырнă вăл хаçатра.
Элиза ВАЛАНС хатĕрленĕ.
Комментировать