- Чăвашла верси
- Русская версия
Страуссем патне упăшкин çи-пуçĕпе тухать
Килте страус усрасси çинчен Аслă Елчĕкре пурăнакан Казначеевсем чылай хутчен калаçу çĕкленĕ. Çапах витене экзотика кайăкĕн чĕпписем çитиччен арăмĕ ку сăмах чăнлăха çаврăнасса ĕненсех кайман. Арçын вара каланă - тунă: утă уйăхĕнчи илемлĕ пĕр кун Интернетра тупнă адреспа Самар облаçне тухса вĕçтернĕ. Пĕр уйăхри чĕпĕсене илсе килнĕ вăл, пĕриншĕн 10 пин тенкĕ тÿленĕ. Ун чухне чĕпĕсем чăх пысăкăш çеç пулнă.
Сивĕрен хăрамаççĕ
Нихăçан курман кайăксене епле пăхмалла? Вилсе выртсан?.. Пысăк укçа сая кайĕ-çке. Çапла шухăшласси пур - Казначеевсем çĕнĕ ĕçе те тытăнмĕччĕç. Правурскерсем кайăксем валли ятарласа вырăн хатĕрленĕ, пĕчĕкскерсене пепке евĕр пăхнă. «Тĕрĕссипе, нимĕн йывăррине те сисмерĕмĕр. Ешĕл курăк, пахча çимĕç çитертĕмĕр. Хĕлле валли вăй илчĕç», - пытармарĕ Ольга Трофимовна. Акă вĕсен хуçалăхĕнче виççĕмĕш çул Кăнтăр Африка страусĕсен икĕ çемйи хĕл каçать. Пирĕн патри сивĕсене кайăксем аван чăтса ирттереççĕ. Малтанхи çул кăна витене ăшăтса тăнă. Страуссем кăнтăрла урамрах çÿреççĕ, шартлама сивĕре çеç вĕсене кăлармаççĕ. «Хĕл каçмашкăн утă чылай хатĕрлерĕмĕр: 2-3 çуллăха та çитмелле. Кайăксем апат нумай çимеççĕ, тырă юратаççĕ», - ăнлантарчĕ кил хуçи арăмĕ. Страуссем ирĕкре çÿреме юратнăран вольера анлăлатса пыраççĕ, вите маччине çÿллетеççĕ. Малалла вулас...
Комментировать