- Чăвашла верси
- Русская версия
«Тĕлĕкре кашни каç киле таврăнатăп...»
Елчĕк районĕнчи Аслă Елчĕкри Иван Филимонович Филимонов 1913 çулта çуралнă. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин малтанхи кунĕсенчех фронта кайнă. Темиçе хутчен те вутлă çапăçусене хутшăннă. Юнлă вăрçă хирĕнчен янă çырусем паян Елчĕкри историпе тăван тавралăх музейĕнче упранаççĕ. Вĕсене вăл савнă мăшăрĕ Вера Митрофановна ячĕпе çырнă.
Иван Филимонов фронтран таврăнайман. Вăл 1944 çулхи сентябрĕн 9-мĕшĕнче вилнĕ. Ăна Мурманск облаçĕнче пытарнă. Унăн хăш-пĕр çырăвĕпе вулакансене паллаштаратпăр:
1941 çулхи августăн 21-мĕшĕ.
Ырă кун, телейлĕ сехет сире! Вирка, сана питĕ пысăк салам, çавăн пекех хамăн юратнă ывăлăмсене те. Вирка, ачасене епле пулсан та лайăх пăх. Маншăн ан хуйхăрăр. Эпир пока сывлатпăр-ха. Вирка, эпĕ хамăра леçме килнĕ çынран укçа парса ятăм. Вăл Елчĕк шкулĕн директорĕ. Унпа качака илнине çырса яр.
Вирка, Коля тата инке çемйипех салам, хуньăмсене те пысăк салам. Хамăрăн тетесене те çемйипех салам, йыснана, Куляна, Укахвие чунтан-вартан юратса питĕ пысăк салам.
Вирка, килте мĕн лайăххи, начарри çавсене çырса пĕлтер. Ну, Вирка урăх нимĕн те çырма пĕлместĕп.
Сывă пулăр.
1941 çулхи октябрь уйăхĕн 19-мĕш числинче çыратăп ку çырăва. Ырă кун, телейлĕ сехет тĕлне пултăр. Юратнă Вирка, юратнă ывăлăм Куля, юратнă ывăлăм Йинка эпĕ сире çемйипех питĕ пысăк салам яратăп. Вирка, эпĕ сана хамăн пурнăç çинчен çырса пĕлтерем. Эпир кунта пока пурăнатпăр-ха. Тумтир паман-ха. Вирка, хальте пиншака илсе килтĕм. Питĕ сивĕте пуçларĕ. Çынсем çарамас çÿрекен те питĕ нумай. Эсĕ манран пăрăва сутас-и тесе ыйтнă. Нимĕн те калама пултараймастăп. Мĕнле тусан хăвна усăллă пулать, çавăн пек ту. Вирка, мана ан хушăр. Мушĕт çакăнтанах киле таврăнмалла пулĕ-ха. Вирка, апат çисе тăранма май çук.
Пырса курасчĕ те, но часах курма пулмĕ: Куля, инке куç умĕнчех тăраççĕ, хам умра. Выляса çÿренĕ пекех туйăнать. Эх, Вирка манăн телей пулĕ-ши, пулмĕ-ши? Тĕлĕкре кашни каç киле таврăнатăп. Çав мĕне пĕлтерет-ши вăл? Çавна çырса яр-ха. Эх, Вирка сăпай пурăнса пулмарĕ, телей пулмарĕ. Вирка, эсĕ посылка ятăм тенĕ, ăна илмен-ха. Çу ан яр, хăвăр çийĕр. Кунта только сухари кирлĕ. Пăрçа пашалăвĕнчен типĕтсе ярса пăх-ха. Унтан тата мĕн тума çынна йăлăнса çÿрен? Хутаçпа та килет. Кунта çынсем хутаçпах илеççĕ. Эх, Вирка сана питĕ кансĕр пулчĕ пулĕ кантук ?çĕрулми – В.П.% кăларма. Ну, Вирка хам таврăнсан сăмах пулмĕ. Но унччен епле пулсан та. Вирка, ху унта-кунта кайнă чухне ачасене асту. Хĕлле епле пулсан та таçта плитапа ан пиçччĕр, вут таврашĕпе ан пиçччĕр. Çавна тепле пулсан та асту. Вирка, сана апла каланăшăн ан çиллен. Эпĕ сана астума хушап. Вирка, кунта пурăнма питĕ кансĕр. Вирка, çыру çырма хут пĕтрĕ. Сухари яма тăрăш, толькă опратнă адреса лайăх çыр.
Урăх нимĕн те çырма пĕлместĕп. Пока сывă пулăр.
Эх, Вирка, эх, Куля, эх, йысна мĕнле курас килет. Вирка, хăвăн сывлăхусем мĕнле? Çыр.
1943 çулта февраль уйăхĕн 13-мĕш числинче çыратăп ку çырăва. Вирка, эпĕ сана чунтан-вартан юратса салам яратăп. Çавăн пекех хамăн юратнă ылтăн пек виçĕ ывăлăма чунтан-вартан юратса пысăкран та пысăк салам яратăп. Аçусене те çемйипех питĕ пысăк салам яратăп. Хамăн тăвансене те мĕнпурне салам кала. Ну, Вирка эпĕ сана хамăн пурнăç çинчен çырса пĕлтеретĕп. Манăн пурнăç чаплă мар. Но хăрамалăх мар пока, çÿрекелетĕп. Ку çырăва салтакран яратăп. Вирка, алăран юн илчĕç. Анализ туса пăхаççĕ. Пока сывă-ха. Ну малашне пĕлместпĕр. Вирка, урăх нимĕн те çырма пĕлместĕп. Сывă пул. Вирка, ачасене лайăх пăх, лайăх пурăн. Сывă пулăр.
Иван Филипповичăн çырăвĕсем музейра татах пур, анчах вĕсене вулама кансĕр: хăшне-пĕрне кăранташпа çырнăран йĕркесем палăрмаççĕ, теприсем сарăхнă, çĕтĕлнĕ... Юрать-ха, кун чухлĕ упранса юлнă.
Кашни йĕркерех мăшăрне, ывăлĕсене чунтан-вартан юратни палăрать. Ахальтен мар Вирка ята çине-çинех асăннă вăл. Шел, вăрçа пула çакнашкал çемьесен шăпи телейсĕр вĕçленнĕ. Арăмĕсем упăшкисĕр, ачисем ашшĕсĕр тăрса юлнă. Тăлăхсем выçăллă-тутăллă, ашшĕ тĕрекĕсĕр çитĕннĕ, çын пулнă. Кил хуçи çеç вăрçăран таврăнайман. Тĕлĕкре тĕлленни пурнăçланайман...
Валентина ПЕТРОВА.
Комментари хушас