Тапăртатса тăрать тур лаши

8 Ака, 2015

Халь-халь тапса сикес пек тапăртатса тăракан урхамаха йĕвенрен иккĕн тытнă. Çамрăкскерне кÿлме ансат мар. Йĕвен, турта, урапа, тилхепе - урхамахшăн ют-ха. Темиçе уйăхран вăл ăмăртусене хутшăнма тытăнассине ĕненме те йывăр.

Лашапа та пĕр чĕлхе тупмалла

- Икĕ çула çитнисене ăмăртусене хутшăнтараççĕ. Вĕсенчен çамрăкраххисене хăнăхтарса кăна пыратпăр-ха, - каласа парать Етĕрне районĕнчи В.И. Чапаев ячĕллĕ ăратлă лаша завочĕн зоотехникĕ Мария Петухова. - Лашасем те çынсем пекех тĕрлĕрен пулаççĕ. Пĕри лăпкă та ачаш, теприн патне пыма хăрамалла: çыртать, тапать. Кашнинпе пĕр чĕлхе тупмасăр малалла ĕçлеме, тренировкăсем ирттерме йывăр. Чи кăткăс тапхăр - тихасене кÿлсе чупма хăнăхтарасси. Çак вăхăтра уйрăмах асăрханмалла. Хыттăн калаçни, алăпа сасартăк сулни вĕсене хăратма пултарать. Хăрушсăрлăх техникине пăхăнмалла, лаша патне нихăçан та хыçалтан пымалла мар.

Çамрăкскерсем кÿлсен кутăнлашма, ĕрĕхсе кайма, çаврăнса ÿкме те пултараççĕ. Вĕсем аманасран, турта-урапана ватасран шута илсе ăсталанă лаша хатĕрĕсене.

Тапăртатса тăракан тиха «Полярная ночь» текенскер иккен. Малашлăхĕ пысăк унăн. Акă, ипподрома çавăтса тухнă-тухман малалла çил пек вĕçтерчĕ. Тăрантас çинче ларса пыракан Мария Петухова тилхепене çирĕппĕн тытса пыни кăна ытлашши ĕрĕхме памарĕ. Зоотехник час-часах хăех тăрантас çине ларать. Малтанлăха урхамахсене ытлашши хăваламаççĕ. Шăм-шака хускатмалăх, хăнăхмалăх чупаççĕ. Хăнăхнă май вăхăта ипподромра ытларах ирттерме тытăнаççĕ юртă лашасем.

- Пĕринпе икĕ çултах ăмăртусене хутшăнма пулать, тепри вара ку вăхăт тĕлне те «пиçсе» çитеймест-ха. Апла ăна васкатмалла мар, упрамалла. 2-3 çултан вăл пысăк кăтартусемпе савăнтарĕ, - ăнлантарчĕ Мария Петухова урхамахĕпе çаврăнса çитнĕ май. - Утсене ăмăртăва хатĕрлеме виçĕ уйăхран пуçласа çур çул таран кирлĕ. 3-4 çулти лашасене вара – сахалрах. Виçĕ çулти ăйăрсем хĕлле канаççĕ. Тренировка хыççăн икĕ уйăхранах ăмăртма хатĕр вĕсем. Эпир тĕрлĕ сăлтава пула пĕр уйăха яхăн лашасене кÿлеймерĕмĕр. Çавăнпа халĕ ытлашши хăваламастпăр.

Пурĕ ăратлă 86 лаша. Ватăраххисем те пур. Акă, «Крессида» текенни 24 çулта. Нумаях пулмасть вăл каллех хăмланă. Амăшĕ халĕ тĕпренчĕкĕ çумĕнчен уйрăлма пĕлмест.

- Тихасем çур çулчченех амăшĕпе пĕрле. Кайран урăх витене куçаратпăр, майĕпен ипподрома тухма хатĕрлетпĕр, - терĕ завод директорĕ Роман Малов.

 

Шанăç пур

В. И. Чапаев ячĕллĕ ăратлă лаша завочĕн историйĕ пуян. Ăна 1926 çултах йĕркеленĕ. Вырăс урхамахĕсене ĕрчетекен завод виçĕ çул каялла панкрута тухас патнех çитнĕ. 2012 çулта ертÿçĕ улшăннă хыççăн тепĕр хут вăй илме тытăннă. Витесене юсаса çĕнетнĕ. Ĕçлеме килекенсем валли пурăнмалли çурт тунă. Паллах, ăратлăхпа ĕçлеме лайăх специалистсем кирлĕ. Роман Николаевич вĕсене интернет урлă та шыранă. Мария Петуховăна шăпах çак мелпе тупнă. Çĕпĕр хĕрĕ Мускавра аграри университетĕнчен вĕренсе тухнă хыççăн çĕршывăн тĕп хулинче ĕçленĕ. Чăваш Ене йыхравласан хаваспах килĕшнĕ.

- Кунта лăпкăрах, пурăнма кĕтес пачĕç. Çынсем те килĕшеççĕ, - терĕ вăл.

Хусанти ветеринари академийĕнче пĕлÿ илекен Андрей Якимкин та Етĕрне тăрăхне практикăна килнĕ.

Ачаранах ветеринар пулма, лашасемпе ĕçлеме ĕмĕтленнĕ. Академинче практикăна Мускава, Ставрополь крайне, Чăваш Ене кайма сĕнчĕç. Эпĕ Етĕрнери лаша заводне суйласа илтĕм. Хам эпĕ Тутарстанри Çĕнĕ Шуçăм районĕнчен. Кунта лайăх кĕтсе илчĕç, çĕнĕ çурта пурăнма вырнаçтарчĕç. Ирхине ирех витери лашасене пăхса çаврăнатпăр, выльăх-чĕрлĕх тухтăрĕ хушсан уколсем тăватпăр, айсарăмне тасататпăр. Пушă вăхăтра лашасемпе ярăнатпăр.

- Вĕренсе тухсан Чăваш Ене ĕçлеме килес кăмăл çук-и? - ыйтрăмăр унран.

- Хальлĕхе виççĕмĕш курсра кăна-ха. Малтан алла диплом илмелле. Кайран куç курĕ. Тен, килĕп-и?

Ăратлă лашасем ĕрчетекен заводăн тупăшĕ пирки калама йывăр-ха. Вăл вăй илсе пырать кăна. Халĕ тупăшран ытларах тăкакĕ.

- Урхамахсем Раççейри ăмăртусене те хутшăнма тытăнчĕç. Хальхи вăхăтра Мускаври, Ĕпхÿри, Чĕмпĕрти, Хусанти ипподромсенче те чупаççĕ. Иртнĕ çул Пĕтĕм Раççейри ăмăртусене тухрĕç. Лайăх кăтартусемпе савăнтарчĕç. Малашне йĕркеленсе каяс шанăç пысăк, - терĕ Роман Малов.

- Кĕсресене искусственнăй майпа пĕтĕлентеретпĕр. Вăрлăхне Финлянди, Греци, Франци çĕршывĕсенчен илсе килетпĕр. Ку каллех пысăк тăкак.

– Апла завод мĕнле укçа-тенкĕпе тытăнса тăрать, аталанать?

- Пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсем туса илсе тăкаксене чакаратпăр. Пĕлтĕр 2765 гектар тырă акса хăварнă, çав шутра пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсем 1245 гектар йышăннă. Пирĕн тĕллев - гектар пуçне 35 центнертан кая мар пуçтарса илесси, - терĕ Роман Николаевич.

Ăратлă лашасене туянакан та пур. Иртнĕ çул акă 23 тиха сутнă. Кĕтĕве çĕнетме 2 ăйăр илсе килнĕ. Завод малашне çитĕнÿ çулĕ çине тăрасса шанаççĕ.

Лариса Никитина.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.