«Кукамай, шывран ниепле те тапаçланса тухаймарăм...»
Çуллахи каникул çитессе ачасем яланах кĕтеççĕ. Шăрăхри киленÿпе савăнăç — шывра чăмпăлтатасси — илĕртет вĕсене. Анчах пĕве, юханшыв пурнăçшăн хăрушă пулнине пĕчĕккисем ăнланмаççĕ. Вĕсем аслисене систермесĕр хăйсем тĕллĕн ш ыв еннелле утаççĕ. Çулла çитсе те ĕлкĕреймерĕ — çуркунне вĕçĕ шăрăх килнĕ май республикăра çынсем шывра путса вилнĕ тĕслĕхсем пулчĕç. Çу уйăхĕн 26-мĕшĕнче тÿрех 3 çын çапла майпа пурнăçран уйрăлнă. Шупашкар районĕнчи Пĕчĕк Аначкассинче 1952 çулта çуралнă арçыннăн виллине пулăçсем тупнă. Çĕмĕрле районĕнчи Çĕнкасра пĕчĕк ачасем, пиччĕшĕпе шăллĕ, путнă. Малалла вулас... |