Шыв çук чухне юр ирĕлтерсе ĕçнĕ
Сĕт, çу ярса пĕçернĕ хуратул пăтти сĕтел çинче пăсланса ларнă. «Кунашкал апата хăçан астивсе курăн?» — тенĕ асламăшĕ мăнукне çиме чĕнсе. 1987 çулхи çĕртме уйăхĕн 23-мĕшĕнче Тутарстанри Пăва районĕнчи Алших ялĕнчи Самаркинсен çемйинче салтак ăсатнă. Шупашкарта И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУн машиностроени факультетĕнче 1-мĕш курсра вĕренекен Валерăна çара ăсатма пĕтĕм ял-йыш, тус-тăван пуçтарăннă. Алшихра мĕн ĕлĕкех çапла каланă: салтакра пулман йĕкĕте хĕр те качча памаççĕ, арçынсем пĕрле картла выляма, ĕçкĕ-çике ертмеççĕ. Кĕçех чикĕ хуралçи пулса Тăван çĕршыва хÿтĕлеме тивнĕшĕн яш хăй те савăннă. Погранçар пирки «политикăна ăнкаракан çар» тесе ахальтен каламан, унта кашниех лекеймен, чи маттуррисене кăна суйланă. Малалла вулас...