Юман пек çирĕп Вязов
Хушаматне кура ăна хурамапа танлаштармалла пек, анчах иртнĕ вăрçăри паттăрлăхĕпе хăюлăхĕ чи çирĕп йывăçа - юмана - асаилтерет. Муркаш районĕнчи Çеменкассинче çуралса .снĕ Александр Матвеевич Вязова пĕрремĕш хут курсанах çак танлаштару пуçра тĕвĕленчĕ. Хăй каласа панă тăрăх - Аслă Çĕнтер. 30 çул тултарнă ятпа ăна фронтри тусĕ Г. Бугел хăй патне Димитровграда хăнана чĕннĕ. Аякран çитнĕскере хулари пĕр парка ертсе кайнă. Туссем ешĕл симĕс çулçăсемпе витĕннĕ юман патĕнче чарăнса тăнă.