Эпир те — çĕнтерÿçĕсен йышĕнче

Ĕнер ЧР физкультурăпа спорт министерстви 2017 çулхи ĕç-хĕле тишкерчĕ. 2017 çул пĕтĕмлетĕвĕсемпе Сергей Шелтуков министр паллаштарчĕ.
Ларура, хăнăхнă йăлапа, тĕрлĕ смотр-конкурсра çĕнтернисене чысларĕç. Журналистсен хушшинче те çулсерен «Спорт стилĕ» конкурс иртет. «Профессие парăннăшăн» номинацире «Хыпар» Издательство çурчĕн нумай кăларăмĕпе туслă çыхăну тытакан хастар авторăмăр Петр Сидоров çĕнтерчĕ. Сăмах май, вăл «ЧР физкультурăпа спортăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» хисеплĕ ята та тивĕçрĕ. «Чăваш хĕрарăмĕ» хаçат корреспонденчĕ Татьяна Наумова «Куçа-куçăн. Чи лайăх интервью» номинацире çĕнтерчĕ. Ĕштешĕмĕре саламлатпăр!
 

Анна НИКОЛАЕВА.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.