Экзаменатора шăнман пăр çине лартаймăн

21 Янв, 2016

Çĕнĕ çул хыççăнхи кану кунĕсем вĕçленсен студентсен хĕрÿ тапхăр пуçланать. «Сесси» сăмах чылайăшне хăратать. Уйрăмах - 1-мĕш курсра ăс пухакансене. Пĕрисем Совет тапхăрĕнчи «Операция «Ы» и другие приключения Шурика» кинофильмри студентсем евĕр тĕплĕн хатĕрленеççĕ. Паллах, кĕнеке вулани аван. Анчах мĕн шĕкĕлчени хăш чухне пуçран тухса ÿкет. Çавна пулах экзаменра çухалса каятăн. Кун пек чухне çамрăксенчен ытларахăшĕ шпаргалка хатĕрлет. Хальхи вăхăтра нумайăшĕ çĕнĕ технологисемпе усă курать. Вĕрентекенсем ун пеккисемпе мĕн тăваççĕ-ши? Çĕрĕпе куç хупмасăр кĕнеке шĕкĕлченĕ хыççăн занятие кая юлса килни камăн пулман-ши? Ахăртнех, экзамена хатĕрленмесĕр тĕрлĕ лару-тăрăва лекнĕ самантсем пирки кашнин каласа памалли пур. Хальхинче экзамен тыттаракансенчен пĕрне чăрмантарас терĕмĕр. Студентсем мĕнпе тĕлĕнтереççĕ-ши? Малалла вулас...

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.