2015 çул мĕнпе асра юлчĕ?

14 Янв, 2016

Раççейшĕн пĕрре те çăмăл пулмарĕ хыçа юлнă 2015 çул. Тĕпрен илсен, экономика кризисĕ кăларса тăратнă йывăрлăхсене парăнтарма тиврĕ. Раççей Президенчĕ Владимир Путин пуш уйăхĕнче тÿре-шара шалăвне 10 процент чакарма хушу кăларчĕ. Хĕвеланăçри çĕршывсем санкци хыççăн санкци кĕртрĕç. Пĕр енчен, ку пирĕншĕн усса кăна кайрĕ. Раççей чикĕ леш енчен хатĕр тавар кÿрсе килес вырăнне пĕчĕккĕн хăй туса кăларма тытăнчĕ.

Хурлăхли чылай пулчĕ. Юпа уйăхĕн 31-мĕшĕнче Синай çинче «Когалымавиа» авиакомпани самолечĕ сирпĕнсе кайрĕ. Теракта пула Раççейĕн 224 гражданинĕ вăхăтсăр вилчĕ. Кун хыççăн, чÿк уйăхĕн 6-мĕшĕнче, Раççей самолечĕсем Египета вĕçме чарăнчĕç. Чÿкĕн 24-мĕшĕнче Сирире пирĕн «Су-24» бомбардировщике персе антарчĕç. Куншăн Турци тĕлĕшпе Раççей çирĕп мерăсем йышăнчĕ. Сирире авăн вĕçĕнче ятарлă операцисем ирттерме пуçлани те ахальтен мар - Сири çыннисене хăйсен тăван çĕршывĕшĕн ИГИЛпа кĕрешме пулăшмаллах. 2015 çулта Ислам патшалăхĕ хăй тытса тăракан лаптăкăн 40 проценчĕсĕр юлнă.

Крым пирĕн патшалăха кĕнĕшĕн Украина влаçĕ ниепле те лăпланаймасть. Малтан Днепр шывне парса тăма чарăнчĕç, унтан автобуссемпе пуйăссем çÿреме пăрахрĕç, чÿкĕн 24-мĕшĕнче вара электроэнерги те Крыма çитми пулчĕ. Кайран апат-çимĕç енчен хĕсме хăтланчĕç. Çулталăк вĕçĕнче Крымри лавккасенчи таварăн 95 проценчĕ Раççейĕн пулни паллă.

Финанс кризисĕ пулсан та, тĕнчери лару-тăру кăткăслансан та XXI ĕмĕр пĕтĕмлетĕвне кĕме тивĕç строительствăсем чарăнса лармарĕç. «Хĕвелтухăç» космодрома, Керчь кĕперне, 2018 çулта иртекен футбол чемпионачĕ валли хальхи йышши стадионсем тума пăрахмарĕç.

Мĕнех, Раççейри - Литература, пирĕн республикăри Константин Иванов çулталăкĕ хыçра. Чăваш Енре те пĕлтерĕшли, асра юлмалли сахал мар пулчĕ. Вĕсенчен хăшĕ-пĕрне паян тепĕр хут пăхса тухар. ТОП-10 списока эпир çак пулăмсене кĕртрĕмĕр. Малалла вулас...

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.