Комментировать

2 Июн, 2016

Пурнăç миллион «лайкран» хаклăрах

Юлашки вăхăтра çамрăксен хушшинче селфи ÿкерĕнесси анлă сарăлчĕ. Ку сăмахпа кĕсье телефонĕ фотоаппарат «тивĕçĕсене» пурнăçлама тытăннă хыççăн час-часах усă курма пуçларĕç. Халĕ ют чĕлхерен килнĕ сăмах пĕлтерĕшне ача садне çÿрекенрен пуçласа аслă ÿсĕмри çын таранах пĕлет.

2002 çулта ку сăмахпа пирвайхи хут усă курнă. Кĕсье телефонĕсем тухиччен селфие фотоаппарат объективне тĕкĕре тĕллесе тунă. Халĕ унăн икĕ тĕсĕ анлă сарăлнă. Пĕринче çын тĕкĕртен пăхать, тепринче аллине тăсса хăйне ÿкерет. Ачасем те, аслă ăру çыннисем те пурнăçри кашни утăма сăн ÿкерсе Интернетри соцсете вырнаçтарасси йăлана кĕчĕ. Пĕрисем чаплă ресторанра апатланаççĕ, теприсем илемлĕ яхтăпа ишеççĕ, виççĕмĕшĕсем кинотеатрта лараççĕ...

«Инстаграм» — селфи ÿкерĕнме юратакансен чи юратнă сайчĕ. Ку соцсетьре ятарлă фильтрсемпе усă курса сăн-пите хитрелетме пулать. Селфи искусство евĕр. Унăн тĕрлĕ тĕсĕ пур. «Лифтолук» тесе лифтра ÿкерĕннине калаççĕ. «Фитнес селфие» спорт клубĕнчи тренажерсен умĕнче е тренировка вăхăтĕнче тăваççĕ. Çавăн пекех хĕрсен хушшинче руль умĕнче, тутана кăвакалăнни пек тăсса ÿкерĕнесси анлă сарăлнă.

Психологсем кунĕн-çĕрĕн селфи ÿкерĕннине чирпе танлаштараççĕ. Пĕр хăнăхнă йăларан хăпма питĕ йывăр. Çакна чылайăшĕ чаплă пурăннине кăтартассишĕн, чунри туйăмсене уçса парассишĕн, хăй мĕнле курăнни çинчен пăшăрханса ыттисем мухтанине илтессишĕн тăвать. Çын Интернета мĕн чухлĕ ытларах сăнÿкерчĕк кăларса хурать — вăл хăйне çавăн чухлĕ шанмасть.Малалла вулас...

 

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.