Водительсем кĕтнĕ саккун, е Кăçалтан вăя кĕнĕ улшăнусем
2016 çула кашниех çĕнĕ ĕмĕт-тĕллевпе пуçларĕ ахăртнех. Çĕнĕ çулхи вăраха тăсăлнă каникул хыççăн пурте ĕçе кÿлĕнеççĕ. Сутуçă - лавккана, тухтăр - сыватмăша, вĕрентекен - шкула, водитель руль умне васкать. Саккуна улшăну кĕртес ĕç те «тĕлĕрмест», кăçал та тĕрлĕ çĕнĕлĕх вăя кĕчĕ. Вĕсем çĕр ĕçченĕнчен пуçласа пысăк должноçра вăй хуракан таранах пырса тивеççĕ.