Картишĕнче ăмăрт кайăк «вĕçет»
Етĕрне районĕнчи Урпаш ялĕнче ашшĕпе амăшне — çемье пуçĕпе йăх тăсакана халалласа — йывăç палăк лартнă. Николай Павлов ал ăсти каланă тăрăх, вĕсен сăнĕнче уйрăм çынна кăтартма тĕллев тытман. Çав сăнарсенче — чăвашлăх культури, йăли-йĕрки, историйĕ. Вĕсем тăван халăх авалтанах йăх-несĕле хисепленине, çĕр ĕçĕпе пурăннине, вăй-хал енчен çирĕппине кăтартаççĕ.
Николай Алексеевич кил картишне ăмăрт кайăк, кăвакал, упа... кÿлеписемпе хăйне евĕрлетнĕ. Тĕрлĕ куравра кăтартакан ĕçĕсенче çыннăн кăмăлне, кун-çулне сăнланă ал ăсти.
Урпаш ял тăрăхĕн ертÿçинче, шкул пуçлăхĕнче ĕçленĕ чухне чун киленĕçĕ валли вăхăт çитсе пыман унăн. Халĕ, тивĕçлĕ канура, пĕр кÿлепе хыççăн теприне касса кăларать арçын. Вĕсенчен кашниех чун хушнипе «пиçсе тухать». Шкул ачисенчен чылайăшĕ ÿнер çулне суйланăшăн, художнике, строителе вĕреннĕшĕн кăмăллă вăл. Апла тăк Николай Алексеевич ÿкерÿ, черчени, технологи урокĕсенче пĕлÿ пани сая кайман. Тĕслĕхрен, Леонид Огадяров Етĕрнери искусствăсен ача-пăча шкулĕнче вĕрентет. Валерий Никифоров Оперăпа балет театрне художнике вырнаçнă. Павел Волков шăрпăкран чиркÿ ăсталанипе палăрнă, халĕ строитель ăсталăхне алла илет. Николай Алексеевич шкулта, библиотекăра ăсталăх класĕсем йĕркелет. Ун тавра пуçтарăннă ачасем самантрах ĕçе кÿлĕнеççĕ.
Павловсен ывăлĕсенчен пĕри Алексей строительство енĕпе ĕçлет, тепри Александр — çар çынни. Кĕçĕнни Ярославль таврашĕнчи вăрмантан илсе килнĕ йывăç çăпанĕсене картишĕнче купаланине асăрхарăм. Вĕсенчен темĕн тĕрлĕ ваза касса кăларать кил хуçи. Малалла вулас...