Комментировать

2 Апр, 2018

Физикăна кăмăлланăскер сценăна суйланă

2003 çултанпа пуш уйăхĕн 21-мĕшĕнче Пукане театрĕсен пĕтĕм тĕнчери кунне паллă тăваççĕ. Зоя Никоноровăпа шăпах уяв умĕн тĕл пултăмăр. Чăваш патшалăх пукане театрĕн директорĕ Елизавета Абрамова, тĕп режиссерĕ Юрий Филиппов театра çÿллĕ шая çĕклеме пултарнишĕн, паянхи артистсен çитĕнĕвĕсемшĕн савăнса калаçрĕ Зоя Сергеевна. Епле ан хĕпĕртетĕр-ха унăн чун-чĕри? Ара, вăл та Пукане театрĕн пĕр пайĕ-çке. Унăн ячĕ те историре ĕмĕрлĕх çырăнса юлнă. Пĕрремĕш пуканеçĕсен йышне кĕнĕ артисткăпа вулакана çывăхрах паллаштарас терĕмĕр.

Вĕренмелле, татах вĕренмелле...

Элĕк районĕнчи Мăн Карачура ялĕнче 1934 çулта кун çути курнă Зоя Никонорова, ун чухне — Сергеева. Вăрçă çулĕсенче иртнĕ ачалăхĕ çăмăл килмен паллах. Пурнăçра та хура-шурне самай курма тивнĕ.
— Ĕçпе пиçĕхсе ÿснĕ эпир. Тăххăрта тырă вырнă. Çум çумлаттăмăр. Коксагыз, табак шăвараттăмăр. Анне кĕвентене çĕтĕкпе çавăрса паратчĕ:
ăна йăтса ĕнсе какайлансах каятчĕ те. Пĕверен ăснă шыва пахча хыçĕпе ял вĕçне çĕклеме тиветчĕ. Урпа, пăри, сĕлĕ акатчĕç вăл вăхăтра. Вĕсене çум курăкран тасатмаллаччĕ. Унта вĕлтĕренĕ те, пиçенĕ те пур вĕт, тепĕр чухне алă юнăхма та тытăнатчĕ. Пиллĕкĕн ÿснĕ эпир. Эпĕ — виççĕмĕш. Суран ыратнипе сак айне пытанса лараттăм. Йĕреттĕм. Аслă аппа: «Мĕн ачашланса ларатăн?» — тетчĕ вара. Улăм тÿшек çинче çывăраттăмăр. Сăхманпа пуç урлă витĕнсе выртаттăмăр.
Çĕнтерĕве лайăх ас тăватăп. «Вăрçă чарăннă!» «Вăрçă чарăннă!» — кăшкăраççĕ пур енчен те. Шкулта пире параппан пачĕç, арçын ачасене — горн. Ял тăрăх çÿрерĕмĕр çапла хавассăн янраттарса, — ачалăхне аса илсе каласа кăтартать Зоя Сергеевна.
Ялти шкула тăватă çул çÿренĕ хыççăн Ассакассинче вĕреннĕ хĕрача. Аслă классене Нурăс шкулне утнă.
— Анастасия Викторовнăна нихăçан та манмастăп. Литература урокĕнче вăл е ку авторпа паллаштариччен унăн хайлавне вулаттаратчĕ. Яланах мана шанатчĕ ку тивĕçе. Мĕншĕн апла тунине ыйтман çав. Нурăса çÿреме мĕн тери килĕшетчĕ тата! Хир. Тÿпере тăрисем юрлатчĕç. Уроксем вĕçленсен киле утнă май хам та юрлаттăм, — каласа кăтартать Зоя Никонорова.
Яковлев букварĕ
Вăл вăхăтра пурте тарăн пĕлÿ илеймен. Зоя Сергеевнăна вара ашшĕ питех те вĕрентме ăнтăлнă.
— «Ку турчка — кочерга», — тетчĕ. Ăçтан пĕлнĕ-ши вăл вырăсла — калаймастăп. Пирĕн ялта ачисене Иван Яковлевăн пĕрремĕш букварьне илсе паракан кам пулнă-ши тата? Çавна та упрама пĕлмен-çке эпĕ. Çакăншăн питĕ ÿкĕнетĕп халĕ. Аслисем сĕтел хушшинче урок тăватчĕç.
Манăн та вĕсемпе юнашар вырнаçас килетчĕ. Вĕсем вара «чăрмантаратăн» тесе ирĕк памастчĕç. Сĕтел айне кĕрсе лараттăм. Вĕсем вуланине итлесе ларсах эпĕ те сас паллисене паллакан пултăм, — сăмах çăмхине малаллах сÿтрĕмĕр ăш пиллĕ хĕрарăмпа. Малалла вулас..

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.