Архив - 2016 - Çамрăксен хаçачĕ

июня 2nd

2 Июн, 2016

Воспитательре ĕçлеме пултарулăх кирлĕ

«Ӳнерçĕ пекех, воспитатель пулма та Турă панă талант кирлĕ», — тенĕ нимĕç философĕ Карл Вебер. Пурнăçа çамрăкранах ачасемпе ĕçлессипе çыхăнтарма, кашни куна вĕсен тĕнчинче ирттерме пирĕнтен пурте пултараймаççĕ. Пĕчĕкскерсене воспитани пама, вĕсен кăмăлне тупма мĕн чухлĕ чăтăмлăх кирлĕ.

2 Июн, 2016

Пурнăç миллион «лайкран» хаклăрах

Юлашки вăхăтра çамрăксен хушшинче селфи ÿкерĕнесси анлă сарăлчĕ. Ку сăмахпа кĕсье телефонĕ фотоаппарат «тивĕçĕсене» пурнăçлама тытăннă хыççăн час-часах усă курма пуçларĕç. Халĕ ют чĕлхерен килнĕ сăмах пĕлтерĕшне ача садне çÿрекенрен пуçласа аслă ÿсĕмри çын таранах пĕлет.

2 Июн, 2016

Çемьере ачасемсĕр кичем

Ĕнер Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Шупашкарти çул çитменнисен реабилитаци центрĕнче Ачасене хÿтĕлемелли пĕтĕм тĕнчери куна халалласа йĕркеленĕ уява хутшăнчĕ.

2 Июн, 2016

Арăмĕ те трактор рулĕ умне ларать

Шăмăршă районĕнчи Карапай Шăмăршăра пурăнакан Ивановсем килен-каяна сĕтел хушшине лартса чей ĕçтермесĕр кăларса ямаççĕ. Кунта ирхи 4 сехетре ĕç «вĕреме» тытăнать. Хăнана хисеп туни темрен хаклине лайăх пĕлеççĕ вĕсем.

2 Июн, 2016

«Халĕ куккук та яла килсе авăтать»

«Саша, тăр-ха, сăвă çыртăм», — ир-ирех вăратнă ашшĕ Александр Степанова. Ывăлĕн куçĕ уçăлнă-уçăлман вăл тин «пиçнĕ» сăвва янăраттарса вуланă. Пăртта Иванĕ сăвăсемпе юптарусен йĕркисене тĕлĕкре курсан çĕрлесерен тăрса вĕсене шурă хут çине çырнă, кайран хаçат-журналта пичетленĕ.

2 Июн, 2016

«Юррăмсемпе сценарисем пурнăçăмпа çыхăнман»

К.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕн артисткишĕн, киносценаристшăн тата чăваш эстрада юрăçишĕн Надежда КУЗЬМИНАШĂН çут çанталăк нимĕн те шеллемен: ăна ытарлă туйăм, шăпчăкăнни евĕр илемлĕ сасă, шăнкăр-шăнкăр шыв юххи пек кулă, чунра пытаннине сăвăласа кăларма ăсталăх панă.

2 Июн, 2016

«Кукамай, шывран ниепле те тапаçланса тухаймарăм...»

 

Çуллахи каникул çитессе ачасем яланах кĕтеççĕ. Шăрăхри киленÿпе савăнăç — шывра чăмпăлтатасси — илĕртет вĕсене. Анчах пĕве, юханшыв пурнăçшăн хăрушă пулнине пĕчĕккисем ăнланмаççĕ. Вĕсем аслисене систермесĕр хăйсем тĕллĕн ш ыв еннелле утаççĕ.

Çулла çитсе те ĕлкĕреймерĕ — çуркунне вĕçĕ шăрăх килнĕ май республикăра çынсем шывра путса вилнĕ тĕслĕхсем пулчĕç. Çу уйăхĕн 26-мĕшĕнче тÿрех 3 çын çапла майпа пурнăçран уйрăлнă. Шупашкар районĕнчи Пĕчĕк Аначкассинче 1952 çулта çуралнă арçыннăн виллине пулăçсем тупнă. Çĕмĕрле районĕнчи Çĕнкасра пĕчĕк ачасем, пиччĕшĕпе шăллĕ, путнă. Малалла вулас...

мая 26th

26 Мая, 2016

«Çамрăксен хаçачĕ» 20 (6113) №. 26.05.2016

26 Мая, 2016

Тирпейленин усси çук: пур-пĕрех çÿп-çап хăвараççĕ

Икĕ çул каялла, çу уйăхĕн 30-мĕшĕнче тухнă номерте, тĕп хуламăрти тирпейсĕр вырăнсем пирки çырса кăтартнăччĕ. Çивĕч ыйтăва уçăмлатас тесе Шупашкарти тĕрлĕ кĕтесре пулса курнăччĕ. Трактор тăвакансен культура керменĕ хыçĕнчи вăрмана та çитнĕччĕ.

26 Мая, 2016

Кадетсемшĕн юлашки шăнкăрав янăрарĕ

Çак кунсенче шкулпа сывпуллашакансем валли юлашки шăнкăрав янăрарĕ. Республикăри 6,5 пин çамрăк пĕлÿ çурчĕн алăкне уçса текех урока васкамĕ. Шăнкăрав Шупашкарти 6204 вĕренекеншĕн юлашки пулчĕ.

Страницы