Ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕрсене сиен кÿреççĕ

26 Мар, 2018

Пĕлтĕр Чăваш Енри ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕрсем тĕлĕшпе 689 тĕрĕслевпе сăнав ĕçĕсем ирттернĕ май 3,7 пин гектар çинче йĕркене пăсни палăрнă: Улатăр, Элĕк, Патăрьел, Йĕпреç, Вăрнар, Канаш, Сĕнтĕрвăрри, Шупашкар, Çĕрпÿ, Вăрмар, Етĕрне, Тăвай районĕсенче. Ытларах чухне çÿп-çап куписенчен, кайăк-кĕшĕк ĕрчетекен хуçалăхсем тухса тăкакан тислĕкрен шар курать çĕр.
Управление Чăваш Республикин Çут çанталăк ресурсĕсен тата экологи министерствинчен тата уйрăм çынран килнĕ çырусем Шупашкар районне тухма хистерĕç. Çырусенче кайăк-кĕшĕк каяшне пула тавралăх кăна мар, çывăхри ялсенче пурăнакан çынсем те хĕн курнине палăртнă. Административлă тĕпчев пуçарма сăлтав пурри куç кĕрет: тĕрĕслевçĕсем пынă тĕле 20 гектар çинче кайăк-кĕшĕк тислĕкĕ сарăлса выртнă. Асăннă лаптăкра цинкăн йывăр металĕсен виçи нормăран иртни яр уççăн палăрнă. Пĕтĕмпе 12 гектар çĕре сиен кÿнĕ. Ку вара — 144 миллион тенкĕ! Саккун тăрăх, яваплă обществăн çĕр пулăхлăхне хăйĕн вăйĕпе тавăрмалла тата сиен кÿнĕшĕн те тÿлемелле.
Пĕлтĕр Çĕрпÿ, Красноармейски, Йĕпреç, Вăрмар, Элĕк, Вăрнар, Улатăр, Шупашкар районĕсенчи хуçалăхсен çĕрĕсене тĕпченĕ. Элĕк районĕнче çÿп-çапран темиçе гектар шар курать. Кунти лаптăк тĕлĕшпе халĕ те пăнчă лартман-ха.
Шел те, Шупашкар районĕнче тĕрĕслев çине-çинех ирттерме тивет. Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутатĕнчен, прокуратурăран, çавăн пекех уйрăм çынран килнĕ çырусем тепĕр хутчен çав тăрăхалла çитсе килме хистерĕç. Ку хутĕнче кайăк-кĕшĕк тислĕкĕпе сиенленнĕ 10 гектар тĕлĕшпе уçăмлăх кÿчĕç специалистсем. 32 пробăран 28-шĕ ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕре сиен кÿнине çирĕплетеççĕ: нитрат шайĕ нормăран палăрмаллах иртнĕ. Сиен – 160 миллион тенкĕлĕх. Икĕ лаптăка та йĕркене кĕртме хушнă обществăна. Кунсăр пуçне штраф та тÿлемелле. Малалла вулас...

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.