Архив - 2018 - Чăваш хĕрарăмĕ

апреля 2nd

2 Апр, 2018

90 çулта ĕçпе, ĕненÿпе пурăнать

Тăхăр вунă çулти çын пирки калаçнă чухне куç умне тÿрех тăнлавĕ аванах кĕмĕлленнĕ шур аппа е сухаллă мучи тухать. Çук-ха, туйине тÿрех тыттарас килмест ăна. Тăхăр теçетке çул кун кунласа та йăпăр-япăрлăхне, вăй-хăватне çухатманнисем пурах. «Вăрăм ĕмĕр вăрттăнлăхĕ мĕнре- ши?» — ыйтас килет вĕсенчен тÿрех. Паллах, сывă пурнăç йĕркине пăхăнни, пурнăçра пĕчĕк савăнăçа та пысăка хурса хакланăран пуç усмасăр малалла талпăнма пĕлни пирки сăмах пуçараççĕ вĕсем. Çакă кăна-ши? Паллах, сывлăх çирĕплĕхĕ, чун-чĕре хăвачĕ… Пур пĕрех темскер каласа çитермен пек.

2 Апр, 2018

Телей — вĕренекенсенче

Шкул çулĕсем кашни çыннăн асĕнче юлаççĕ. Пĕрремĕш шăнкăрав. Вĕçĕмсĕр тăсăлакан уроксем. Хаваслă тăхтав. Юлашки шăнкăрав. Тем çинчен те ĕмĕтленнĕ çак тапхăрта. Пурнăçра кирлĕ професси суйласа илме тăрăшнă. Кама кăна тĕслĕх вырăнне хурса ун пек пулма хавхаланман-ши? Тем каласан та, вĕренекеншĕн умри çула тĕрĕс суйласа илме пулăшаканĕ — юратнă вĕрентекен.

2 Апр, 2018

Вутра хурçă та шăранать…

«Вăрăран пÿрт юлать, вут-кăвартан кĕл юлать» тенĕ ваттисем. Чăннипех те шелсĕррĕн алхасать «хĕрлĕ автан». Ăна ташша çапма ирĕк парасси-памасси вара чылай чухне хамăртан килет. Этем явапсăрлăхне пула тухмасть-и-ха чылай чухне вут-кăвар? Шăпах хăрушсăрлăха пăхăнманни ура хурать.
Иртнĕ вырсарни кун Кемĕрте пулнă инкек çĕршыва кисретрĕ. 64 çын пурнăçне илсе кайрĕ вăл. Çав шутра 41 ачан кун-çулĕ татăлчĕ. Айăплисене явап тыттарĕç паллах. Çапах та шăпах аслисен тимсĕрлĕхĕ, явапсăрлăхĕ инкек патне çитернипе килĕшмеллех.

март 26th

26 Мар, 2018

Ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕрсене сиен кÿреççĕ

Пĕлтĕр Чăваш Енри ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕрсем тĕлĕшпе 689 тĕрĕслевпе сăнав ĕçĕсем ирттернĕ май 3,7 пин гектар çинче йĕркене пăсни палăрнă: Улатăр, Элĕк, Патăрьел, Йĕпреç, Вăрнар, Канаш, Сĕнтĕрвăрри, Шупашкар, Çĕрпÿ, Вăрмар, Етĕрне, Тăвай районĕсенче. Ытларах чухне çÿп-çап куписенчен, кайăк-кĕшĕк ĕрчетекен хуçалăхсем тухса тăкакан тислĕкрен шар курать çĕр.

26 Мар, 2018

«Юрататăп эпĕ тăван çĕршыва!»

«Иртнĕ вăрçăн малтанхи тапхăрне кăтартакан романсемпе кинофильмсенчен чылайăшĕ пĕр евĕрлĕрех пуçланать: командира отпуск панă, вăл чăматанĕсене те хатĕрлесе хунă, анчах ир енне вăрçă тапранать.

26 Мар, 2018

Никĕссĕр…

Никĕссĕр мĕн те пулин çĕклеме пулать-и? Айван ыйту, çапла-и? Кирек мĕнле япалан та çирĕп никĕс пулмалла. /Çак ыйтăва çĕклесенех паллă фильмра Георгий Вицин лавкка çаратакан ĕçкĕç сăнарне калăплани куç умне тухать. Каçхи куршак «тăвĕнчен» чи аялтине суйласа илсе туртса кăларать те вăл, паллах, çÿлтисем йăлт персе анаççĕ/. Çĕнĕ те капăр çурт çĕклеме шухăш тытсан та чи малтан унăн никĕсне палăртмалла.

Страницы