Кадетсемшĕн юлашки шăнкăрав янăрарĕ

26 Мая, 2016

Çак кунсенче шкулпа сывпуллашакансем валли юлашки шăнкăрав янăрарĕ. Республикăри 6,5 пин çамрăк пĕлÿ çурчĕн алăкне уçса текех урока васкамĕ. Шăнкăрав Шупашкарти 6204 вĕренекеншĕн юлашки пулчĕ. Хаваслă, çав вăхăтрах хумхануллă саманта тĕп хулари кадетсен 14-мĕш шкулĕн выпускникĕсемпе пĕрле ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев та пайларĕ.

Асăннă шкулта пĕрремĕш кадет класĕ 2007 çулта уçăлнă. Çак вĕренÿ çулĕнче унашкал 27 класс пулнă, вĕсенче 686 кадет ăс пухнă. Кăçал 9-мĕш класра вĕренекен — 27, 11-мĕш класра ăс пухакан 24 çамрăкшăн юлашки шăнкăрав янăрарĕ. Ытти шкулпа танлаштарсан, кадетсем урăхларах. Çакна ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев та палăртрĕ. Кадетсем патриотлăх туйăмне мала хураççĕ. Вĕсемшĕн «атте-анне», «Тăван çĕршыв», «чыс» сăмахсем çывăх. Шкул директорĕ Светлана Иванова çамрăксем 11 çулта илнĕ пĕлĕве малалла аталантарасса, çак енĕпех професси суйласса шаннине пĕлтерчĕ. Асăннă вĕренÿ заведенийĕн выпускникĕсен 55% аслă шкулта çар тата юридици енĕпе ăс пухать. Йĕрке хуралĕн ĕçченĕ-и е офицер пулĕç-и — пурнăçăн анлă сукмакĕ çине тăма пулăшнă шкула яланах асра тытмаллине палăртрĕ Михаил Васильевич. Александр Петров выпускниксен ашшĕ-амăшĕн ятĕнчен сăмах илчĕ. Ачасене пĕлÿ тĕнчипе паллаштарнă учительсене тав сăмахĕ каларĕ вăл.

Кадетсен юлашки шăнкăрав уявĕ хăйне евĕр иртрĕ. Юрă-сăвă, вальс ташшисĕр пуçне вĕсем стройпа утнине курса киленме май пулчĕ. Йăлана кĕнĕ тăрăх, шкул пĕтерекенсем кадетсен ялавне тытса чĕркуçленчĕç. Çамрăксем юратнă пĕлÿ çурчĕпе сывпуллашнине ирĕке янă шурă кăвакарчăнсем те туйрĕç тейĕн. Кайăксен ушкăнĕ тÿпере темиçе çаврăм тунă хыççăн çеç инçетелле вĕçрĕ.

Ирина КОШКИНА.

 

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.