Газдановсем
Çурçĕр Осетири Дзуарикау салинчи Асахматпа Тасо Газдановсен çемйинче çичĕ ывăл çитĕннĕ: Магомед, Дзарахмат, Хаджисмел, Махарбек, Созрыко, Шамиль, Хасанбек. Ашшĕ-амăшĕн савăнăçĕ те виçесĕр пулнă.
— Çичĕ кин кĕмелле пирĕн киле, мăнукăмăрсем вара çиччĕ кăна мар, урам тулли чупчăр. Телейлĕ пурнăç пултăрччĕ пирĕн ватă ĕмĕрте, — ĕмĕтленнĕ телейлĕ мăшăр час-часах.
Çапăçусенче арăслан пек пулăп!
1941 çул. Газдановсен çичĕ ывăлĕ те вăрçă хирне тухса кайнă. Амăшĕ вара канăçне йăлт çухатнă. Кăн¬тăрла хĕвелпе калаçнă.
— Сарăскерĕм, хитрескерĕм, ывăлсене йывăр вă¬хăтра ăшăлăх парнелесем, тăван тăрăха çавăрса килме вăй-хăват çитерсем. Пире пулăшсам, ахăр са¬манара алă парсам, айккинчен пăрăнса ан иртех, — тилмĕрнĕ вăл кунсерен тÿпене ташласа тухакан хĕве¬ле тинкерсе.
Каçхине те ыйхи килмен, тепĕр чухне сĕм-çĕрле урама чупса тухнă. Каллех тÿпенелле тинкернĕ. Çап- çутă уйăхпа пуплеме тытăннă.
— Уйăхăм, тархасшăн, манăн тĕпренчĕкĕмсен утас çулне çутатса пыр. Çу çулĕ парнеле, таврăнма пыл¬лă сукмак хатĕрле. Ăнлансам, вĕсене ырă-сывă курас килет, — куççуль витĕр калаçнă хĕрарăм çаплипех çÿлелле пăхнă май.
...Малтанах икĕ ывăлĕ вăрçăра пуç хунă. Çав тери асапланнă ашшĕпе амăшĕ. Кĕçех виççĕмĕш ывăлĕ вилнĕ çинчен калакан хут килнĕ салана. Тасо Газда¬новăна ку хыпар вăйран янă. Вырăнпа выртнă. Аран сывласа вĕçĕмсĕр ахлатнă. Тапхăр-тапхăр ăнран тух¬нă, унтан майĕпен тăна кĕнĕ.
— Ах... Ывăлăмсем... Мĕнле-ха капла пулса тухрĕ- ĕ-ĕ?! Ытти тĕпренчĕкĕмсене кураймасăрах ви¬летĕп ĕнтĕ. Çак вăхăтăрта таçта ĕнтĕ вĕсем... Чĕре тÿсмелле мар ыратать, — тесе хăй ăшĕнчи темиçе сă¬маха аран пăчăртаса кăларнă.
Çак кун хĕрарăм хуйха чăтаймасăр ĕмĕрлĕхех куçĕсене хупнă.
Шел, Газдановсен пĕр ывăлне те киле таврăнма шăпа пÿрмен. Хаджимелпе Магомед Севастополь çывăхĕнче, Дзарахмат Новороссийск патĕнче, Ха¬санбек Белоруссире, Созрыко Киевра, Махарбек Му¬скавра, Шамиль Çĕнтерÿ кунĕнче Берлинта куçĕсене хупнă.
«...Пĕр хулара эрне пек усрасан, пире урăх вырăна илсе кайрĕç. Анчах пирĕн эшелонран нимĕçсем тур¬пас турĕç. Салтаксем нумай пĕтрĕç. Мана та ураран амантрĕç. Суранĕ хăрушă марччĕ, бомба ванчăкĕ пĕççе çеç çурса кайрĕ. Шăмма тивеймесĕр. Госпи¬тальте выртрăм уйăх çурă. Тепĕр çапăçу та ытла хăрушă пулчĕ. Юлташпа вилнисене пысăк çунапа пуçтаратпăр. Каçĕ çутăччĕ, уйăх тулнă вăхăт. Пире фрицсем асăрхарĕç. Тытăнчĕç минăсем ывăтма. Эпир юр ăшне чăмрăмăр, çуна хÿттинерех. Пĕр хушă хайхи¬сем пеме пăрахрĕç. Пире тĕп турăмăр терĕç ахăрт- нех. Эпир сиксе тăтăмăр та çунана малалла сĕтĕрме тытăнтăмăр. Мĕн вăй çитнĕ таран чупатпăр. Инçе те мар — вăрман. Унччен те пулмарĕ ман енне мина пыр¬са ÿкрĕ. Самантранах алла темĕскер пырса çапрĕ. Ÿкрĕм. Ăнлантăм мĕн пулнине. Юлташ алла çыхса мăйран çакса ячĕ. Вăрмана епле çитсе ÿкнине асту¬мастăп. Питĕ хĕрÿ пырать вăрçă, анчах эпир çĕнте¬ретпĕрех! Е тата хамăн юлташ кала¬са пани те чуна ыраттарчĕ. Нимĕç тыткăнне лекнĕ пирĕн салтаксене мĕн тери асаплантарнă. Çамрăксе¬не пĕр вăрăм йывăç сарайне хупнă та, алăкĕсене, чÿречисене питĕрсе лартнă. Стенисем çине бензин сап¬са тивертсе янă. Хăйсем сарай тав¬ралла автоматсемпе тăнă. Хăшĕ те пулин çунакан сарайĕнчен сиксе тухма пултарсан, çав самантрах пульăсем айне лекнĕ. Ах, çакăнтан хăрушши çĕр çинче нимĕн те пул¬ма пултараймасть пуль? Тавралла этем кĕлеткисем мар, çунса хуралнă вутпуççисем выртнă. Хăшĕсен ал¬лисем татăлса ÿкнĕ, хăшĕсен — урисем. Пуçсăррисем те пулнă. Мĕнле чунлă пулмалла-ши чĕрĕ çынсе¬не çапла çунтарма! Аннеçĕм, мăшăрăм! Эпĕ кашни утăмра, кашни сехетре нимĕçсене тавăрма тăрăшăп. Юлташсемшĕн, тăвансемшĕн — пуриншĕн те! Гитлер хурахĕсене кăтартăпăр-ха хăйсене те! Вĕсене пирĕн çĕр çинче пĕр çын юлмиччен пĕтерме, çапăçусенче арăслан пек паттăр та хастар пулма сăмах паратăп!» — тесе шăрçаланă пĕр çырăвĕнче Дзарахмат.
П.ртен-п.р мăнук — Мила
Газдановсен вăрçă пуçланиччен пĕр ывăлĕ Дзарах¬мат çеç çемье çавăрма ĕлкĕрнĕ. Хĕрпĕрчийĕ вара, Мила, вăл фронта тухса кайсан çут тĕнчене килнĕ. «Пурнăçсем епле? Питĕ пĕлес килет, ылтăн е кĕмĕл çуралчĕ пирĕн?» — кăсăкланнă салтак пĕр çырура. Ăна çийĕнчех хурав панă, хĕр çуралнине хыпарланă.
— Çырăва атте илсе вуланă-ши? Вуланă пул¬сан хĕпĕртерĕ-ши? Е çав хыпара пĕлеймесĕрех пурнăçран уйрăлчĕ-ши? — тенĕ Дзарахматăн хĕрĕ пă¬шăрханса та куççульленсе. — Эпир аттепе унăн пĕртă¬ванĕсен çырăвĕсене, орденĕсемпе медалĕсене паян¬хи кунччен те типтерлĕн упратпăр. Вĕсем пирĕншĕн ылтăнран та хаклă. Çавсене алла тытмассерен пырта тем капланать, куç куççульпе тулать. Атте... Мĕн тери хаклă сăмах... Эпĕ ăна сăнÿкерчĕкре çеç курнă-çке. Вăрçа пула аттесĕр ÿсрĕм, паянхи кунччен те уншăн тунсăхлатăп. Вилтăприйĕ ăçта пулнине те пĕлменни чуна шĕкĕ евĕр кăшлать. Эх, чун каниччен хÿхлĕттĕм вилтăприне ыталаса...
Вăрçăра паттăрсен вилĕмĕпе вилнĕ, хăй хĕрне Ми¬лăна сăпкара ярăнтарма мар, пĕр хутчен те курман Дзарахматăн ултă мăнук çуралнă. Мăнукĕн мăнукĕ¬сем те йышлăн.
— Асатте чĕрçийĕ çинче утьăкка сиксе курнă эпĕ. Шел, мана тытса ларнă вăхăтрах вилсе кайнă... Ун чухне, Çĕнтерÿ кунĕнче, пĕрене купи çинче ларнă эпир. Ара, ултă ывăлĕн вилнĕ хучĕсем килнĕ, кĕçĕнни çеç сывă юлнă. Тĕпренчĕкĕ кĕç-вĕç укăлча хапхирен ытти салтаксемпе килсе кĕрĕ тесе кĕтсе ларнă вăл. Анчах çав вăхăтра пирĕн еннелле хура тум тăхăннă арçын ушкăнĕ утнине курнă: «Çак çынсем ман патах пулас... Кĕçĕн ывăлăм та вилнĕ ахăртнех», — тенĕ те, çавăнтах чĕри тапма чарăннă. Чăнах та, килекен уш¬кăн асаттене ырă мар хыпар пĕлтерме васканă. Кĕçĕн ывăлĕ те паттăрсен вилĕмĕпе вилнине пĕлсе юлай¬масăрах çут тĕнчерен уйрăлса кайнă манăн асатте, — тенĕ Мила юратнă аслашшĕне аса илнĕ май.
1963 çулта Тасо Газдановăпа çичĕ ывăлне халал¬ласа палăк лартнă. Унталла пăхсан... Кирек кам та куççуль кăларнă. Ара, хуйхăпа пусăрăнса çÿçĕ шурал¬нă хĕрарăм хÿхлесе макăрать-çке. Çÿл тÿпене вара çичĕ тăрна вĕçет... Вĕсем — Тасон ывăлĕсем...
Тавралла йывăçлă хитре парк та çитĕннĕ. Кунта кашни çулах тем чухлĕ турист килнĕ. Мила Газданова килен-каяна ашшĕпе пĕртăванĕсен тата асламăшĕпе аслашшĕн кун-çулĕ пирки тĕплĕн каласа панă. Вĕсен ыйтăвĕсене туллин, чунне ыраттарса та куççуль кă¬ларса хуравланă. Хăнасем паттăр салтакăн хĕрĕпе палăк çумĕнче асăнмалăх сăн ÿкерĕннĕ, татах та çак вырăна çитсе курма сăмах панă.
Аттене тупас тесе .м.тленн.
1970 çулта ял халăхĕ тăрăшнăран пĕртăвансене асра тытса шкулта музей уçнă. Унта паттăр салтак¬сен япалисене тирпейлĕн вырнаçтарнă. Çавăн пекех вĕсем пурăннă çурт макечĕ те вырăн тупнă. Ара, хăй вăхăтĕнче Газдановсем те çак шкултах пĕлÿ илнĕ. Çитменнине пĕртăвансенчен пĕри, Махарбек, педа¬гогра тăрăшнă. Ачасене тарăн пĕлÿ парас тесе ырми- канми ĕçленĕ.
— Газдановсемпе лайăх пурăннă эпир. Çемйи те туслăччĕ. Çурчĕ вара питĕ пысăкчĕ. 25 метр сарлакă¬шахчĕ. Тен, тата пысăкрахчĕ. Çав хăтлă çуртра пĕрре мар вылянă эпир. Газдановсен ывăлĕсем вăрçа кай¬сан çак пÿрте нимĕçсем бомба пăрахса юрăхсăра кăларчĕç. Çапла, чылай хурлăх кăтартрĕ пире ирсĕр фашист. Çапах пуçа усмарăмăр. Çĕнтертĕмĕр. Эпĕ тăван тăрăхăма таврăнтăм-ха, Газдановсен ывăлĕ¬сен, манăн юлташсен шăписем урăхларах пулчĕç. Питĕ шел паллах. Вĕсене халалласа палăк тата му¬зей уçни — калама çук пысăк савăнăç. Пирĕн паттăр¬сене ĕмĕрне те манма юрамасть, — тенĕ ял çынни Умархан Черджиев.
Мила Газданова патне 2013 çулта Новороссий¬скран ырă хыпар çитнĕ. «Сирĕн аçун вилтăприне тупрăмăр», — тенĕ унта. Хĕрарăм тÿрех ачисемпе мăнукĕсем патне шăнкăравланă. Хăйĕн виçесĕр савăнăçне куççуль витĕр пайланă. Кăштахран Газда¬новсем хулана тухса кайнă. Мила ашшĕн вилтăприйĕ çинче ĕсĕклесе макăрнă, ачисемпе мăнукĕсем те куççулĕсене тытса чарайман.
— Паянхи кунччен те асаннепе асаттене хĕрхе¬нетĕп. Çичĕ ывăлне те вăрçа ăсатма мĕн тери йывăр пулнă-çке вĕсене! Эпĕ аттене тупас тесе тахçанах ĕмĕтленнĕ. Ĕнтĕ унăн ытти пĕртăванĕн вилтăприсен умĕнче те пуç таясчĕ, — тенĕ Мила.
2015 çулта вара Газдановсене халалласа лартнă палăк çумĕнчи паркри йывăçсене предприниматель касса дачăсем хăпартма тытăннă. Çакă Мила Доева- Газдановăшăн уяр кунта аçа çапнă пекех туйăннă.
— Ăнланмастăп, мĕншĕн паттăрсене халалланă парка пĕтермелле? Вĕсем пире мирлĕ пурнăç пар¬нелессишĕн хăйсене шеллемен. Халĕ вара паттăр¬сем çине алă сулакан та тупăннă. Манăн тăвансене кăна мар, вăрçă вăхăтĕнче шăп çав вырăнта шкултан таврăнакан вуннăмĕш класра вĕренекен çирĕм ача¬на нимĕçсем пĕр шелсĕр персе вĕлернĕ. Ку вырăна вĕсене те, ним айăпсăр чунсене те халалланă-çке, — хирĕçленĕ Мила.
— Тупнă кулянмалли, сана урăх вырăна çĕр уйăрса парăпăр, — парăнман лешсем.
— Эпĕ çĕрпе кăсăкланмастăп! Мана тăвансене тата çав çирĕм ачана хисеплени кирлĕ. Ирсĕр фашист¬семпе кар тăрса кĕрешнĕ аттепе унăн пĕртăванĕсене çакăн пек хисеп тăватăр-им? Вĕсем çÿл тÿпере кул¬лен хĕвел пăхтăр тесе хăйсен пурнăçне шеллемен, — пăшăрханса пупленĕ вăл.
Анчах хăлхана чикмен унăн сăмахĕсене, парк вы¬рăнне çаплипех çĕнĕ дачăсем хăпарма тытăннă...
Элиза ВАЛАНС хатĕрленĕ.