Комментировать

2 Апр, 2018

Телей — вĕренекенсенче

Шкул çулĕсем кашни çыннăн асĕнче юлаççĕ. Пĕрремĕш шăнкăрав. Вĕçĕмсĕр тăсăлакан уроксем. Хаваслă тăхтав. Юлашки шăнкăрав. Тем çинчен те ĕмĕтленнĕ çак тапхăрта. Пурнăçра кирлĕ професси суйласа илме тăрăшнă. Кама кăна тĕслĕх вырăнне хурса ун пек пулма хавхаланман-ши? Тем каласан та, вĕренекеншĕн умри çула тĕрĕс суйласа илме пулăшаканĕ — юратнă вĕрентекен.
Пуянкассинчи шкула çак учитель килсен ăна ăшă куçпа пăхман, унран тĕслĕх илме тăрăшман ача пулман та. Вăл аслă класри каччăсен чĕрисенче вут та хыптарнă пулĕ, çепĕç калаçăвĕ кăмăла уçнă, тыткаларăшне хĕрсем те ăша хывнă. Ачасемпе пĕр чĕлхе тупма çăмăлах мар. Кашнинпе уйрăммăн калаçса унăн шухăш- кăмăлне пĕлес текен, уроксем хыççăн темăна тепĕр хут ăнлантаракан вĕрентекенсенчен пĕри вăл. Ăна юратнипех пулĕ, унăн ĕçне малалла тăсас текенсем учитель профессине суйлаççĕ. Сахалăн мар вĕсем, чăваш чĕлхипе литература вĕрентекенĕ пулас, журналистика е тăван ен культурин анинче ĕçлеме кăмăл тăвакансем. Çак вĕрентекен урокĕсенче ăс пухнă, чăваш чĕлхи хăватне туйнă, илемлĕ хайлавсемпе паллашнă ачасем /çитĕннисем/ сăмахăм кам пирки пынине ăнланса илчех пулĕ. Çапла, Анат Чаткасра çуралса ÿснĕ, халĕ Пуянкассинче пурăнакан Л.Краснова çинчен. Çут çанталăк панă илем, çепĕçлĕх, ăш пиллĕх, ĕçченлĕх пытаннă çак хĕрарăмра.
Людмила Петровна, чăваш халăхĕн йăли-йĕркине, ашшĕ-амăшĕн чĕлхине чунтан саваканскер, шкул хыççăн И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университне вĕренме кĕнĕ. Ăслăлăх гранитне тăрăшсах кăшланă хыççăн Л.Краснова чăваш чĕлхипе литература вĕрентекенĕ пулса тăнă. Ĕç биографине 1986 çулта Тутарстанри Çĕпрел районĕнчи Пасарлă Упи шкулĕнче пуçланă вăл. Çамрăк вĕрентекен кунта аслă пионер вожатăй тивĕçĕсене пурнăçланă, çав вăхăтрах ÿнерпе ĕç, чăваш чĕлхипе литература урокĕсене ирттернĕ. Пултаруллă хĕр драма кружокĕ те йĕркеленĕ. Малалла вулас...

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.